Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çырчалли (Набережные Челны)

Пирӗн пукане – Настя Жукова!

Çырчалли хулинче пурăнакан халăхсен хӗрачисен «Наци пукани» пултарулăх конкурсӗ çиччӗмӗш çул иртет. Сăмах май, ку проект кăçал апрель уйăхӗн вӗçӗнче «Наш дом Татарстан» форумра пӗрремӗш вырăн йышăннă. Конкурсăн тӗп титулӗшӗн хальхинче 16 хӗрпӗрчи тупăшать. Вӗсем тăван чӗлхене, культурăна мӗнле пӗлнине кăтартӗç. Чăвашсенчен наци чысне 11 çулти Анастасия Жукова хӳтӗлет. Настя...

Çырчалли хулинче пурăнакан халăхсен хӗрачисен «Наци пукани» пултарулăх конкурсӗ çиччӗмӗш çул иртет. Сăмах май, ку проект кăçал апрель уйăхӗн вӗçӗнче «Наш дом Татарстан» форумра пӗрремӗш вырăн йышăннă. Конкурсăн тӗп титулӗшӗн хальхинче 16 хӗрпӗрчи тупăшать. Вӗсем тăван чӗлхене, культурăна мӗнле пӗлнине кăтартӗç. Чăвашсенчен наци чысне 11 çулти Анастасия Жукова хӳтӗлет. Настя питӗ маттур хӗрача, хулари чăвашсен «Чӗкеç» халăх ансамблӗ çумӗнчи ачасен «Пукане» ансамбльне çӳрет.

«Чӗкеç» ансамбль ертӳçи Елена Кондюкова пӗлтернӗ тăрăх, Настя конкурса чăвашла-вырăсла визитка хатӗрлет, çаплах чăваш ташшине ташлать тата «Икӗ автан» юрă юрлать. Виççӗмӗш конкурсра ăна «Пукане» ансамбль те пулăшать.

Финал майăн 20-мӗшӗнче Çырчаллинчи «Çăлкуç» Туслăх Çуртӗнче иртет. Хальхи вăхăтра «Челнинские известия» хаçатра конкурсантсемшӗн сасăлав пырать. Хисеплӗ туссем, эпир сире чăваш хӗрпӗрчишӗн Настя Жуковашăн çак хаçатăн сайтӗнче (http://chelny-izvest.ru/) сасăлама ыйтатпăр.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев