Анатолий Самаренкина РФ Ял хуçалăх министерствин ылтăн медальне панă
Июнь пуçламăшӗнче «Сувар» хаçатăн Попечителӗсен канашӗн членӗ Анатолий Константинович Самаренкин Мускавран ылтăн медаль илсе таврăнчӗ. Нумай çул тухăçлă ӗçлесе агропромышленность производствинче çитӗнӳсем тунăшăн, пысăк обществолла ӗç илсе пынăшăн «КамАЗ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорӗн канашçине Анатолий Константинович Самаренкина Раççей ял хуçалăх министерстви ведомствон «За вклад в развитие агропромышленного комплекса России»...
Июнь пуçламăшӗнче «Сувар» хаçатăн Попечителӗсен канашӗн членӗ Анатолий Константинович Самаренкин Мускавран ылтăн медаль илсе таврăнчӗ. Нумай çул тухăçлă ӗçлесе агропромышленность производствинче çитӗнӳсем тунăшăн, пысăк обществолла ӗç илсе пынăшăн «КамАЗ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорӗн канашçине Анатолий Константинович Самаренкина Раççей ял хуçалăх министерстви ведомствон «За вклад в развитие агропромышленного комплекса России» ылтăн медалӗпе наградăланă.
Республикăри мелеораци министрӗнче ӗçленӗ чухне те, ытти çӗрте вăй хунă вăхăтра та Анатолий Константинович Тутарстанри чăваш обществи аталантăр тесе нумай тăрăшрӗ, халӗ те тăрăшать. Пысăк опытлă ертӳçӗ пулнă май, нумай пулмасть кăна-ха вăл Шупашкарти ЧНК Мăн Канашӗн ларăвне хутшăнса кирлӗ сӗнӳсем пачӗ. Самаренкина тимлеççӗ, итлеççӗ, хисеплеççӗ. Тăван ен аталантăр тесе нумай тăрăшать ырма-канма пӗлменскер. Çав шутра агропромышленность комплексӗнче те. Кăçал çулла Кивӗ Мăкшелӗнче çӗнӗ производство хута кайрӗ - кăмпа ӳстерекен цех. Тахçанах пушă ларакан кивӗ фермăна юсаса ӗçе кӗртсе А.К.Самаренкин пулăшнипе мăкшелсем хальхи вăхăтра вешенка кăмпине ӳстереççӗ. Производствона промышленность масштабӗсене çитерме тӗллевсем пур. Çавăнпа хăйсен ентешне Аксу районӗнчи чăвашсем юратаççӗ те. Кашни çулах вăл унти Уявсен кӗтнӗ хăни, пулăшаканӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев