Юн кун çӳп-çап пуçтарсан диплом параççӗ
Апрелӗн 26-мӗшӗнче экологин икӗ уйăхлăхне кура Хусанта Кировпа Мускав районӗсенче средник иртет тесе пӗлтерет районсенчи администрацин хыпар уйрăмӗ. Ӗç ирхине 9 сехетре пуçланать. Малтан Хусан çыннисем Декабристовпа Восстани урамӗсен хӗресленӗвӗнчи сквера çӳп-çапран тасатаççӗ. Вăл ӗçӗ пурнăçлама тӗрлӗ организацисенче ӗçлекенсем тухаççӗ. Вӗсен шутӗнче хулари 1-номерлӗ ачасен больниципе поликлиникинче тăрăшакансем те. 10...
Апрелӗн 26-мӗшӗнче экологин икӗ уйăхлăхне кура Хусанта Кировпа Мускав районӗсенче средник иртет тесе пӗлтерет районсенчи администрацин хыпар уйрăмӗ.
Ӗç ирхине 9 сехетре пуçланать. Малтан Хусан çыннисем Декабристовпа Восстани урамӗсен хӗресленӗвӗнчи сквера çӳп-çапран тасатаççӗ. Вăл ӗçӗ пурнăçлама тӗрлӗ организацисенче ӗçлекенсем тухаççӗ. Вӗсен шутӗнче хулари 1-номерлӗ ачасен больниципе поликлиникинче тăрăшакансем те. 10 сехетре Харовое кӳлӗ çумӗнчи тавралăхра çӳп-çап пуçтарма Хусанти патшалăх энергетика универститечӗн студенчӗсем тухӗç.
Палăрста хăвармалла, средника хутшăнакансене интерактивлă программа та кӗтет. Унсăр пуçне, активлă çынсене дипломпа чыслаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев