Йытăсем ачасем çине тапăннă
Нумай пулмасть Хусан хули варринче, Тӗп стадион патӗнче, хуçасăр йытăсем тăватă арçын ача çине тапăннă факта тӗрӗсленине хыпарлать ТР Следком пресс-служби. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, ачасем çав самантра стадиона футбол тренировкине пынă пулнă-мӗн. Йытăсем вӗсене çыртса пӗтернӗ, тумтирӗсене çурнă. Шел те, 9 тата 12 çулти икӗ ачана Республикăн ача-пăча клиника...
Нумай пулмасть Хусан хули варринче, Тӗп стадион патӗнче, хуçасăр йытăсем тăватă арçын ача çине тапăннă факта тӗрӗсленине хыпарлать ТР Следком пресс-служби. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, ачасем çав самантра стадиона футбол тренировкине пынă пулнă-мӗн. Йытăсем вӗсене çыртса пӗтернӗ, тумтирӗсене çурнă. Шел те, 9 тата 12 çулти икӗ ачана Республикăн ача-пăча клиника больницинех леçме тивнӗ.
Çак факта хальхи вăхăтра республикăн следователӗсем тӗпчеççӗ. Хула Ӗçтăвкомӗн хуçасăр йытăсене тытассишӗн яваплă çыннисен ӗçне право енчен хак та парӗç, мӗншӗн тесен хуçасăр йытăсем тапăнса ачасен пурнăçӗшӗн хăрушлăх кăларса тăратнă. Ун пек тӗслӗхсем хулана та илем кӳмеççӗ, уйрăмах Тӗнче чемпионатне йышăнма хатӗрленнӗ чух.
Шел те, хула урамӗсем тăрăх миçе йытă чупни паллă мар иккен, сăлтавӗ - вӗсене шута илмелли ятарлă методика халӗ те çук. Çавăнпа та кун пек инкексем хула çыннисемпе пулас хăрушлăх пысăк, уйрăмах çуркунне енне. Хуçасăр чупакан усал йытăсем пуррине пӗлсен «Открытая Казань», Хусан мэрийӗн сайчӗсене е Хусан хулин ÇКХ Комитетне пӗлтермелле. (Сăнӳкерчӗк https://www.google.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев