Çӗпрелӗнче Владимир Нагорнов куравӗ уçăлать
Апрелӗн 21-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Ачасен искусство шкулӗнче паллă скульпторпа Владимир Нагорновпа тӗлпулу иртет. Мероприяти 16:00 сехетре пуçланать. Аса илтеретпӗр, Владимир Порфирьевич Нагорнов паллă скульптор. Унăн ӗçӗсене пӗтӗм чăваш çынни пӗлет тесе шутлатпăр. В. Нагорнов Ульяновск облаçӗнче Чăнлă районӗнчи Пухтел ялӗнче 1956 çулта çуралнă. Ачаранах живопись тата скульптура енне туртăннă. Çитӗнсен...
Апрелӗн 21-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Ачасен искусство шкулӗнче паллă скульпторпа Владимир Нагорновпа тӗлпулу иртет. Мероприяти 16:00 сехетре пуçланать.
Аса илтеретпӗр, Владимир Порфирьевич Нагорнов паллă скульптор. Унăн ӗçӗсене пӗтӗм чăваш çынни пӗлет тесе шутлатпăр. В. Нагорнов Ульяновск облаçӗнче Чăнлă районӗнчи Пухтел ялӗнче 1956 çулта çуралнă. Ачаранах живопись тата скульптура енне туртăннă. Çитӗнсен вара çак енпех пӗлӳ илнӗ.
Вăл тӗрлӗ монументаллă тата контактлă скульптурсен, партретсен авторӗ. Унăн ӗçӗсем ытларах Шупашкар хулипе çыхăннă. Тӗслӗхрен, Чăваш Енӗн тӗп хулинчи «Анне-пирӗшти палăкне» (Монумент матери) пӗтӗм чăваш çынсем пӗлеççӗ. Ăна 2003 çулхи майăн 9-мӗшӗнче уçнă. Халӗ палăк Чăваш Енӗн символӗ пулса тăни те паллă. Владимир Нагорнов Тутарстанри 4 палăк авторӗ: Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинчи И.Яковлев бюсчӗ, Аксури Н.Шелепи бюсчӗ, Çӗпрелӗнчи П.Дементьев бюсчӗ, Çӗпрелӗнчи «Анне» палăкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев