Шӳтлесе те чăнласа салтаксем çинчен
Пӗчӗк чухне чăваш ачи чăваш салтакӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Чăваш салтакӗ алăка тапса уçать, чăваш çăкăра алăпа касать, чăваш шыва кӗрсен вăл йӗпенмест, шыв чăвашланса каять. Чăваш салтакӗ вăкăр пек çирӗп мар, вăкăр чăваш пек çирӗп. Чăваш салтакӗ Контактри страницине çурса пăрахнă, чăваш кăна пулла путарса вӗлереет. Чăваш салтакӗ кăна ӗнсерен...
Пӗчӗк чухне чăваш ачи чăваш салтакӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Чăваш салтакӗ алăка тапса уçать, чăваш çăкăра алăпа касать, чăваш шыва кӗрсен вăл йӗпенмест, шыв чăвашланса каять. Чăваш салтакӗ вăкăр пек çирӗп мар, вăкăр чăваш пек çирӗп. Чăваш салтакӗ Контактри страницине çурса пăрахнă, чăваш кăна пулла путарса вӗлереет. Чăваш салтакӗ кăна ӗнсерен çапса çыннăн сăмсине хуçма пултарать. Чăваш салтакӗ Рубик-кубикне 1 çеккунтра пуçтараять, ăна та уринчи кача пӳрнипе çеç. Айпадăн панулмине ăна чăваш салтакӗ çыртса илнӗ. Пирӗштисем кăвайт умӗнче чăваш салтакӗ çинчен хăрушă историсем каласа лараççӗ. Американецсем уйăх çине лексен питӗ хытă куляннă, мӗншӗн тесен вӗсем унта çапла çырса хунине асăрханă: «Кунта чăваш салтакӗ пулнă». Чăваш салтакӗ икӗ сунарçăна пӗр мулкачпа персе вӗлерме пултарать. Чăваш салтакӗ 11-мӗш этажран 13-мӗшне ӳкнӗ. Çӗçӗллӗ чăваш салтакӗ танкран хăрушăрах. Чăваш салтакӗ çапăçу хирӗнче пӗччен те паттăр.
Уяв ячӗпе, сире, чăваш салтакӗсем! Паттăр пулар!
Ӳкерчӗк «КП» хаçатран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев