Тирпейлӗ парксемпе скверсен шучӗ ӳсет
Обществăлла вырăнсене хăтлăх кӗртме республикăра 3 миллиард тенкӗ уйăрнă, тесе пӗлтернӗ ТР Строительство министерствин ÇКХ программисене пурнăçа кӗртекен управленийӗн ертӳçи Ильдус Насыров «Татар-информ» агентствăна. Çапла вара республика программипе хăтлăх кӗртнӗ парксемпе скверсен шучӗ 57-рен 68 çитет. Программăна тата 11 çӗнӗ объекта кӗртнӗ. Ильдус Насыров сăмахӗсемпе, ТР Министрсен Кабинечӗн хушăвне алă...
Обществăлла вырăнсене хăтлăх кӗртме республикăра 3 миллиард тенкӗ уйăрнă, тесе пӗлтернӗ ТР Строительство министерствин ÇКХ программисене пурнăçа кӗртекен управленийӗн ертӳçи Ильдус Насыров «Татар-информ» агентствăна.
Çапла вара республика программипе хăтлăх кӗртнӗ парксемпе скверсен шучӗ 57-рен 68 çитет. Программăна тата 11 çӗнӗ объекта кӗртнӗ.
Ильдус Насыров сăмахӗсемпе, ТР Министрсен Кабинечӗн хушăвне алă пусман-ха. Документ хатӗр пулсанах объектсен подрядчикӗсене палăртаççӗ те тирпей-хăтлăх кӗртес ӗç пуçланать.
Хусанта ку енӗпе пысăк ӗç тунă. Юлашки 4 çулта кăна кунта 49 объекта (пӗтӗмпе 84 гектар лаптăк) çӗнӗ сăн кӗнӗ.
Хальхи вăхăтра хулари Горки-Ометьево вăрман паркӗ, Крылья Советов, Хура кӳлӗ, Урицки тата Çӗнтерӳ паркӗсенче ӗçсем вӗçленсе пыраççӗ. Çӗнӗ объектсен шутӗнче вара Сыртланово урамӗнчи Ача-пăча паркӗ те пулать.
Çакна та палăртмалла, пӗлтӗр Горки-Ометьево çӗнӗ вăрман паркне тума пуçланă. Кун пек проект Хусанта юлашки 10 çулта пӗрре те пулман. Кăçал унта çуран çӳремелли, йытăсене уçăлтарма тухмалли, йӗлтӗрпе ярăнмалли çулсем, парковка тата ыттине тума планланă.
Урицки паркӗнче 2016 çулта кӳлӗпе канала тасатнă, вылямалли, спорт площадкисем тунă. Кăçалхи планра - симӗс амфитеатр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев