Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Çитта Миккуль: «Купăс маншăн чи çывăх юлташ»

Чӑвашла юрлакансен хушшинче çирӗп утӑмсемпе малалла талпӑнакан тепӗр çӗнӗ çăлтăр çуталчӗ. Паян сире Николай Сидоровпа паллаштарас килет.

Ялӗ вӑрман çумӗнче вырнаçнӑран шӑпчӑксем юрланине итленипе-ши хăй те юрлама тытăннă. Паян та купӑсне тӑсса юрăсем шăрантарать. Унпа социаллă тетел урлă çыхăнса пултарулăхӗ пирки ыйтса пӗлтӗм. Хаваспах килӗшрӗ çамрӑк купӑсçӑ вулакансене хӑйӗнпе паллаштарма, çунатлӑ ӗмӗчӗсем çинчен пӗлтерме.

 – Николай, хăвăнпа паллаштар-ха, хăш районта çуралса ӳснӗ эсӗ, ăçта ӗçлетӗн, çемьеллӗ-и? 

– Эпӗ Чăваш Енри Шӑмӑршӑ округӗнчи Карапай-Шӑмӑршӑ ялӗнче çуралса ӳснӗ, хӗсметрен таврӑнсанах атте хӑйпе пӗрле шапаша илсе çӳрерӗ, атте халь тивӗçлӗ канура. Хам вара стройка енӗпе Çырчалли хулинче ӗçлетӗп.

 – Сцена çинчи хушма ятна хӑв суйларӑн-и?

– Асаттене те Çитта Миккулӗ тенӗ пирӗн, çавӑнпа хама та çак ята суйлама килӗшрӗ.

 – Юрлама ӑçта вӗрентӗн?

 – Юрлама ниçта та вӗренмен, хам тӗллӗн çеç. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтсенче музыка урокӗсенче юрлакаланӑ ӗнтӗ. Каласа хӑварам, юрӑсем юрламашкӑн хамӑр ялти юлташ Коля Козлов шухӑш пачӗ. Юрӑ çырса юрлама кӑмӑлсем çук-и терӗ? Мӗншӗн юрлас мар? Атя, юрлатӑп терӗм! Вӑл мана çавнашкал пӗрремӗш сӗнӳ пачӗ, кирлӗ çынпа паллаштарчӗ. Тав тăватăп ăна.

– Хуткупӑспа калама кам вӗрентрӗ?

– Купӑс калама никам та вӗрентмен мана. Икӗ çул çурӑ каялла кӗвӗсем итлесе, чухласа хам тӗллӗн вӗрентӗм. Малтан питех лайӑхах калаймастӑмччӗ. Анне икӗ çул каялла çӗре кӗнӗ хыççӑн хитререх пула пуçларӗ, яланах ун ячӗпе юрӑсем юрлаттӑм. Килте халь те юрлатӑп Сергей Кувшиновӑн «Ах, аннеçӗм, анне» юррине. Каярахпа аннене халалласа юрӑ кӑлартӑм «Аннеçӗм, анне…»

– Мӗншӗн аккордеон е баян мар, купӑс суйларӑн? 

– Купӑс – меллӗ инструмент, пӗтӗм çӗрте калама пулать, ман вӑл яланах хампа пӗрле, машинӑрах çӳрет. Купӑс маншӑн чи çывӑх юлташ та. Хама эп чаплӑ купӑсçӑ тесе хальлӗхе калаймастӑп, вӗренетӗп.

– Хальхи саманара вӑйçӑ пулса туйсене йыхравлаççӗ-и? Купӑс кӗвви илтӗнни чуна савӑнтарать...

– Юбилейсене чӗнкелеççӗ ӗнтӗ, пушӑ чух хирӗçлеместӗп. Чӑваш кӗввисемпе ташлаттаратӑп, юрлаттаратӑп хӑнасене. Савӑнччӑр тетӗп, ара. «Купӑс сасси – чун уççи»  темен-и-ха? Юбилейсене чӗннӗ чух малтан вӑтанкалаттӑм, халь ӗнтӗ хăнăхрăм, хама лăпкăрах тытатӑп. Пурте хамӑр çынсем тесе шутлатӑп та хуткупӑса тӑсса такмаксем каласа ташлаттарма тытăнатăп. Халӑх санпа пӗрле юрласан вара тата хавхаланса купӑс калас килет.

– Музыкăпа туслисем, тен, йăхрах пулнă сирӗн?

– Пирӗн йӑхра иккӗмӗш сыпӑкри пиччепе унăн шӑллӗ купӑс ӑста калаççӗ. Ял çыннисен сăмахӗ тӑрӑх, асатте вылякаланине те илтнӗ вӗсем тата анне хӗр чухне купăс каланӑ пулнӑ.

– «Музыкăсăр пурнăç çук» тени тӗрӗс апла?

–  Музыка вӑл ман чуна уçать, чунри пушӑ вырӑнсене тултарать, кăмăла уçать. Анне ӗмӗрлӗхех пурнӑçран уйрӑлса кайнӑ хыççӑн алла купӑс илеттӗм те кунӗпе ларма пултараттӑм, чун лӑпланиччен. Куçран куççуль тухатчӗ унӑн ячӗпе юрланӑ чух. Пӗрре вара анне тӗлӗке кӗчӗ те: «Коля, эс купӑс каласа юрланă «Ах, аннеçӗм, анне...» юрруна кунӗпе итлерӗм», – терӗ те вӑранса кайрӑм. Питӗ йывӑр пулчӗ маншӑн вӑл çул.

– Юррусене малтан хак паракан пур-и? 

– Юррӑмсене юлташсем, тӑвансем, ялти çынсем чăн малтан итлеççӗ. Эпӗ вӗт хама валли, чуна йӑпатмашкӑн тесе кăна юрлама шут тытнӑччӗ. Каярахпа ял-йыш та итлесе савӑнтӑр терӗм. Килӗштерекенни килӗштерет, итлекенни итлет,  чи кирли – чунтан юрлани.

–  Мӗнле йышăнаççӗ итлекенсем? 

– Эп купăс каласа юрланине килӗштереççӗ, чун ыйтнипе юрлатăп-çке. Çавнашкал пуçланчӗ, халӗ халӑха та килӗшет пек.

– Гитарăпа калама кам вӗрентрӗ?

– Гитарӑпа эпӗ салтакра чухне вӗрентӗм. Салтакран таврӑнсан та гитара нумай каланӑ, кайран  купӑспа вӗрентӗм те ӑна ытлашши тытсах кайман. Гитара та мана килӗшекен инструмент, вӑхӑтӗнче юлташсемпе пӗрле пуçтарӑнса тӗрлӗ юрӑсем юрлаттӑмӑр.

– Тен, тата ытти музыка инструменчӗпе калама вӗренес килет?

– Хальлӗхе гитара тата купӑс ман юратнӑ инструментсем.

–  Малашнехи плансем мӗнле?

– Малашнехи плансене хальлӗхе хам та пӗлместӗп. Халь ӗçлетӗп-ха, пушӑ вӑхӑтсенче купӑс каласа юрлатӑп. Ӗмӗтсем ман тата лайăхрах купăс каласси. Пӗчӗккӗн пулса пырать пек. Эп хам юрлама ытлашши пӗлсех каймастӑп пулин те, чун ыйтать. Вокал енӗпе пӗлӳ илме кӑмӑл пур, сасса уçмашкӑн малалла вӗренмелле. Тен, пурӑна-киле Шупашкар сцени çине те тухӑп (кулать). Питӗ юрлас, вӗренес килет.

– Мӗнле музыкăна кăмăллатăн, итлетӗн? Пилӗк юрă санăн, мӗн çинчен вӗсем?

– Чуна пыракан юрӑсем итлетӗп, пурнӑçпа çыхӑннисене. Ман юрӑсем хамӑн пурнӑçран илнисем тесен те юрать.

– Юрӑсем хӑв та çыратăн-и?

– Тӗпрен илсен, Юрий Кашкӑр çырса панисем, хам та пӗр юрӑ çыртӑм, хавхалану килчӗ те. Вӑл юрра та итлекен патне çитересшӗн. Хак парасса шанатӑп. Ӗç хыççӑн яланах уй-хире тухатӑп, май пулсан чуна йӑпатмашкӑн, тунсӑх чух кӑмӑла уçмашкӑн çӗнӗ юрӑсем вӗренме.

– Пӗрремӗш хут сцена çине тухсан мӗнле туйрӑн хӑвна, пӑлханнине епле ирттертӗн?

– Пӗррехинче хӑйсемпе пӗрле концерт лартмашкӑн ялти клуб заведующийӗ Алина Алексеева илсе кайрӗ. Пӗрремӗш хут сцена çине тухсан питӗ хумханнӑччӗ. Сан çине пӗтӗм халӑх куçран пӑхать. Эп пурпӗр çухалса каймарӑм, хама алăра тытрăм та лăпланса юрларӑм. Пӑлханни иртсе кайрӗ. Пурне те килӗшнӗ эп купӑспа каласа юрлани ун чух. Малтанласа йӑнӑшасси вăл пурин те пулать, çавӑнтан вӗренен, аталанан. Çулсем иртсен опыт та, ӑсталӑх та хушӑнать. Çӗннине шыратӑн, хӑнӑхса пыратӑн, шанчӑклӑрах тытатăн хӑвна.

– Кашни çын пурнăçра телейлӗ пулмалла. Эс телейлӗ çын-и?

– Телейлӗ эпӗ, мӗншӗн тесен ал- ура пур, куç курать, хӑлха илтет. 

Вӗрентсе ӑс-тӑн панăшăн вӗрентекенсене тав тăвас килет. Çаплах аттепе аннене пурнӑç панăшăн, ура çине тӑратнăшăн. Пурнӑçра пуçа усмалла мар, çавна пӗлетӗп. Çумра яланах пулӑшса пыракан, тӗрев паракан çын пулмалла тетӗп. Йывӑр чух эрех-сӑрапа, сиенлӗ йӑласемпе айкашмалла мар, хӑвӑнтан ытларах пӑрса ярса урӑх ӗç тумалла. Манӑн физрук Иван Петрович Сабаев пулнӑ, тав сӑмахӗ калатӑп ăна спортпа туслӑ пулма вӗрентнӗшӗн.

– Тавах калаçушӑн, вӑхӑт тупса хуравлама килӗшнӗшӗн.  Ăнăçу сунатăп сана, çӗнӗ юррусене малашне те итлесе савăнасчӗ-ха пирӗн.

– Тавтапуç!

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ калаçнă.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи.

Н.Сидоров архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши