Владыка Феофан: «Эпӗ суйлава каятăп»
Вырăс православи чиркӗвӗн Тутарстанри митрополийӗн ертӳçи, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан çак кунсенче журналистсемпе тӗл пулсан хăй мартăн 18-мӗшӗнче суйлава каяссине, ыттисене те суйлава хутшăнма чӗнсе каланă. Ун шучӗпе, çитес ултă çул çӗршыва кам ертсе пырасси пиртен кашнинчен килет. Суйлав вăл ӗмӗртен пынă. Иисус Христос вăхăтӗнче те Иуда кайсан, ун...
Вырăс православи чиркӗвӗн Тутарстанри митрополийӗн ертӳçи, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан çак кунсенче журналистсемпе тӗл пулсан хăй мартăн 18-мӗшӗнче суйлава каяссине, ыттисене те суйлава хутшăнма чӗнсе каланă. Ун шучӗпе, çитес ултă çул çӗршыва кам ертсе пырасси пиртен кашнинчен килет. Суйлав вăл ӗмӗртен пынă. Иисус Христос вăхăтӗнче те Иуда кайсан, ун вырăнне 12 апостолтан суйланă. Çаплах патриарха та, ислам тӗнчинче муфтие те ялан суйлав палăртать.
«Суйлава каясси, камшăн сасăласси пирки манран час-часах ыйтаççӗ. Эпӗ хамăн позицие çирӗп пӗлтеретӗп: эпӗ суйлава каятăп. Камшăн сасăлатăп тетӗр-и? Эпӗ Раççейшӗн. Вăйлă та çирӗп Раççейшӗн, ăна ыттисем хисеплетчӗр, ун шухăшне шута илччӗр»,- тенӗ вăл суйлав пирки.
Çаплах владыка Турă Амăшӗн Хусан Турăшӗн чиркӗвне юсаса çӗнетес ӗçсене те асăннă. «Собор строительствисем ытти регионсенче мӗнле пынине яланах сăнатăп. Унта ӗçе пуçăнма пуçăнаççӗ-ха, анчах вăраха тăсаççӗ. Пахалăхӗ те пирӗнни пек мар. Ку вӗт Тутарстанра йăлтах тума пӗлнине тепӗр хут кăтартать»,- тенӗ. Феофан владыка храма юсаса çӗнетес ӗçе пуçăннăшăн ТР Президентне Р.Минниханова, ТР Патшалăх Канашçине, «Возрождение» фонд ертӳçине М. Шаймиева тата храм строительствине хутшăнакан мӗнпур çынна тав тунă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев