Июньте цифрăллă телекурав çине куçатпăр
В республике

Июньте цифрăллă телекурав çине куçатпăр

Июнӗн 3-мӗшӗнчен Тутарстан пӗтӗмпех цифрăллă телевидени çине куçать. Телекуравçăсем çӗршыври 20 телеканала тӳлевсӗрех курма пултарӗç.

Июнӗн 3-мӗшӗнчен Тутарстан пӗтӗмпех цифрăллă телевидени çине куçать. Телекуравçăсем çӗршыври 20 телеканала тӳлевсӗрех курма пултарӗç. «Цифра» çине куçма мӗн кирлӗ-ха?

Енчен те сирӗн телевизорăн экранӗ çинче «А» сас палли тăрать-тӗк – эсир аналоглă телекурава пăхатăр. «Цифрăна» хута ярас тесен кун пек чух DVB-T2 стандарта тытакан антенна кирлӗ. Цифрăллă формата тытман телевизорсем валли тата хушма приставка та туянмалла. Пӗр енчен приставкăна телевизорпа çыхăнтармалла, тепӗр енчен – антеннăпа.

Енчен те телевизор экранӗ çинче «А» сас палли çук-тăк – эсир цифрăллă телекурав пăхатăр. Нимӗнле хушма оборудовани те кирлӗ мар.

 


цифровое телевещание

Нет комментариев