Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ватлăхра ан юлччăр пӗччен...

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа çак пулăшупа тупăшӗ 9984 тенкӗрен пӗчӗкрех ватăсем те усă кураççӗ. Калăпăр, пӗлтӗр тупăш 9550 тенкӗрен ытла маррисем кăна тивӗçнӗ çак пулăшăва. Çулталăк пуçланнăранпа республика законодательстви тӳлевсӗр социаллă услугăсемпе усă курма тивӗç граждансен категорине тата анлăлатнă. Вӗсем - сахал тупăшлă çынсем, тыл ветеранӗсемпе ытти çăмăллăхсемпе усă куракан ватăсем....

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа çак пулăшупа тупăшӗ 9984 тенкӗрен пӗчӗкрех ватăсем те усă кураççӗ. Калăпăр, пӗлтӗр тупăш 9550 тенкӗрен ытла маррисем кăна тивӗçнӗ çак пулăшăва. Çулталăк пуçланнăранпа республика законодательстви тӳлевсӗр социаллă услугăсемпе усă курма тивӗç граждансен категорине тата анлăлатнă. Вӗсем - сахал тупăшлă çынсем, тыл ветеранӗсемпе ытти çăмăллăхсемпе усă куракан ватăсем.

Çапах та ватлăхра ырлăха патшалăхран мар, тăван ачасенчен курсан аван та вӗт, анчах пурнăçра пачах урăхла пулса тухнă тӗслӗхсем нумай. Ачи-пăчисем пур çинчех пăхаканӗсӗр юлнисем те сахалăн мар-çке. Юрать-ха, вӗсене патшалăх пăрахмасть, ваттисен çурчӗсене вырнаçтарать.

Çулталăк каялла республика тепӗр пилотлă проект пуçарчӗ. Ку вăл пӗччен ватăсене çемьесене усрама парасси. Шухăшӗ питӗ лайăх, тӗрӗс те. Ватлăхра çемьере пурăннине мӗн çиттӗр-ха? Усрама илнӗ çыннисем лайăх пулсан, паллах. Вӗсене ват çынсене пăхнăшăн патшалăх уйăхсерен 4 пинрен пуçласа 8 пин тенкӗ таран укçа тӳлет. Паллах, ку укçа пысăк теме çук. Çапах та ырă çынсем пирӗн хушăмăрта нумай, вӗсем ватăсене укçашăн мар, ырă кăмăлтан çемьене илеççӗ. Пӗр çулталăкра ку проектпа республикăра 36 пӗччен ватă çемьере хӳтлӗх тупнă.

«Пăхаканӗсӗр юлнă ват çынна ваттисен çуртне вырнаçтарнинчен ку лайăхрах альтернатива. Çемьене илнӗ ватăсене кирлӗ пек пăхман, хăйсене кăна хăварнă тӗслӗхсем ан пулччăр тесе эпир килӗрен çӳресе тӗрӗслесе тăратпăр. Унта социаллă, пушара хирӗç службăсем, сывлăх сыхлав органӗсен представителӗсем хутшăнаççӗ. Специалистсем 70 çула çитнӗ ватăсене килӗсене кайса тӗрӗслеççӗ. Кирлӗ-тӗк, социаллă тата медицина пулăшăвӗ параççӗ. Кăçал кăна вӗсем 103 пин ват çыннăн килне кайса тӗрӗсленӗ»,- терӗ Эльмира Зарипова.

Ватлăх куçран пăхсан, хăв урупа утма вăй-хал пӗтсен пулăшусăр май çук, патшалăх пулушусăр хăвармасть, çапах та чун ăшшине параймасть. Çавăнпа пирӗн, çамрăксен, асра тытасчӗ çакна. Çывăх çыннăмăрсем ватлăхра ан юлччăр пӗччен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев