Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вăйран вăкăр тухать

Тутарстанри ЧНКАн футбол команди ак ӗнтӗ 3-мӗш эрне Хусанти любительсен D лигинчи B ушкăнри командăсемпе ăнăçлăн выляса пырать. Хальлӗхе чăвашсем пӗр вăйăра та выляса ямарӗç-ха, икӗ матч тан шутпа вӗçленчӗ, ыттисем пирӗн çӗнтерӳпе. Анчах та турнир карташкинче çӳллӗрех хăпарнăçемӗн хирӗç вылякан командăсем те вăйлăраххисем тухаççӗ газонлă площадка çине. Хальлӗхе 6...

Тутарстанри ЧНКАн футбол команди ак ӗнтӗ 3-мӗш эрне Хусанти любительсен D лигинчи B ушкăнри командăсемпе ăнăçлăн выляса пырать. Хальлӗхе чăвашсем пӗр вăйăра та выляса ямарӗç-ха, икӗ матч тан шутпа вӗçленчӗ, ыттисем пирӗн çӗнтерӳпе. Анчах та турнир карташкинче çӳллӗрех хăпарнăçемӗн хирӗç вылякан командăсем те вăйлăраххисем тухаççӗ газонлă площадка çине. Хальлӗхе 6 вăйă вылянă ЧНКА 12 очко пуçтарса рейтингра 4-мӗш пырать.
Майăн 13 тата 20-мӗшӗсенче пирӗншӗн йывăр вăйăсем иртрӗç.

ЧНКА-шăн «килти» пек шутланакан «Динамо» стадионра майăн 13-мӗшӗнче чăваш çамрăкӗсем «Реал Карбоне-2» ятлă командăпа вылярӗç. 1-мӗш таймра ЧНКА хăвăрт гол кӗртрӗ. Анчах орбитр ăна йăнăшпа кӗртнӗ тесе шута илес темерӗ. Судья шучӗпе пирӗннисен хапхи патне мечӗкпе пыракан хирӗç вылякансен тапăнаканнине «тӗртсе ӳкернӗшӗн» «Реал Карбоне-2» пенальти тапрӗ. Ăна та иккӗмӗш хутӗнче кăна кӗртейрӗ. Хула ачисем тӗп орбитрпа тавлаша-тавлаша матчăн 10минутне сая ячӗç. Çакăн хыççăн ЧНКА атакăна вирхӗнчӗ, вăйă флангсенче аван йӗркелене пуçларӗ. Анчах та хирӗç вылякансен голкиперӗ телейлӗ пулчӗ пӗрремӗш таймра. Мӗншӗн тесен вăл 1:0 шутпа пирӗн майлă вӗçленмерӗ. 2-мӗш таймра вăйă «Реал Карбоне -2» пайӗнче иртрӗ. Пирӗн шутне çухатнă атакăсем тинех голпа вӗçленчӗç. Хальхинче запасри вăйăçăсем кăна мар, трибунăсем çинче чăвашсене курма килнӗ халăх та питӗ хытă савăнчӗ. 1:1 шутпах вӗçленчӗ ку матч.
Майăн 20-мӗшӗнче 19.00 сехетре черетлӗ вăйă «Олимп» стадионра иртрӗ. Хальхинче чăваш каччисене унччен турнир таблицинче çӳлерех пыракан вырăнти «Олимпия» йышăнчӗ. Шăматкун пулсан та, ЧНКА командин вăййине курма килекенсем нумайăнах марччӗ. Çапах болельщиксемпе пӗрле Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ ертӳçи Валерий Казаков та пулни пирӗн футболистсене хавхалантарчӗ. Вӗсем «Олимпия» хапхи умӗнче кăткăс самантсем йӗркелеме пуçларӗç. Васкани, йăнăш пас пани, 100 процентлă самантсемпе усă курайманни чăваш футболисчӗсене хытă тарăхтарчӗ пулмалла. Хирӗç вылякансен класӗ çӳллӗрех пулнине те йышăнмалла. Çапла пӗрремӗш тайм голсемсӗр, 0:0 шутпа вӗçленчӗ.

ЧНКА вылякан матчсенче куракансем вылякансене чăваш чӗлхипе канаш панине ăна курмалла. Пӗтӗм стадион илтмелле: «Сылтăмри уçăлчӗ!», «Мала, Алюш патне яр!», «14-мӗшне тыт!», «Тапса кăлар!», - тесе кăшкăрнисем «Олимпия» командин выляканӗсене аптăратсах ячӗç пулмалла. Вӗсем йăнăша пуçларӗç. Хăнасем черетлӗ атакăра чухне Александр Альметкина уринчен тапса ӳкерчӗç. Вăл хăй тӗллӗн ура çине те тăраймарӗ. Тухтăра чӗнтермелле пулчӗ. Куракансем хирӗç вылякансен футболистне судья «сарă» карточка панипе кăна çырлахмарӗç. Анчах та орбитр ăна вăйăрах хăварчӗ. Пирӗн флангра вылякана хăвăртрах урăххипе улăштарса Сашăна «васкавлă пулăшупа» пульницанах ăсатма тиврӗ.
Кун хыççăн пирӗн форвардсем пӗр пӗринпе çыхăнарах выляма пуçларӗç. Малтан защитăра вылянă Андрей Михайлов çак вăйăра пăнчă лартрӗ. Иккӗмӗш таймăн варринче вăл «Олимпия» хапхине илемлӗ гол тапса кӗртрӗ. 1:0, йывăрпа пулсан та ЧНКА çӗнтерчӗ.
Тепӗр матч майăн 28-мӗшӗнче «Олимп» стадионра 18.30 сехетре турнир таблицинче хальлӗхе 1-мӗш вырăнта пыракан «Тулпар» командăпа пулӗ. Мӗнех, вăййя курнă хыççăн çырса кăтартăпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев