Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

WorldSkills тӗнче чемпионатӗнчен Раççей сборнăйӗ ултă ылтăн медальпе таврăннă

(Александр Эшкинин сăнӳкерчӗкӗ) Абу-Дабире иртнӗ WorldSkills Competition-2017 ăмăртăвӗсенче Раççей регионӗсемпе хулисенчен чи лайăх кăтартупа Мускав команди таврăннă. Тутарстанран кайнă конкурсантсем те маххă паман, вӗсем Раççей сборнăйне 5625 балл пуçтарса парса командăн шалти зачетӗнче иккӗмӗш вырăн йышăннă, виççӗмӗш вырăна - Челябинск облаçӗ. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР Президенчӗн...

(Александр Эшкинин сăнӳкерчӗкӗ) Абу-Дабире иртнӗ WorldSkills Competition-2017 ăмăртăвӗсенче Раççей регионӗсемпе хулисенчен чи лайăх кăтартупа Мускав команди таврăннă. Тутарстанран кайнă конкурсантсем те маххă паман, вӗсем Раççей сборнăйне 5625 балл пуçтарса парса командăн шалти зачетӗнче иккӗмӗш вырăн йышăннă, виççӗмӗш вырăна - Челябинск облаçӗ. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР Президенчӗн пулăшуçи Лейла Фазлеева пӗлтерчӗ.

Аса илтеретпӗр, профессилле пултарулăхпа тӗнче чемпионачӗ Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенче октябрӗн 14-19-мӗшӗсенче иртрӗ. Унта 59 çӗршывран 1,3 пин конкурсантпа 1084 эксперт хутшăннă. Чемпионат 51 компетенципе пулнă, çавсенчен 49-шӗ тӗп, тепӗр иккӗшӗ хăтлав компетенцийӗсем. Лейла Фазлеева сăмахӗсемпе, Раççей командинчен кашни компетенцирех хутшăнакан пулнă. Ăмăртусем ADNEC курав комплексӗнче иртнӗ.

Чемпионат площадкисенче пин ытла волонтер ӗçленӗ, вӗсем хушшинче тутарстансем лайăхпа палăрнă.

Раççей сборнăйне пурӗ 58 конкурсант кӗнӗ, çавсенчен 8-шӗ пирӗн республика çамрăкӗсем

«Пирӗн атьсем Раççей командине пӗр ылтăн, пӗр кӗмӗл тата пултарулăхшăн тепӗр медаль илсе килнӗ. «Холодильная техника и кондиционирование» компетенципе ылтăн медале Хусанти политехника училищине пӗтернӗ, халӗ КНИТУ-КХТИ студенчӗ Вадим Поляков тивӗçрӗ. Вăл çав тери пултаруллă, тӗплӗ çамрăк çын. Хăйне мӗн кирлине, çитӗнӗве еплерех тумаллине лайăх пӗлет. Кӗмӗл медальсене «Мобильная робототехника» компетенцире Хусанти информаци технологийӗсен студенчӗсем Павел Фадеевпа Андрей Дюбанов илме пултарнă. Пултарулăхшăн медале Хусанти тӗпчевпе технологин наци университечӗн вӗренекенӗ Альберт Минеев тивӗçнӗ», - пӗтӗмлетрӗ Лейла Фазлеева.

Баллсен шучӗпе Раççей сборнăйӗ тӗнче чемпионатӗнче пӗрремӗш вырăн йышăннă (35,461), иккӗмӗш - Бразили (34,901), виççӗмӗш вырăнта Китай (34,103) çӗршывӗсем. Медальсен шучӗпе Раççей команди пиллӗкмӗш вырăнта (ултă ылтăн, тăватă кӗмӗл, пӗр бронза тата 21 медаль пултарулăхшăн). пӗрремӗш вырăна вара Китай сборнăйӗ тивӗçнӗ, ун хыççăн кăштах юлса Корея, Швейцари, Бразили пыраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев