Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Сувар» çӗнӗ майсем шырать

Юнкун Хусанта ТР Пичет тата массăлла коммуникацисен агентствин коллегийӗ иртрӗ. Унăн ӗçне ТР Президент Аппарачӗн ертӳçи, «Татмедиа» АО директорӗсен канашӗн председателӗ А.Сафаров, Журналистсен союзӗн председателӗ Р.Ратникова, РФ çыхăну тата массăлла коммуникацисен министрӗн çумӗ А.Волин хутшăнчӗç. ТР Пичет тата массăлла коммуникацисен агентствин ертӳçи А.Зарипов каланă тăрăх, юлашки пилӗк çулта республикăра хаçат-журнал...

Юнкун Хусанта ТР Пичет тата массăлла коммуникацисен агентствин коллегийӗ иртрӗ. Унăн ӗçне ТР Президент Аппарачӗн ертӳçи, «Татмедиа» АО директорӗсен канашӗн председателӗ А.Сафаров, Журналистсен союзӗн председателӗ Р.Ратникова, РФ çыхăну тата массăлла коммуникацисен министрӗн çумӗ А.Волин хутшăнчӗç.
ТР Пичет тата массăлла коммуникацисен агентствин ертӳçи А.Зарипов каланă тăрăх, юлашки пилӗк çулта республикăра хаçат-журнал çырăнасси 22 процента чакнă, район хаçачӗсен тиражӗ - 31 процента. «Татмедиа» холдинга кӗрекен пичет кăларăмӗсен тиражӗсем юлашки 5 çулта вăтамран 9 процента чакнă. Çакă çырăнтару, хут хакӗсем ӳснипе çыхăннă. Сăмах май, республикăри хаçатсен хакӗ çитес çур çулта тата 13 процента ӳсмелле. Çавăнпа та интернетри сайтсене ытларах аталантарма хушрӗ ертӳçӗ. Интернетпа усă куракансен шучӗ Тутарстанра 4 миллион çынна яхăн. Вӗсенчен çурри интернета куллен кӗрет, ытларах социаллă тӗтеле.
Пысăк редакцисем пӗчӗккисене хăй хӳттине илсе вăйланни çинчен те каларӗ А.Зарипов. Сăмахран, «Татар-информ» ИА. Унăн хӳттинче хальхи вăхăтра 6 хыпар хатӗрӗ ӗçлет: икӗ информагентство, 2 онлайн-хаçат тата 2 пичет хаçачӗ. Çак агентствăн ӗçӗ-хӗлӗ пирки унăн ертӳçи Ш.Садыков каласа пачӗ.
«Сувар» хаçатăн çитӗнӗвӗсемпе тӗп редактор К.Малышев паллаштарчӗ. Кăçалтан пуçласа suvargazeta.ru сайт самаях вулакан пухма тытăнни, редакци ӗçченӗсем çырăнтару кампанийӗсене мӗнлерех ирттерни, хаçат кăларнисӗр пуçне суварçăсем обществăпа культура ӗçне хастар хутшăннине видео-слайдпа çирӗплетрӗ. Интернет-аудиторие хăй тавра пуçтарассипе те суварçăсем çӗнӗлӗхсем тупнă. «Татфондбанк» хупăннă, хаксем ӳсеççӗ, веçех начар тесе пуçа усма васкамаççӗ, çӗнӗ майсем шыраççӗ.
Юлашкинчен А.Сафаров ӗçре палăрнисене патшалăх наградисем парса саламларӗ. Вӗсен шутне кăçал А.Зарипов, ТНВ телеканалăн генеральнăй директорӗ И.Аминов тата ыттисем кӗчӗç.

ВИдео Буинского телевидения «Буа дулкыннары»

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев