Сӗт... кам кама улталать вара?
ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗн Марат Ахметовăн сăмахӗсемпе, республикăра халăхран туянакан сӗтӗн хакӗ 18 тенкӗ те 40 пус (!). Министр республикăри чăн лару-тăрăва е пӗлмест, е улталать?
Тӗлӗнмелле япала: бензин хакӗ куллен тенӗ пек ӳсет, сӗтӗн – чакать. Иккӗмӗшӗ енӗпе кам мӗнле пултарать, çапла алхасать. Сӗте халăхран ăçта 11, ăçта 13 тенкӗпе (литрне) пуçтараççӗ. Вырăнти власть кун çинчен пӗлмест мар, анчах ял хутлăхӗн пуçлăхӗ те, район ертӳçи те куç хупать. Вӗсенчен çӳлтен ӗне-выльăх шутне кăна ыйтаççӗ вӗт. Ан чактăр ку хисеп районта.
Çак кунсенче ТР Правительство Çуртӗнче район ертӳçисемпе иртнӗ ларура ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Республикăра халăхран туянакан сӗт 18 тенкӗ те 40 пус, ку вăтам (!) хак-ха тата? Ведомство ертӳçи вырăнти муниципаллă район ертӳçисене халăхран туянакан сӗт хакне çирӗп контрольте тытма ыйтрӗ. Ну, чакмалла мар сӗтӗн хакӗ, чакмалла мар. Ял çынни, кунне-çӗрне пӗлмесӗр тăрăшние кура, тивӗçлӗ пурăнмалла. Вăл вӗт наци апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗн никӗсне хываканӗ. «Сӗт отраслӗ яланах кулленхи укçа ресурсӗ пулнă, çавăнпа ун çине тимлӗх те куллен пулмалла», – тенӗ кун пирки министр.
Анчах пӗри тӗлӗнтерет: республикăра халăхран туянакан сӗтӗн хакӗ 18 тенкӗ те 40 пус пулсан, ăçтан тупăнаççӗ-ха 11 тата 13 тенкӗсем? Ларура ларакан район ертӳçисенчен пӗри те хăйсен районӗнчи чăн лару-тăрăва пӗлтермен, паллах. Ахăртнех вӗсен отчечӗсем çинче те 18 тенкӗ те 40 пус (е ытлрах та). Эппин, кам кама улталать-ха кунта: министр халăха е район ертӳçисем министра? (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев