Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вăйлă çиле пула Хусанта кран ӳкнӗ

Кран 6-16 хутсен облицовкине тата иккӗмӗш подъездри тăватă балкона сиенлетнӗ.

Тутарстанра ӗнер пулнă аслатиллӗ çумăр сăтăрсăр иртмерӗ. Вăл ял хуçалăхне те, Хусан хулинчи пӗр çурта та сиен кӳчӗ. Вăйлă çиле пула Хусанти Советски районӗнчи Альберт Камалеев урамӗнче 18 хутлă çурт çине кран ӳкнӗ. Çӗнӗ çуртăн пӗр пайне çынсем пурăнма куçнă та пулнă ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 13 çын. Кран 6-16 хутсен облицовкине тата иккӗмӗш подъездри тăватă балкона сиенлетнӗ. Хусанти пушарпа çăлав гарнизонӗн сотрудникӗсем çийӗнчех хваттерсем тăрăх çӳресе тӗрӗсленӗ. Телее, çынсем аманман, вилмен. Крановщик кăна йывăрах мар суранланнă. Советски район администрацийӗ сиенленнӗ тăватă хваттер çыннисене эвакуацилеме йышăннă. 

Хусанта вăйлă çумăра пула хулари тӗп урамсенче ӗнер çуркуннехи пекех вăйлă çумăр юхрӗ. Çулсем çинче вырăн-вырăнпа машинăсем капланчӗç. Çав вăхăтрах хулан хăш-пӗр районӗнче пӗр тумлам çумăр та ӳкмерӗ. ( Д.Зиганшин сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия