Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тутлă та вара Хусанта!

Августăн 4-6-мӗшӗсенче иртнӗ «Тутлă Хусан» гастрономи фестивалӗнче хусансемпе хăнасем пурӗ 12 тонна апат çисе янă, вӗсенчен 2500 штук кыстыбургерпа 7 пин ытла литр тутар чейӗ, пӗлтернӗ Хусанта туризма аталантарма пулăшакан комитетăн директорӗ Дарья Санникова паян мэрире иртнӗ ӗçлӗ тунтикунра. Унăн сăмахӗсем тăрăх, гастрономи фестивалӗ хусансемпе хăнасене кăна мар, кафесемпе ресторансене...

Августăн 4-6-мӗшӗсенче иртнӗ «Тутлă Хусан» гастрономи фестивалӗнче хусансемпе хăнасем пурӗ 12 тонна апат çисе янă, вӗсенчен 2500 штук кыстыбургерпа 7 пин ытла литр тутар чейӗ, пӗлтернӗ Хусанта туризма аталантарма пулăшакан комитетăн директорӗ Дарья Санникова паян мэрире иртнӗ ӗçлӗ тунтикунра.

Унăн сăмахӗсем тăрăх, гастрономи фестивалӗ хусансемпе хăнасене кăна мар, кафесемпе ресторансене те кăмăла каять. «Тутлă Хусана» кăна акă хулари чи паллă 90 кафепе ресторан, фермер хуçалăхӗсемпе Челябинскри, Самарăри, Чулхулари обществăлла апатлану предприятийӗсем хутшăннă.

Яланхи пекех фестивале хальхинче те хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес тӗллевпе çынсене металрамăсем урлă кăна кӗртнӗ. Вӗсем шута илнӗ тăрăх, фестивальте пӗтӗмпе 45 пин çын пулса курнă.

Хусансемпе хăнасем фестивальте 30 мастер-класа хутшăнма, «Хусанăн чи тутлă ресторанӗ» тата « Хусанти чи тутлă кафе» номинацире сасăлама та пултарнă.

Çапла вара сасăлав тăрăх, Хусанти чи тутлă ресторан «Тимерхан», чи тутлă кафе «Гурман Фреш КГБ» кафе пулни палăрнă, вӗсемшӗн 10 пин ытла çын сасăланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев