Пыл хурчӗ мӗншӗн тарать?
Таракана тытма йывăр
Кашни çулах чылай утартан вӗлле хурчӗсем тарни пулкалать. Çакă тӗрлӗрен сăлтавпа пулса иртет. Утарçăсем вӗсене тытасшăн хăшкăлаççӗ вара. Çав вăхăтра тимлӗхе çывăхри йывăç туратти çине тухса ларнă рой çине мар, вӗллене еплерех тытни çине уйăрсан та юрӗччӗ.
ШĂРШĂ.Тӗлӗнмелле те, анчах çакăн сăлтавӗсенчен пӗри вăл, çамрăк утарçăсем вӗллене рой ярас умӗн питӗ тӗплӗн çуса тасатнинче. Дезинфекци тунă хыççăн вӗллере хуртсене кăмăла кайман шăршă юлма пултарать. Тата хăшӗсем хвел айӗнче ларса тӗсне çухатнă вӗллесене сăрлаççӗ.
КАРАС. Час часах утарçăсем ройне пӗр районра илеççӗ, вырнаçтарма вара пыл чечекӗсӗр вырăна вырнаçтараççӗ. Çӗнӗ роя ӗçлеттерес тесе вӗллене туллиех карас хурса параççӗ. Ун пек тума юрамасть, çитменнине роя çуллан иккӗмӗш çурринче янă пулсан. Хуртсем пурăнасшăн, çавăнпа тараççӗ те. Çакă ан пултăр тесен, вӗсене карасне питӗ сахал хурса памалла. Хăшӗсем матки çăмарта тăвиччен сироппа та апатлантараççӗ.
ШĂРĂХ. Вӗллене хӗвел ăшшинчен хӳтӗлекен сулхăн çук пулсан, хуртсем унта нумай тăмӗç. Вӗлле тăрри тимӗртен, маччипе минтерӗсем çук вӗри вӗллене хуртсене ярсан, вӗсем унтан, тепӗр кун та хӗвеллӗ пулчӗ-тӗк, тухса тараççӗ.
ТАСАЛĂХ. Пӗтӗм чӗрӗ чун пурăнасшăн. Вӗлле хурчӗсем те хăйсен пурнăçӗшӗн кӗрешеççӗ. Вӗсемшӗн лайăх пурнăç условийӗсемтуса парсан, пыл пухакансем сире нихăçан та кӳрентермӗç. Вӗллесене варроатозран, сăвăссенчен тастаса тăрсан, кивӗ сотысем хурса памасан, çемьесем çу хута аванах ӗçлеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев