Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тăлăх ачасем хваттерлӗ пулчӗç

Тукай районӗнчи Круглое ялӗнче, Парковая урамӗнче 29 хваттерлӗ çурта хута янă, пӗлтерет «Татар-информ» ИА. «Тăлăх тата ашшӗ-амăш прависене туртса илнисен ачисене пурăнмалли вырăнпа тивӗçтересси» программăна хутшăннă 19 тăлăха тата социаллă ипотека програмине хутшăннисене çӗнӗ хваттерсем панă. Чаплă мероприятие, паллах, чиновниксем килсе çитнӗ, çавсем хушшинче ТР Президенчӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗн,...

Тукай районӗнчи Круглое ялӗнче, Парковая урамӗнче 29 хваттерлӗ çурта хута янă, пӗлтерет «Татар-информ» ИА. «Тăлăх тата ашшӗ-амăш прависене туртса илнисен ачисене пурăнмалли вырăнпа тивӗçтересси» программăна хутшăннă 19 тăлăха тата социаллă ипотека програмине хутшăннисене çӗнӗ хваттерсем панă. Чаплă мероприятие, паллах, чиновниксем килсе çитнӗ, çавсем хушшинче ТР Президенчӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗн, республикăн вӗрентӳпе наука министерствин представителӗсем, район ертӳçисем пулнă. Хатӗр хваттерсене курса çӳренипе вӗсем кăмăллă юлнă.

Вӗрентӳ министерствин ӗçченӗсем шантарнă тăрăх, ку çул вӗçлениччен республикăра тата 305 ачана харпăр хваттерпе тивӗçтерме палăртнă. Январьтен пуçласа паяна çитиччен çак тӗллевпе пурӗ 350 миллион тенкӗлӗх çурт тунă. Сăмах май, 300 миллион тенкине республика бюджетӗнчен уйăрнă.

Палăртса хăварар, паяна республикăра реестра кӗнӗ 1130 тăлăх пурăнать, çавсенчен 963-шӗ хваттер илес çула çитнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев