Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Шырав малалла пырать

Хусанта «ТФБ Финанс» инвестици компанийӗнчен укçа вăрланă тесе айăпланакан икӗ çынна ярса тытнă, тесе пӗлтерет ТР ШӖМ пресс-служби. Ку вăл «ТФБ Финансăн» активлă опреацисен управленийӗн начальникӗ (вăлах «Татрфондбанкра» хаклă хутсен рынокӗнче операцисем ирттерекен уйрăма ертсе пынă пулнă) тата «ТФБ-Финансăн» клиент сервисӗн уйрăмӗн начальникӗ, вăлах «Татбондбанкра» хаклă хутсен рынокӗнчи клиент операцийӗсен...

Хусанта «ТФБ Финанс» инвестици компанийӗнчен укçа вăрланă тесе айăпланакан икӗ çынна ярса тытнă, тесе пӗлтерет ТР ШӖМ пресс-служби. Ку вăл «ТФБ Финансăн» активлă опреацисен управленийӗн начальникӗ (вăлах «Татрфондбанкра» хаклă хутсен рынокӗнче операцисем ирттерекен уйрăма ертсе пынă пулнă) тата «ТФБ-Финансăн» клиент сервисӗн уйрăмӗн начальникӗ, вăлах «Татбондбанкра» хаклă хутсен рынокӗнчи клиент операцийӗсен управленийӗн ертӳçи пулнă.

Уголовнăй ӗçе «Мошенничество в особо крупном размере» статьяпа пуçарнă. Малтанласа палăртнă тăрăх, вкладчиксене кӳнӗ сиене 90 миллион тенкӗпе танлашать. Правона хӳтӗлекен органсем укçа вăрлани çинчен пӗлтерекен 100 заявлени ытла йышăннă.
Аса илтеретпӗр, маларах, февралӗн 6-мӗшӗнче полицейскисем «ТФБ Финанс» директорне арестленӗччӗ. Шырав малалла пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев