Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Дементьева халалланă уяв

Икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕ, генерал-полковник, СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ пулнă Петр Васильевич Дементьев Тутарстанра çуралнă чи паллă чăвашсенчен пĕри. Вăл çуралнăранпа 110 çул çитнӗ ятпа май уйăхӗн 11-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнче уяв мероприятийĕсем иртеççĕ. Унта ТР Президенчĕ Р.Н.Минниханов та хутшăнма палăртнă. 10.20 сехетре Çĕнĕ Упире П.В.Дементьев ячӗллӗ музей уçăлать. Малалла...

Икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕ, генерал-полковник, СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ пулнă Петр Васильевич Дементьев Тутарстанра çуралнă чи паллă чăвашсенчен пĕри. Вăл çуралнăранпа 110 çул çитнӗ ятпа май уйăхӗн 11-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнче уяв мероприятийĕсем иртеççĕ. Унта ТР Президенчĕ Р.Н.Минниханов та хутшăнма палăртнă.

10.20 сехетре Çĕнĕ Упире П.В.Дементьев ячӗллӗ музей уçăлать. Малалла уявăн программи çакнашкал:

10.50-13.00 Çӗнӗ Упи ялӗнчи Культура çурчӗ çумӗнчи илемлĕ пултарулăх фестивалӗ «Венок Дружбы» пулать;

11.00-11.30 сехетре А.Н.Туполев ячĕллĕ КНИТУ-КАИ йĕркеленĕ Ачасен пултарулăх çуртӗнче авиамоделистсен выступленийӗ;

11.30-12.30 сехетре парашютистсен выступленийӗ;

11.10-11.30 сехетре Алешкин Саплăк ялӗнчи П.В.Дементьев çуралнă çурт тĕлне кайса курни;

13.00-13.15 сехетре Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи П.В. Дементьев ячӗллӗ çар техникин парк-музейĕпе паллашни;

14:00-15.30 сехетре Дементьев çуралнăранпа 110 çул çитнӗ ятпа Кивĕ Çĕпрелĕнчи Культура çуртӗнче савăнăçлă лару;

17.00 сехетре уяв концерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев