Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Вилӗмсӗр полка» 365 пинӗн хутшăнтăмăр

Май уйăхӗн 9-мӗшӗнче, 15 сехетре Хусан та «Вилӗмсӗр полк» Пӗтӗм Раççей акцине хутшăнчӗ. Халăх шучӗпе вăл кăçал та Раççейри виççӗмӗш хула пулчӗ, мӗншӗн тесен Хусанăн тӗп урамне пӗтӗмпе 165 пин çын тухрӗ. Çаплах палăртса хăварар, «Вилӗмсӗр полк» Хусансăр пуçне республикăн кашни хули-районӗнче, пӗчӗк ял таранах иртрӗ, Тутарстанра акцие пӗтӗмпе 363...

Май уйăхӗн 9-мӗшӗнче, 15 сехетре Хусан та «Вилӗмсӗр полк» Пӗтӗм Раççей акцине хутшăнчӗ. Халăх шучӗпе вăл кăçал та Раççейри виççӗмӗш хула пулчӗ, мӗншӗн тесен Хусанăн тӗп урамне пӗтӗмпе 165 пин çын тухрӗ. Çаплах палăртса хăварар, «Вилӗмсӗр полк» Хусансăр пуçне республикăн кашни хули-районӗнче, пӗчӗк ял таранах иртрӗ, Тутарстанра акцие пӗтӗмпе 363 пин çын хутшăнчӗ.

Пӗлтӗр Хусанта «Вилӗмсӗр полка» пурӗ 120 пин çын килнӗччӗ. Кăçал вара ку шут тата темиçе пине ӳсрӗ. Шествин вăхăчӗ 15 сехетре кăначчӗ пулин те, пухăнмалли вырăнсене халăх 13 сехет çитичченех килме тытăнчӗ. Хальхинче те унта çынсем çемйи-çемйипех хутшăнчӗç. Йышра тӗрлӗ çулти ачасем те нумайăнччӗ. Кашнин аллинче çывăх тăванӗн портречӗ, хăшӗ-пӗрин пӗрре кăна та мар. Сăнӳкерчӗксенче Çӗнтерӗве тарпа-юнпа çывхартнă çарпа флот ветеранӗсем, партизансем, тыл ӗçченӗсем, концлагерь узникӗсем, Ленинград блокадинче пулнисем, вăрçă ачисем... Кашни сăнӳкерчӗкӗн хăйӗн историйӗ, шăпи. Çапах пурне те пӗрлештерекенни вăл - Аслă Çӗнтерӳ. Вăл пирӗн, кашни совет çыннин уявӗ, мӗншӗн тесен вăрçă нуши-терчӗ пысăк çӗршывăн пӗр кил-çуртне те тивмесӗр юлман.

Йӗркелӳçӗсен сăмахӗсемпе, Тутарстанра «Вилӗмсӗр полк» акцие обществăлла юхăм республика влаçӗн органӗсемпе пӗрле йӗркелесе ирттерет. Çавăнпа хăрушсăрлăх, медицина пулăшăвӗ енчен нихăçан та йывăрлăх çук кунта. Хальхинче те акă, акцире ТР ШӖМӗ хăрушсăрлăхпа тивӗçтерчӗ пулсан, медицина ӗçченӗсем сывлăх хуралӗнче тăчӗç. Куççуль витӗр иртекен уяври вăйлă эмоцие кашни çыннăн чӗри чăтаймасть, мӗн тесен те акцие çулланнисем, çав шутра ветерансем хăйсем те, хутшăнаççӗ-çке. Апла пулин те пиртен ӗмӗрлӗхе уйрăлса кайнă вăрçă паттăрӗсем пӗлӗтрен пăхса вăй парса тăчӗçех-тӗр, çынсене медицина пулăшăвӗ кирлех те пулмарӗ.

Çакăн пек пысăк акцин тепӗр пулăшуçисем çинчен те манмалла мар, 500 яхăн волонтер çынсене колонна йӗркелекен вырăнсене кăтартса пулăшрӗ. Çапла «Корстон» культурăпа кану комплексӗнче пуçласа Ирӗклӗх тӳремӗ таран йӗркеленчӗ колонна.

Хусанти «Вилӗмсӗр полкăн» умӗнче чи малтан «СОЮЗ - Çӗнтерӳ еткерçисем» Халăхсем хушшинчи çамрăксен вӗрентӳ проектне хутшăннă 500 çамрăк 200 тăваткал метр пысăкăш Çӗнтерӳ ялавне йăтса пычӗ. Вӗсем хыççăн ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев, ТР Премьерӗ Алексей Песошин, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин, республикăн министерствисемпе ведомствисен, хула Ӗçтăвкомӗн представителӗсем. Депутатсем, халăхсен наци пӗрлӗхӗсен ертӳçисем - чăвашсем, тутарсем, еврейсем, азербайджансем, грузинсем, украинецсем тата ыттисем - утрӗç.

Шестви Аграри университетӗнчен пуçласа 1000 çулхи Хусан тӳремне çитиччен пӗтӗмпе 2,5 километра тăсăлчӗ. Çапла сума сурӗ Тутарстан майăн 9-мӗшӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ăруне. ( Р.Гали сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев