Судья шăхăрмасан...
Пӗрремӗш таймра мечӗк ытларах «ЧНКАра» пулчӗ, «Фарт» хӳтӗленчӗ. Иккӗмӗшӗнче тӳнтерле. Çапах хӗç пек атакисем пирӗн командăн хăрушăччӗ. Шел, голпа кăна вӗçленеймерӗç...
Июнӗн 2-мӗшӗнче «ЧНКА» команди «Фартпа» тӗл пулчӗ. Малтанхи минутсенче вăйă тан иртрӗ. Анчах орбитр ЧНКА кӗртнӗ икӗ мечӗке те тӗрӗс мар, офсайдран тесе шута илмерӗ. Кайран видеора та пăхрăмăр, Егоров «Фарт» вратарьне «вырттарса» Романова (кăштах хыçалалла та) кăларнă пасра нимӗнле офсайд та çукчӗ. Тепӗр штрафнойӗнчен тапса кӗртнӗ самантра та çавах. Çапла флангри орбитра пула пӗрремӗш тайм 0:0 шутпах вӗçленчӗ.
Тӗрӗслӗхшӗн каласа хăвармалла, пӗрремӗш таймра мечӗк ытларах «ЧНКАра» пулчӗ, «Фарт» хӳтӗленчӗ. Иккӗмӗшӗнче тӳнтерле. Çапах хӗç пек атакисем пирӗн командăн хăрушăччӗ. Шел, голпа кăна вӗçленеймерӗç вӗсем.
Иккӗмӗш тайм вӗçленме 15 минут юлсан «ЧНКА» футболисчӗсем чупма чарăнчӗç тесен те юрать. Кун пек чухне мӗн кӗтмелле? Хӳтӗленӳри йăнăшсене пула «Фарт» хăйӗн пӗрремӗш голне кӗртрӗ. Унтан çав сăлтавпах теприне. Виççӗмӗш гола юлашки минутра кӗррттерчӗç пирӗннисем. Çӗнтерме пултарнă çӗрте кӳренмелле выляса ячӗ «ЧНКА». Нервăсен çирӗплӗхӗ кăна мар, вăй-халăн хăвачӗ те кирлӗ çав «С» ушкăнпа выляма.
Çак кун Дербышкинчи «Ракета» стадион площадки çине «ЧНКА» хыççăн пӗр сехетрен «Сувар» тухрӗ. «Реал Карбонес-2» командăпа вăй виçрӗ вăл. «Суварăн» футболисчӗсенчен çурри кăнтăрлаччен çамрăксен спартакиадине хутшăннипе пысăк хăвăртлăх кăтартаймарӗç. Çав вăхăтра вăйă площадкинче пирӗннисене хăвăртлăх çитсех каяймарӗ. «Реал Карбонес-2» тапăнура лайăхах выляймарӗ пулин те, аван хӳтӗленчӗ. Хӳтӗленӳре шанчăклă выляни хăвăрт контратакăна тухма май парать, хирӗç вылякансен хапхи патне çывхартать. Пӗрремӗш таймăн 17-мӗш минутӗнче пирӗн хапха енне «угловой» тапма тивсен «Реал» хăйӗн хатӗрлесе хунă меслетне пурнăçа кӗртме пултарчӗ. Тен, пултармӗччӗ те, «Сувар» голкиперӗ ун енне вӗçекен мечӗке хăй умне çапса антарман пулсан. 0:1, «Реал Карбонес -2» мала тухрӗ.
Иккӗмӗш таймра «Сувар» гола тавăрма тăрăшрӗ. Анчах вăй çитереймерӗ. Матчăн 54-мӗш минутӗнче Саврандейкин сылтăм флангран «Реал Карбонес -2» штрафнойне лайăх мечӗк йăтса пачӗ. Хирӗç вылякансен вратарӗ мечӗке хăй умне çапса антарчӗ, «Суварăн» çурма хӳтӗлевçи тапрӗ – анчах та мечӗке «Реал» хӳтӗлекенӗ алăпа чарчӗ. Судья çакна вăйă саманчӗ тесе, пенальти памарӗ... Çак кун «Суваршăн» та ăнăçусăр пулчӗ.
Каярах икӗ матча та тепӗр хут КФЛЛ сайтӗнче пăхрăмăр. Судьян пӗтӗм йăнăшӗ курăнать унта. Анчах та «пуйăс иртсе кайнă»... Турнир таблицинче çӳлерех хăпарма лайăх майсем пурччӗ.
Темех мар, выляса янă хыççăн çӗнтерӳ тата хаклăрах теççӗ. Судьясен ӗçӗ пирки çеç аппеляци çырас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев