Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Укçа парсан та çуратмаççӗ пулмалла

Çакăн пек лару-тăру пӗр Тутарстанра кăна мар, çӗршывӗпех. Апла шанмасть ыранхи куна Раççей çынни...

Ача çуратнăшăн патшалăх укçа та парса пулăшать халӗ, хӗрарăм вара пурпӗр çуратасшăнах мар. Ăна та ăнланма пулать – пурнăç вӗт куллен хакланать. Ачашăн паракан пособи вара ним тума та çитмест. Ипотека тӳлекен çамрăк атте-аннене кун пек условисенче пӗр ачана та ӳстерме йывăр, чылай чухне çак сăлтавпах çемье виççӗмӗшне мар, иккӗмӗшне те çуратма шикленет. Тутарстанра та акă, юлашки 5 уйăх пӗтӗмлетӗвӗсемпе, пӗтӗмпе 18 пин те 946 ача ( 9727-шӗ арçын ача, 9219-шӗ хӗрача) çуралнă. Пӗлтӗрхи çак вăхăтри кăтартупа танлаштарсан, виçӗ процент сахалрах ку. ТР Министрсен Кабинечӗн ЗАГС управленийӗн ертӳçи Альбина Шавалеева «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире каланă тăрăх, çакăн пек лару-тăру пӗр Тутарстанра кăна мар, çӗршывӗпех. Апла шанмасть ыранхи куна Раççей çынни.

 Пӗри кăна савăнтарать: аист республикăна харăсах икшер, виçшер пепке йăтса килме пăрахмасть-ха. Çапла кăçал çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра 219 йӗкӗреш тата 4 çемьере виçӗреш çуралнă. Çапла ку çемьесене харăсах икӗ, виçӗ хут пысăкрах савăнăç илсе килнӗ вăл. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество