Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Общество

Чăваш Уявӗ - чун илемӗ

Нурлатри Уявăн копийӗ теме юрать-ши Пушкăртстанри праçнике?

Пушкăртстан Республикинчи чăвашсем те Аслă Уявсем ирттерме тытăнчӗç. Пӗлтӗрхи пуху репетици евӗр пулчӗ пулсан, кăçал Авăркас районӗнчи Юламан ялӗнчи республикăри II чăваш халăх культурин «Уяв» ятлă фестивальне Пушкăртстанри 30 чăваш фольклор коллективӗ пухăннă. Йышпа ку кăçал Тутарстанри Нурлатри Уява хутшăннă ушкăнсенчен те нумайрах. Çитменнине Чăваш Республикинчен икӗ коллектив хутшăннă Пушкăртстанри «Уява».  
Çак праçнике Çтерлӗри чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Федор Кузьмин тата унăн юлташӗсем пуçарса янă. Çак шухăша Авăркасри чăваш центрӗ ырласа тӗрев панă. Уява ирттерме Пушкăртстанри Культура министрестви, ПР Туслăх çурчӗ, Авăркас районӗн администрацийӗ  пулăшаççӗ. Çавăнпа вăл илемлӗ те чаплă пулнă-тăр та. Чăвашсем кӗрешсе те вăй виçнӗ, купăс каласа та ăмăртнă, юрлакансен хушшинче те конкурссем пулнă. Юлашкинчен этнодискотекăра чăваш ташши ташласа саланнă «Уяв» хăнисем. 
Çитес уява Пушкăртстан чăвашӗсем 2020 çулта тăвасшăн. (Светлана Матвеева тата Игорь Петров сăнӳкерчӗкӗсем)

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России чуваши