Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Юр çăвать, вăрăм çула тухма ан тăрăшăр

Синоптиксем паян кунӗпех юр çунине пӗлтернине кура ТР Çул-йӗрпе коммуналлă хуçалăх министерствин пресс-служби автомобилистсемпе пассажирсене вăрăм çула тухма тăрăшмалла маррине, çул çинчисене çул-йӗр правилисене çирӗп пăхăнма асăрхаттарать. Паян çӗрле регионти çул-йӗр çинче 265 единица юр тасатакан техника ӗçленӗ, çулсем пăрлакланасран 3 пин тонна хăйăрпа тăвар хутăшӗ тата 160 тонна тăвар...

Синоптиксем паян кунӗпех юр çунине пӗлтернине кура ТР Çул-йӗрпе коммуналлă хуçалăх министерствин пресс-служби автомобилистсемпе пассажирсене вăрăм çула тухма тăрăшмалла маррине, çул çинчисене çул-йӗр правилисене çирӗп пăхăнма асăрхаттарать.

Паян çӗрле регионти çул-йӗр çинче 265 единица юр тасатакан техника ӗçленӗ, çулсем пăрлакланасран 3 пин тонна хăйăрпа тăвар хутăшӗ тата 160 тонна тăвар сапнă. Кăнтăрла вара çак çулсене 485 техника юртан тасатӗ.

Оперативлă информаци тăрăх, Тутарстанри «Хусан», «Бегишево» тата «Бугульма» аэропортсенче çанталăка пула рейссене чарман, çавăн пекех чугун çул транспорчӗ те штатри режимпах ӗçлет.

Регионти автоçулсем çинче çанталăк улшăннă май хăвăрт мерăсем йышăнас тӗллевпе 26 метеостанци вырнаçтарнă. Çак станцисем ку е вăл вырăнти лару-тăрăва реальлӗ вăхăтпа сăнӳкерчӗк, çул çийӗ мӗнлине, унти температурăна кăтартса тулли информаци пӗлтерсе тăраççӗ. Çак информаци çинче никӗсленсе метеопараметрсен прогнозне хатӗрлеççӗ, çулсем пăрлакланассине асăрхаттараççӗ.

Çул-йӗр çинчи лару- тăру мӗнли çинчен информацие министерствăн талăкӗпех ӗçлекен служби 291-91-91 телефонпа йышăнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев