Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тăван чӗлхе. Юлашки пăнча лартман-ха

Шкулсенче патшалăх тата тăван чӗлхесене вӗрентесси тавра пыракан калаçусем вӗçленмен-ха, ăна паян ТР Патшалăх Канашӗ хăйӗн малалла тăснă 33-мӗш ларăвӗнче тепӗр хут сӳтсе яврӗ пулсан та юлашки пăнча лартмарӗ-ха. Çапла вара ТР Президенчӗ Р.Минниханов шкулсенче лăпкăрах пулма ыйтрӗ, республикăн патшалăх чӗлхине эрнере икӗ сехет вӗрентесси пирки патшалăхăн çӗнӗ стандарчӗ килессе...

Шкулсенче патшалăх тата тăван чӗлхесене вӗрентесси тавра пыракан калаçусем вӗçленмен-ха, ăна паян ТР Патшалăх Канашӗ хăйӗн малалла тăснă 33-мӗш ларăвӗнче тепӗр хут сӳтсе яврӗ пулсан та юлашки пăнча лартмарӗ-ха. Çапла вара ТР Президенчӗ Р.Минниханов шкулсенче лăпкăрах пулма ыйтрӗ, республикăн патшалăх чӗлхине эрнере икӗ сехет вӗрентесси пирки патшалăхăн çӗнӗ стандарчӗ килессе кӗтнине пӗлтерчӗ. ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Энгель Фаттахов ӗнер ку ыйтупа РФ Вӗрентӳпе наука министрӗпе Ольга Васильевăпа тӗл пулнă-мӗн. Çапах та татăклă хурав илмен-ха. Р. Минниханов шкулсенче патшалăх чӗлхине вӗрентесси пирки ыйтăва татса парассине иккӗленмест. Çавăнпа республика шкулӗсенчи пӗр тутар чӗлхипе литературин вӗрентекенне те ӗçсӗр хăвармалла маррине пӗлтернӗ. (Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев