Лондонра аван та, килте лайăхрах!
Пире, Хусантан Лондона вӗренес тата курса çӳрес меслетпе килнӗ 24 çынна, аэропортра пӗр хӗрарӑм ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, автобус патне ертсе кайрӗ. Пӗлнӗ-пӗлмен чӗлхепе мӗнле кӑна ыйту памарӑмӑр-ши?
Çӑра курӑк çинче выртатӑп. Тӳпере шурӑ пӗлӗтсем вӑраххӑн шӑваççӗ. Çавӑнта Турӑ пурӑнать, унӑн çемйи. Мӗн çиеççӗ-ши унта? Турӑ патак тытнӑ ӗнтӗ, вӑрӑм шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ паллах. Сухалӗ те, çӳçӗ те шурӑ, куçӗ кӑвак. Ман та вӗсемпе пӗрле пӗрре те пулин утса курасчӗ…
Сасартӑк тем тӗкнипе тӑна кӗтӗм. Мӑш-мӑш сывласа çӑвар тулли симӗс курӑка чӗлхипе çавӑрса çыртакан ӗнен сӑмси ман пуç вӗçӗнчех иккен. Епле тутлӑн çиет. Кирлӗ-и ӑна шурӑ пӗлӗт? Ӑçта-ши ун Турри? Пуç вӗçӗнчен малалла пӗр ӗнене те ирттермелле мар. Эп паян кӗтӳ ачи…
Ачалӑхри ырӑ асаилӳ кӑмӑла çӗклерӗ. Самолёт чӳречинчен шурӑ пӗлӗт таткисем çийӗн вӗçнине сӑнаса пыма питӗ юрататӑп. Турӑ та, çемйи те курӑнмарӗ. Шурӑ-шурӑ пӗлӗтсем – ачалӑхри ӗмӗтсем! Эп таврӑниччен чипер тӑрӑр!

Лондон çӗрӗ çинче
Лондон çийӗпе пирӗн самолёт хуллен аялалла ана пуçларӗ. Пире, Хусантан Лондона вӗренес тата курса çӳрес меслетпе килнӗ 24 çынна, аэропортра пӗр хӗрарӑм ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, автобус патне ертсе кайрӗ. Пӗлнӗ-пӗлмен чӗлхепе мӗнле кӑна ыйту памарӑмӑр-ши? Ӑçта? Хӑçан? Камсем? Мӗнле? Мӗншӗн? Унӑн вара пӗр хурав: «I don’t know». Ӑçтан пӗлтӗр ӗнтӗ аэропортра ӗçлекен çын, ӑна пире кӗтсе илсе автобус патне çитерме çеç ыйтнӑ.
Европӑра ӑшӑрах тесе хулӑн тумланман хамӑр (март уйăхӗн вӗçӗнче кайрăмăр. – Авт.). Çилӗ вара кунта та сивӗ иккен. Эпир пурпӗрех хӗвелтен сыхлакан хура куçлӑх тӑхӑнса сăн ӳкерӗнме пикентӗмӗр. Килтисене Лондон çӗрӗ çинче тӑнине часрах пӗлтерес килет-çке. Савӑнӑçа ниçта чиксе хума çук, хытӑ шавлатпӑр. Эпир Раççейрен килнине пӗлсен, акӑлчан майри те пирӗнпе пӗрле савӑнса: «Merry group», – терӗ.
Автобус çитрӗ. Чӳречерен çул çинче тӗл пулакан ялсене ӳкерме пуçларӑмӑр. Икӗ хутлӑ чул çуртсем пӗр-пӗрин çумне çыпӑçӑнса лараççӗ, хапха никамӑн та çук. Çурт умӗнче машина лармалӑх вырӑн анчах, унта та пулин хӑшӗ-пӗри чечек е роза йывӑçӗ ӳстерме вырӑн тупнӑ. Машинисен бакне бензин тултаракан аппарат чиксе хунине асӑрхасан шалт аптрарӑм. Мӗн, кашни кил умне бензин пӑрӑхӗ янӑ-им? Çук. Бензин колонкипе сыпӑнтарман, зарядкăна лартнӑ. Электричество вӑйӗпе ӗçлекен машинăсем иккен кунта. Илтме илтнӗччӗ те, куçпа курманччӗ вара хальччен. Çурчӗсем пурте пӗр евӗрлӗ – илемлӗ. Сӑнасарах пӑхсан кӗленче алӑкӗсен, аслӑ чӳречисен, чӳрече янаххисен тӗррисем расна пулнине куратӑн. Чул сарнӑ урам хушши икӗ машина иртсе каймалӑх тата çурт çумӗпе çуран çӳремелли тротуар сарлакӑш çеç. Таса. Тӑпра е хăйӑр тусанӗ çук. Юмахри пек. Выльӑхӗсене ӑçта усраççӗ-ши? Вӗсем валли çиме ӑçта хатӗрлеççӗ тата?
Уйсем пуçланчӗç. Уй варринче пӗр çурт, витесем, утӑ чӳкӗсем, кӑкарнӑ йытӑ, картара ӗне (хам çуралса ӳснӗ Куршанкӑ ялӗнчи хуçалӑхри пекех!) Фермер кил-çурчӗ иккен. Ав епле! Çӗр ӗçӗпе ӗçлекенсем сахал, вӗсем хӑйсен çӗрӗсен варрине çурт лартаççӗ.
Хваттере вырнаçрăмăр
Автобус чарӑнчӗ. Пурӑнтарма килӗшнӗ кил хуçисем темиçе çынна илсе кайрӗç. Вӗсен хушшинче шурӑ ӳтли те, хура ӳтли те пур. Ку пӗрремӗш пункт пулчӗ. Тепӗр пункта çитсен нумай вӑхӑт кӗтсе тӑмалла пулчӗ. Водитель шӳтлеме юратни вӑхӑта кӗскетрӗ. Çӗрри сулахай аллинче пулнипе (мӑшӑрлӑ, вӗсен çапла йышӑннӑ): «Мӑшӑру çук-им?» – тетпӗр.
– Арçын килтен тухсан – авланман, яланах хӑрах, – тет хайхи кула-кула.
Нумай кӗтме тиврӗ. Кама та пулин илме килеççӗ те алӑ çупса ӑсатса яратпӑр. Хамӑра ача çуртӗнче пурӑнакан, амăшне кӗтекен ача пек туйма пуçларӑмӑр…
Водитель пире çурт тепӗр енне илсе килсе лартнипе кӗтме килнӗ «аннесем» пире вӑрах вӑхӑт шыранӑ, вӗсем те питӗ пӑшӑрханнӑ иккен.
Кил хуçи пире пӳлӗмсене кӑтартрӗ. Çывӑрмалли пӳлӗмӗсем виççӗ, кашнин валли пӗрер апла. Çӳлти хутра икӗ пӳлӗм, унта та тӳлесе пурӑнакансем пур.
Эпир кунта çемйипех килтӗмӗр. Хӗрӗмсем – Катюшăпа Маргарита, хӑраххӑн тата ачисемсӗр килнӗскерсем – ачалӑха аса илес терӗç пуль, иккӗш пӗр пӳлӗм йышӑнчӗç. Аппӑшӗпе йӑмӑкӗн калаçмалли нумай ӗнтӗ. Катюша Маргарита çӳçне çивӗтленине курсан пӗр кана хытса тӑтӑм. Ача чух çаплаччӗ вӗсем. 30 урлӑ каçнӑ пулин те пӗр-пӗрне ача чухнехи пекех юратаççӗ. Ку маншӑн телей. Кӗçӗнни те пирӗнпе пӗрлех килнӗ. 24 çулхи Ананий, мӑн аслашшӗ ятне илнӗскер, аппӑшсенчен икӗ пуç чухлӗ çӳллӗрех пулсан та вӗсене аппа тесе чӗнни, пӗр-пӗринпе ӑçта пулсан та тӑван чăваш чӗлхипе калаçни тата та савӑнтарать мана. Ӑна урӑх хуçа патне вырнаçтарчӗç.
Ман пӳлӗм пӗчӗк те тӑпӑлкка: сӗтел, пукан, шкаф. Мӗн кирли йӑлтах пур. Шап-шурӑ вырӑн çинчи утиялне вафли пусмаран çӗлесе тунӑ шурӑ пит тӑхӑнтартнӑ. Хулӑн пулсан та пит çӑмӑл. Анчах выртса канма вӑхӑт çук. Анели, ку пирӗн пӗр эрнелӗх «анне» ӗнтӗ, пире часах кухньӑна илсе кайрӗ.
Икӗ чӳречеллӗ пысӑк пӳлӗм. Пӗçермелли, апат упрамалли вырӑнӗ те кунтах. Ӗçме-çиме кӑна мар, туй халӑхӗ ташлама пултарать ку пӳлӗмре. Сулахай кӗтессинчи алӑк туалетпа çӑвӑнмалли пӳлӗмсене илсе каять. Ун çумӗнчи кӗленче алӑк пахчана илсе тухать. Пахчинче пӗр пӗчӗк çурт анчах ларать, унта кил хуçи мӑшăрӗпе пурӑнать иккен.
Кухня варринче сарлака та вӑрӑм сӗтел. Сӗтел варрине газ плити вырнаçтарнӑ. Анели пире вӗри чей ярса пачӗ, газ комфоркисене çутрӗ. Эпир шӑннине сисрӗ ӗнтӗ. Пӳлӗмӗнче ӑшӑ мар, кил хуçи пирӗн пек çӳхе халат вӗççӗн мар, хулӑн, ӑшӑ тытакан кофта тӑхӑннӑ, анчах çара ура çийӗн уçӑ тапӑчкипе хӑй. Урамра та çынсем епле тӑхӑнни тӗлӗнтерчӗ пире: шарф, куртка, шорты, урисем çара, кроссовки е шӑрӑхра тӑхӑнмалли пушмак.

Анели – кăмăллă кил хуçи
Чей ӗçнӗ хушӑра кил хуçи хӗрарăмӗпе паллашрӑмӑр. Пӗр-пӗрин кӑмӑлне кайрӑмӑр пулмалла. Каярах вӑл чӗри суранӗ çинчен, сипленмелле мар аманни çинчен те каласа пачӗ.
Анели Пакистан çӗршывӗнчен иккен, çавӑнпа та унӑн ӳчӗ пирӗннинчен самай хӑмӑртарах, упӑшки вара шурӑ ӳтлӗ итальянец. 15 çул хушши мӑшӑрӗпе туслӑ пурӑннӑ вӗсем. Виçӗ ывӑл. Хуп-хура кӑтра çӳçлӗскерсем, хӗвел çинче пиçнӗ евӗрлӗ тӗксӗм ӳтлӗ çуралнӑ. 50 çул тултарсан упӑшки, вӗри юнлӑ итальянец, тепӗр хӗрарӑма юратса пӑрахни çинчен пӗлтернӗ. Анели çак хыпара паян кунччен те тарӑхса аса илет. «Халӗ чун та сивӗннӗ, кӗлетке те текех ун патне туртӑнмасть», – тесе вӗçлерӗ сӑмахне кил хуçи.
Çак икӗ хутлӑ çурчӗшӗн 20 çул хушши кредит тӳлесе тӑраççӗ вӗсем, тата 15 çул тӳлемелле-ха. Пирӗн укçа çине куçарсан 80 милллион тенкӗ тӑрать. Хусанта эпӗ кунран темиçе хут чаплӑ çурта урок ирттерме çӳреттӗмччӗ. Вӗренекенӗн амӑшӗ çуртне 40 миллион тенкӗ хак парса сутма тӑратни çинчен пӗлтернӗччӗ мана.
Анели кредит тӳлеме çӑмӑл марри çинчен пӗлтерчӗ, çавӑнпа та вӑл пурӑнма яракансене пӑхнисӗр пуçне эрнере 4 кун супермаркетра сутуçӑ пулса ӗçлет. Иккӗн тӳлесен йывӑр мар тет тата. Анчах та мӑшӑрӗ, çӗнӗ юрату тупнӑ хыççӑн, тӳлеме пӑрахнӑ, тухса та каймасть хӑй. Çӗнӗ юратупа çӗнӗ йӑва çавӑрма хал çитереймен курӑнать. Пур та, çук та. Ачисем çитӗннӗ, вӗсем укçа паччăр тесе тӳрре тухма тӑрӑшать имӗш…
Çемьери килӗшӳ те, хисеп те, ватӑлсан «шуйттан аташтарни» те пур халӑхра та пӗр евӗрлӗ апла. Эпир яланах аякра телейлӗрех пурӑнаççӗ тесе шутлатпӑр. Телей тени вара çумра, хамӑрпа пӗрле.
Çамрӑк чух кипкери ачана йӑтса Ульяновск хулинче пурӑнакан тӑвансем патне хӗл варринче кайни аса килчӗ. Ун чух памперс çук та, ачан кипкине улӑштармалла тесе Виçпӳрт ялне çитсен пӗр çынсем патне чарӑнтӑмӑр. Ватӑ карчӑкпа старик пурӑнаççӗ. Пӗр-пӗринпе епле ӑшшӑн калаçаççӗ тата. «Пирӗн те ватӑлсан çапла пуласчӗ», – терӗм ун чухне мӑшӑрӑма…
Сӑмах таçта та çитерет. Украинӑри вӑрçӑ вӗсене те хытӑ пӑшӑрхантарать. Çамрӑксем вӑхӑтсӑр çӗре кӗни кама савӑнтартӑр? «Раççей – пуян çӗршыв. Путин питӗ çирӗп те вӑйлӑ пуçлӑх, авма май çук, çавӑнпа вӑрçӑ пырать, – тет Анели. – Кунта халӑха вырӑссене хирӗç тӑратассишӗн хытӑ тӑрӑшаççӗ, нумай çӗрте Англи ялавӗпе юнашар Украина ялавӗ вӗлкӗшнине курма пулать. Политика. Эпир ахаль çынсем, пирӗн ним уйӑрмалли те çук».
Çӗрле кӑна апатланасси çинчен пӗлтертӗмӗр те такси чӗнтертӗмӗр.

Кофе хакӗ кунти пекех, апачӗ çăвара çунтараканни
Ушкӑнри кашни çын оффлайн карттă телефон çине малтанах хатӗрлесе хунӑ. Ӑçта пуçтарӑнасси пирки калаçса татӑлнӑ. Такси çине лартӑмӑр та вӗçтертӗмӗр. Карттă çитес çӗре çитме 40 минут кирлине палӑртрӗ.
Хула урамӗсем те тӑвӑр иккен. Хытӑ кайма çук, пӗр-пӗринчен иртмелли вырӑнсем те çук кунта. Ӑçта пӑхсан та илемлӗ керменсем. Машина маччи уçӑ мар-ши тесе пуçа каçӑртрӑм, шел. Кӗленче маччи çине юмахри керменсем ӳкерсе хунӑ – мозаика. Водитель пире ятарласа хитре урамсемпе илсе çӳренӗн туйӑнчӗ. Хусан таксисчӗ пекех хӑй çинчен те, хула çинчен те тем те каласа пачӗ. Эпӗ çуртсем çине пӑхма юратнине пӗлтерсен: «You ask – you get, you don’t ask – you don’t get» (ыйтатӑн – илетӗн, ыйтмастӑн – илейместӗн)», – терӗ те мана чӳречерен мар, маччаран пӑхмаллине пӗлтерчӗ. Шалт тӗлӗнтӗм. Ара, маччи мозаика мар, витӗр курӑнакан кӗленче иккен!
Çитрӗмӗр. Уçӑлса çӳремелли лаптӑксем аслӑ, тумсӑр тӑракан çын кӗлеткисен палӑкӗсем фонтан тавра тем чуль. Çын кӗлеткинчен илемли мӗн пултӑр тенӗнех туйӑнчӗ.
Вӗренме чӗнтернӗ шкул ертӳçине кӗтсе кафене кӗрсе лартӑмӑр. Çутӑ кӑвак курткӑпа Ананий кӗрсе тӑчӗ. «Амӑшӗ» ӑна çӗнӗ куртка илсе укçа ан тӑкаклатăр тесе хӑйӗн ывӑлӗн курткине тӑхӑнтартса янӑ иккен. Эрнипех унӑн курткипе усӑ курчӗ вара ывăлăм.
Кофе илме черете тӑтӑмӑр. Хакӗ пирӗн патри пекех. Хусанта Бауман урамне уçӑлма кайсан пӗрре те кофе илсе ӗçместӗп, маншӑн хаклӑ. Лондонра ӗçсе курасах пулать ӗнтӗ! Сутакансем вара пирӗнпе питӗ тарават пулчӗç.
Часах пире шкула илсе кайрӗç, транспортпа тӳлевсӗр çӳремелли карттă туса панишӗн савӑнтӑмӑр. Такси те, метро та, автобус та пӗр хак тухать кунта. Ирхине 9 сехетрен пуçласа 13 сехетчен акӑлчан чӗлхине вӗренмелли, 17 сехетчен Лондонпа паллашмалли тӗрлӗ экскурсисем, ытти вӑхӑта хамӑр тӗллӗн усӑ курма пултарасси çинчен пӗлтернӗ хыççӑн салантӑмӑр.
Анели пирӗн валли тутлӑ та пӑхма хитре апат пӗçерсе хунӑ. Тӑрӑшса çиме пуçларӑмӑр, çӑвара çунтарать кӑна. Эпир çинине тимлӗн сӑнаса тӑни паллӑ-ха ӗнтӗ. Кил хуçине кӳрентерес мар тесе çиетпӗр, анчах тӑрӑшни кӑлӑхах. Мӗншӗн суймалла-ха? Ӑçтан пӗлтӗр Пакистан хӗрарăмӗ чӑваш çыннисем çӑвар çунтаракан апат çименнине? Чӑтаймарӑм:
– Анели, тав, чӑн та питӗ тутлӑ, анчах тепрехинче специсемсӗр пӗçерме пултаратӑр-и? – тетӗп.
– О! Çуррине анчах ятӑм, пӗрех çунтарать-им? Пирӗншӗн ку тутӑсӑр апат, – тет кула-кула.
Ытти кунсенче чӑн та специсемсӗр, пире валли расна пӗçерме пуçларӗ, эпир апата юратса çининчен тӗлӗнетчӗ.
Катюша кучченеç хутаççине Мускаври паллă кондитер фабрикисем кăларакан конфетсем чикнине пӗлсен Анели хаваспах йышӑнчӗ.
Эрне пит хӑвӑрт иртсе кайрӗ. Уйрӑлнӑ чух пире асӑнмалӑх парнесем пачӗ вӑл. Чи хаклӑ парне – пӗр-пӗринпе ӑшшӑн уйрӑлни: эпӗ ыталанмасӑр уйрӑлаймарӑм. Пӗр-пӗрне пӗрле пурӑннишӗн тав турӑмӑр.

Вӗренӳ керменӗсене улăштармасăр юсаççӗ
Вӗренме йывӑр пулмарӗ. Малтанах тест ирттерсе 4 ушкӑна пайланӑ пире. Класра Франци, Бразили, Турци çыннисем пирӗнпе пӗрле вӗренчӗç. Ирӗксӗрех акӑлчанла калаçма тивет. Учитель ятарласа тӗрлӗ чӗлхепе калаçакансене пӗр-пӗринпе калаçмалли майсем туса парать. Хӑй вара икшерӗн калаçакан студентсене итлесе çӳрет, кирлӗ пулсан пулӑшать.
Хура ӳтлӗ çынсем мана питӗ хӑрушă пек туйӑнатчӗç. Ман умра Франци хӗрӗ тӑрать. Хуп-хура ӳтлӗ, хулпуççи таран вӗтӗ кӑтра çӳçне тутӑрпа çавӑрса çыхнӑ, тӗттӗм хӑмӑр куçӗсем пысӑк, куç харшисем икӗ çунат евӗр, сӑмси тӳрӗ, тутисене касса кӑларнӑ тейӗн, уçӑ та çӑмӑл духи шӑрши çинçе кӗлеткине тата та илем кӳрет. Паллашнӑ хыççӑн ыталамасӑр чӑтаймарӑм, вӑл та йӑл кулса мана ыталаса саламларӗ.
17.00 сехетре кашни çурт алӑкӗ умӗнче çӳп-çап миххисем ларнине курма пулать, эппин ӗç кунӗ вӗçленнӗ. Часах михӗсене тиесе кайӗç.
Урасем ыратакан пуличчен утса çӳреттӗмӗр хулара. Темза тӑрӑх кимӗпе те ярӑнтӑмӑр, «Лондон куçӗ» кустӑрма çинче те пултӑмӑр, тӗрлӗ музейсене те кайса куртӑмӑр, Кэмбридж хулине те илсе кайса кӑтартрӗç.
Кэмбридж – Кэм çинчи кӗпер тени пулать. Кунта ытларах вӗренӳ керменӗсем. Кашни шкулӑн хӑйӗн парк: симӗс курӑк лаптӑкӗсем çинче чечек клумбисем, стена çумне çыпӑçӑнса ӳсекен ешӗл йывӑçсем, тӑрӑ кӳлӗре вылякан пулӑсем, ирӗккӗн чупса çӳрекен пакшасем, тӗрлӗ кӗвӗ кӑларакан йывӑç вуллисем хушшине пытаннӑ кайӑксем. Вӗренӳ çурчӗсене те кӗрсе куртӑмӑр. Асамлӑ. Авалхи çуртсем. Кирлӗ çӗрте юсасах тӑнине асӑрхарӑм. Пӗр улӑштармасӑр юсаççӗ. Кашни картлашкине ӗлӗкхи пек хӑвараççӗ. Мӑнаçлӑ йывӑç алӑксем çинче касса кӑларнӑ эрешсем тем чуль. Пӳлӗмӗн икӗ стени çумӗпе тӑршшӗпех паха йывӑçран ӑсталанӑ тӑвӑр, вырӑнтан куçман сӗтел речӗсем, çемçе пукансем. Ура пусмалли вырӑн çумне ӑшӑтмалли çӳхе тимӗр кӑмакасем вырнаçтарнӑ. Сӗтел çине тетрадьпе ручкӑсӑр пуçне ним те хураймӑн. Студентсен каникул, вӗсем килӗсене саланнӑ, çавна пула çеç кӗрсе курма ирӗк пачӗç. Кунта вӗренме чи хакли çулталӑка пирӗн укçапа 3 миллион тенкӗ тӑрать. Студентсем çакӑнтах пурӑнаççӗ. Вӗсем пурӑнакан пӳлӗмӗсене урамран çеç куртӑмӑр, шала кӗртмеççӗ ӗнтӗ, ку паллӑ.
Кӗпеллӗ арçын
Лондонра та парксем питӗ аслӑ. Симӗс курӑк ытларах вырӑн йышӑнать. Каснине пӑхӑнса ӳсме пӗлекен йывӑçсенчен тӗрлӗ-тӗрлӗ симӗс картасем, кӗлеткесем ӑсталанӑ. Тата нарцисс, тюльпан чечекӗсен тӗрлӗ сортне курса килентӗмӗр.
Унтан тӑрӑх сак çине тӑсӑлса выртнӑ çынна куртӑмӑр. Ку симӗс курӑкран та кӑсӑклӑрах пулчӗ. Аякран кӑна сӑнарӑмӑр пулин те. Причёски мӗне тӑрать! Икӗ енчен çуласа çыпӑçтарнӑ çӳçне пуç варрипе çӳлелле тӑратса тухнӑ, чӗрӗп пек. Кӗмӗл хӑлха çакки, сӑран куртка, джинс шорты, чаплӑ кроссовки – кам ӑна бомж тетӗр?! Пӗр-пӗр шоумен тесен те ӗненме пулать. Сак айӗнче пакетсемпе вӗри апат пӑсланса ларать, ӑна иртен-çӳрен лартса хӑварать ӗнтӗ. Юнашар ларса фото ӳкес текенсем те пурччӗ те – канма чӑрмантарар мар терӗмӗр.
Тепӗр тӗлпулу ытла та кулӑшла пулчӗ. 14 çулхи Данияр каçченех пирӗнпе пӗрле утма ӳркенмест, анчах «килне» пӗччен таврӑнма шикленет. Чарӑну патне утатпӑр хайхи. Пире хирӗç партавай кӗпепе пӗр майра утать, партавай балеткипе, хура сумкине хулпуççи урлӑ хыçалалла уртса янӑ. Кӗпи çинçе пилӗкне таçтанах палӑртать, арки çил çинче выляса пырать. Çывхарнӑçемӗн утти чармакланса пынине асӑрхарӑмӑр. Уксах-ши? Арçыннăн хулăн сасси илтӗннипе ун-кун пӑхкалатпӑр, урӑх çын çук çывăхра. Майрапа танлашрӑмӑр та... Ак мыскара! Эпир майра текен çын – арçын! Такама вăрçать хăй.
– Ку тата мӗн, тумтирне арпаштарнӑ-им? – тет Катерина.
– Арӑмӗн кӗпине тӑхӑннӑ ӗнтӗ, – тетӗп.
– Ма?!
– Çуса паман, çавӑнпа! Асту, кӗрӗвӗн япалисене çусах тӑр, амӑш патне сан кӗпӳпе ан кайтӑр!
Аса илсен кулнипе куççуль юхать иçмасса. Хӗрарӑм шӑлаварпа çӳренине тахçанах хӑнӑхнӑ эпир, арçын кӗпе тӑхӑннине вара тиркетпӗр...
Чӗрӗ спектакль
Икӗ хутлӑ автобус çитсе чарӑнчӗ. Кая юласран хӑраса варринчи алӑкран кӗрес терӗмӗр. Ара, ыттисем малти алӑк патне пычӗç те эпир, ӑслисем, черетсӗр кӗресшӗн. Данияр хыççӑн пусма çине хӑпарма урана пусрӑм çеç, автобус алӑкӗсем икӗ енчен хупӑнма пуçларӗç. Урана каялла антарас вырӑнне йӑпӑр-япӑр хӑпарса кайрӑм та икӗ алӑпа автобус алӑкӗсене тӗревлесе хутӑм. Ман хыçра Катюша, умра Данияр. Пӗрне пӗччен яраймастӑп, тепӗрне пӗччен хӑвараймастӑп.
– Анне, ан! Кунтан кӗмелле мар, – тет Катерина.
– Атя, часрах! Хул айӗнчен кӗрсе кай! Ан хӑра, хытӑ тытса тӑратӑп алӑксене, – хуравлатӑп эп васкаса...
Алӑксем каялла уçӑлчӗç те чиперех кӗрсе вырнаçрӑмӑр. Салонри çынсем кулма мар, эпӗ аманман-ши тесе пӑшӑрханса пӑхаççӗ. Водитель патӗнчен тӳрех тӳлесе кӗреççӗ иккен. Тӳлеме тӑтӑм та пӗри мана:
– Эсир хыçалти алӑкран кӗтӗр, тӳлемесен те пултаратӑр, – тет хайхи кула-кула.
Ку мыскара кӑна мар, Лондон çыннисемшӗн чӗрӗ спектакль пулчӗ.

Килти апатшăн тунсăхларăмăр
Каялла метропа таврӑнатпӑр. Хусанта вагонсем сарлака та çӳллӗ, кунта ытла тӑвӑр та лутра. Хамӑрӑн яланах чаплӑрах туйӑнать. Метрора хамӑр хушӑра вырӑсла та, чӑвашла та калаçатпӑр, никама та интереслентермерӗ пулмалла. Лондонра тем тӗрлӗ чӗлхепе калаçакан та пур. Калӑн, пӗтӗм çӗр чӑмӑрӗ çинчен пуçтарăннӑ. Ыйтса пӗлмелли пулсан хаваспах пулӑшма хатӗр. Хусан çамрӑкӗсем пекех, пӗлместӗп тесе алӑ сулмаççӗ, часах телефон çинче карттă уçаççӗ те мӗнле каймаллине тӗплӗн ӑнлантараççӗ.
Пӗр шиксӗр çӳрерӗмӗр, темле апат та çисе пӑхрӑмӑр, анчах та килти апатран тутлӑраххине тупаймарӑмӑр.
Аэропорта çитсенех пирӗн ушкӑнри тутар хӗрӗ амӑшне эчпочмак, элеш, бэлеш, кыстыбый пӗçерме ыйтса шӑнкӑравларӗ. Вырӑс хӗрне борщ кирлӗ. Эпӗ те çитсессӗнех купӑста яшки çакса яма ӗмӗтленетӗп.
Шурӑ-шурӑ пӗлӗтсем! Лондон пӗлӗчӗсем, чипер тӑрӑр! Мана Хусан пӗлӗчӗсем кӗтеççӗ!
Ирина БОЛЬШАКОВА.
Хусан.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев