Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Кӗмӗлшӗн» Тарасовăна Тутарстан 2,5 млн. тенкӗ парать

Пирӗн фигуристка Евгения Тарасова Владимир Морозовпа пӗрле ярăнса Олимпиадăра команда турнирӗнче кӗмӗл медаль çӗнсе илчӗ. Çак ятпа фигуристсене, вӗсен тренерне Нина Мозера тата спортсменкăн амăшне Татьяна Тарасовăна ТР Президенчӗ Рустам Минниханов саламларӗ. «Пхенчханри хӗллехи Олимп вăййисене лайăх пуçланă ятпа - команда турнирӗнче кӗмӗл медальсем çӗнсе илнӗ ятпа саламлатăп. Тутарстансем эпир...

Пирӗн фигуристка Евгения Тарасова Владимир Морозовпа пӗрле ярăнса Олимпиадăра команда турнирӗнче кӗмӗл медаль çӗнсе илчӗ. Çак ятпа фигуристсене, вӗсен тренерне Нина Мозера тата спортсменкăн амăшне Татьяна Тарасовăна ТР Президенчӗ Рустам Минниханов саламларӗ.

«Пхенчханри хӗллехи Олимп вăййисене лайăх пуçланă ятпа - команда турнирӗнче кӗмӗл медальсем çӗнсе илнӗ ятпа саламлатăп. Тутарстансем эпир çак çитӗнӳре пирӗн ентеш Евгения Тарасова Владимир Морозовпа мăшăррăн ярăнса тӳпе кӗртнӗшӗн питӗ савăнатпăр. Евгенийăпа Владимира, вӗсен тренерне Нина Мозера малашне те пăр çинче пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатăп», - тенӗ саламлă телеграммăра.

Паллах, республикăна çакăн пек пысăк наградăпа савăнтарнăшăн Евгения Тарасовăна Тутарстан укçан преми парса та хавхалантарать. Унăн суммине ТР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗнче унчченех çирӗплетнӗ. Документпа килӗшӳллӗн, Олимп, Паралимп тата Сурдлимп вăййисенче çӗнтернӗ спортсменсене - 4, «кӗмӗлшӗн» - 2,5, «бронзашăн» 1,7 миллионшар тенкӗ преми параççӗ.

( Сăнӳкерчӗк www.olymps.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев