Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

51-12 чуи

Пирӗн ачалăхра пурччӗ пӗр савăнăç. Пӗчӗк тесе каламăттăм ăна. 1980 çулта Пӳркелӗнче пӗр «КамАЗ» пулнă-ши çук-ши? Ытларах ГАЗ-53 тата ЗиЛ машинăсемччӗ колхозра. Ял çумӗпе е урампа курпунлă утсем иртсе кайсан – арçын ачасем мăйӗ пăрăлса тухиччен пăхаççӗ вăл мӗнлерех тусан тустарнине. Çӳллӗ, мăнаçлă, хамăрăн!

Вут тӗслӗ кабинăллă «КамАЗпа» пирӗн Мишшук кукка ӗçлетчӗ. Вăл Çӗнӗ Шупашкарта пурăнатчӗ. Авланман. Çавăнпа та яла час-часах килсе каятчӗ. Унăн номерӗ 51-12 ЧУИ. Вăл малтан е икӗ сыпăкри Андрейсем патне чарăнать е пирӗн пата. Кил умне пырса чарăнсан автан-чăхăсем сиксе каймалла хыттăн пиплеттерет «фанг!» тутарса. Сывлăшлă сигнал сассине илтсен – ана вӗçӗнче пулсан та – чупатпăр хапха умне: кам маларах ӗлкӗрет. Мишшук кукка килнӗ вӗт! Мӗнпе танлаштарма пулать-ши çак савăнăçа? Андриян Николаев космосран вӗçсе таврăннипе тӗр.

Аннен шăллӗ яла килни пирӗншӗн самай пысăк савăнăçчӗ: эсӗ водитель вырăнне ларса руль çавăркалама пултаратăн, сан слюдаран кӗлчечек касса кăларнă скоростьсен рычагне тытса пăхма юрать, медицина системинчен çитлесе тунă шуйттана хӳринчен сӗтӗрме пултаратăн. Çапах чи пӗлтерӗшли – сана «КамАЗ» ăшӗнче лартса çӳреççӗ. Пыратăн патша пек кабинăра саркаланса. Ытти ачасем сан çине ăмсануллăн пăхаççӗ, сăмахутпа иртекенсем чарăна-чарăна «кам-ши ку?» тесе тинкереççӗ. А унта эсӗ ларатăн! Урăх урамра та, ялта та «КамАЗ» никамсем патне те килмест вӗт. Пирӗн пата кăна! Садике çӳрекен арçыначашăн мухтанмалли сăлтавччӗ ӗнтӗ.

Çӗнӗ Шупашкар та ун чухне пирӗншӗн Лас-Вегас пекехчӗ. Унта Чӗмпӗрти пек кивӗ çуртсем çук, урамӗсем сарлака. ГЭС пур, апачӗсем мӗнле тутли пирки каламастăп та. Сгущенки тата! Апельсинӗ! Панулмийӗ! Çакă йăлтах пирӗн пата Мишшук кукка килсен унăн сумкинчен тухатчӗ. Мӗнле савăнмăн? Хăш чухне тата вылямалли япаласем илсе килетчӗ. Кама пистолет, кама автомат, кама самолет, кама машина. Савăнтаратчӗ кӗçӗн кукка. Çав «КамАЗăн» номерӗ 51-12 ЧУИ – чӗререн тухмасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев