Сирӗн пахчара мӗн ӳсет?
Кӗркунне пире тулăх тухăçпа кăна мар, тӗлӗнтермӗшсемпе те савăнтарать. Мӗнле кăна çимӗç çитӗнмест пуль пирӗн пахчара. Сăнаса пăхсан вӗсем тӗрлӗ чӗрчуна, вӗçен кайăка тата ытти япалана аса илтереççӗ. Хусан хӗрринчи Большие Клыки ялӗнче пурăнакан ентешӗмӗрӗн Александр Никонович Семеновăн пахчи те акă, çуллен мӗнпе-тӗр тӗлӗнтерет. Кăçал чӗре евӗр çӗрулми ӳснӗ кунта....
Кӗркунне пире тулăх тухăçпа кăна мар, тӗлӗнтермӗшсемпе те савăнтарать. Мӗнле кăна çимӗç çитӗнмест пуль пирӗн пахчара. Сăнаса пăхсан вӗсем тӗрлӗ чӗрчуна, вӗçен кайăка тата ытти япалана аса илтереççӗ.
Хусан хӗрринчи Большие Клыки ялӗнче пурăнакан ентешӗмӗрӗн Александр Никонович Семеновăн пахчи те акă, çуллен мӗнпе-тӗр тӗлӗнтерет. Кăçал чӗре евӗр çӗрулми ӳснӗ кунта. Çӗр ӗçне питӗ юратнăран Александр Никоновича çутçанталăк çакăн пек çимӗçпе тав тунă курăнать.
Вулакансем, сирӗн пахчара мӗн ӳсет? Сăнӳкерчӗксене ярса пама ыйтатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев