Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Татфондбанкран» шар курнисене пӗлсе тăма!

«Татфондбанкпа» «ИнтехБанк» ПАОсенчен шар курнисене пулăшакан республика фончӗн офисӗ Хусанта Хади Такташ урамӗнчи 41-мӗш çуртра уçăлнă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. «Офиса тупма йывăр мар, вăл Марсель Салимжановпа Туфан Миннуллин урамӗсем хӗресленнӗ вырăнта вырнаçнă. Юнашарах ГИБДД Вахитов районӗнчи уйрăмӗпе «Сувар Плаза» суту-илӳ центрӗ»,- пӗлтерет организацин пресс-служби. Панкрута тухнă çак банксен клиенчӗсемпе...

«Татфондбанкпа» «ИнтехБанк» ПАОсенчен шар курнисене пулăшакан республика фончӗн офисӗ Хусанта Хади Такташ урамӗнчи 41-мӗш çуртра уçăлнă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. «Офиса тупма йывăр мар, вăл Марсель Салимжановпа Туфан Миннуллин урамӗсем хӗресленнӗ вырăнта вырнаçнă. Юнашарах ГИБДД Вахитов районӗнчи уйрăмӗпе «Сувар Плаза» суту-илӳ центрӗ»,- пӗлтерет организацин пресс-служби.

Панкрута тухнă çак банксен клиенчӗсемпе пӗрремӗш хутра ӗçлӗç, вӗсене тунтикунран пуçласа эрнекунччен куллен 10-12 тата 14-17 сехетчен йышăнаççӗ.

Фондăн Ӗç тăвакан директорӗ Рустем Ибрагимов пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра вӗсем улталаннă дольшиксене пулăшмалли мелсем хатӗрлессипе республика ертӳçисемпе пӗрле ӗçлеççӗ. Татфондбанкпа ИнтехБанкран шар курнă клиентсем енӗпе те АСВ çирӗплетнӗ кредиторсен требованийӗ çинче никӗсленсе хăйсен реестрне хатӗрлеççӗ.

Аса илтеретпӗр, çак фонда ТР Президенчӗн Р.Миннихановăн май уйăхӗн 29-мӗшӗнче тухнă указӗпе йӗркеленӗ. Унăн тӗллевӗ - Тутарстан территорийӗнче регистрациленнӗ кредит е ытти финанс организацийӗсенчен тата тирпейсӗр застройщиксенчен шар курнисене пулăшасси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев