Амăшӗн чӗри
– Йăлтах тӗрӗс! – тӗссӗр папкăна уçкаласа пăхнă хыççăн сăмах хушрӗ яштака пӳллӗ майор. – Хвекле инке, пăшăрханма кирлӗ мар: Трофимов Анатолий Алексеевич паянхи кун та хӗсметре. Алăк патӗнче тăракан лутра пӳллӗ типшӗм хӗрарăм ӗмӗрӗпех çӗр çинче вăй хунăран кушăркаса хытнă аллипе кăвакарма пуçланă çӳç пайăркине симӗс тутăрӗ айне пытарчӗ те майор çине пăхрӗ. – «Хӗсметре»? – ӗненмесӗр ыйтрӗ вăл, пӗркеленчӗк тути чӗтренсе илчӗ. – Ку таранччен-и? Таврăнма шутламасть те-им? – ниепле те тăна хываймарӗ майор сăмахне хӗрарăм, шывланнă хăмăр куçӗ йăл-ял çиçрӗ те пичӗ тăрăх куççуль юхса та анчӗ.
Майор çакна асăрхамарӗ тейӗн:
– Çар пурнăçӗ! Киле каяс пирки салтакран ыйтмаççӗ, унран нимӗн те килмест, – ăнлантарчӗ вăл.
– Камран килет тет вара?
– Командирӗнчен.
– Командирӗ те çынах пуль? Мӗншӗн халӗ те ямасть ман ачана? Икӗ çул çурă иртрӗ!
– Иртрӗ çав… Ан пăшăрханăр, – кăвак куçне тартса кантăкран урамалла пăхрӗ майор. Çурхи хӗвел пӗлӗт тулли çиçет – паян та ăшă пулать апла. – Хвекле инке, ывăлăр паян-ыран таврăнатех! Тен, эсир кунта çӳренӗ вăхăтра киле те çитсе ларнă вăл. Кам пӗлет…
– Тем пекехчӗ те çав.
– Часах таврăнать ывăлăр.
– Çӗнӗ çулччен çырăвӗсем кун сиктерсе килетчӗç те. Халӗ вара… Çавăнпа пăшăрханатăп. Çынсен ачисем, ывăл призывӗнчисем, çартан таврăнса авланса та пӗтрӗç. Манăн вара… Тавтапуç сире. Каçарăр чăрмантарса çӳренӗшӗн, – тесе çар комиссариатӗнчен тухрӗ Хвекле.
Çурхи хӗвел аванах пӗçертет. Çăвăнса тасалнă çут тӗнче чуна хăпартать. Асăрхамасть хӗрарăм çутçанталăк илемне, армути пек йӳçӗ куляну-пăшăрхану кăкăрне хӗсет. Хвекле ӗмӗт авăрне путрӗ...
Канашран Йӗпреçе килекен аслă çул. Паян вăл çип çапнăн çап-çуттăн çуталса выртать – тусан пӗрчи те çук тейӗн! Симӗс улăх куçа илӗртет, сывлăша янратса хурт-хăмăр сӗрлет, асамат кӗперӗ хӗрлӗн-саррăн, симӗссӗн-кăваккăн çиçет. Аслă çул мӗншӗн çав таран хитре те кăмăллă? Мӗншӗн тесен çул варрипе салтак утать! Тулик-çке ку! Унăн ывăлӗ! Çартан таврăнать! Хăй вара, салтак амăшӗ, ăçта-ши тата? Мӗншӗн вăл, Хвекле, ывăлне кӗтме тухмасть?..
Хӗрарăм ӗмӗт тӗнчинчен хăтăлса йӗри-тавра пăхса çаврăнчӗ – Канаш тулли çын хӗвӗшет! Пӗр хушă иртен-çӳрене тимлӗн пăхса тăчӗ вăл! Çук, курăнмарӗ ывăлӗ. «Эй, тамаша! Тен, тӗрӗсех пуплешрӗ çар комиссарӗ: Тулик киле çитмен-ши? Эпӗ вара военкомат тăрăх çынсене чăрмантарса сулланса çӳретӗп!» – шутласа илчӗ хӗрарăм. Автовокзала утас вырăнне кӗпер урлă каçса Йӗпреç çулӗ çине тухрӗ вăл. Инçе мар утмалли: малтан Чакаç пулать, унтан – Тури Юнтапа! Сехет çурă утмалăх çеç!
Епле васкасан та çул кӗскелмест çав! Пынăçемӗн тăсăлать те йывăрланать. Енчен те чун çунат хушса вӗçме пултарать-тӗк, урасем пирки апла калаймăн. Кăшт канса илме тесе Хвекле чарăнчӗ, сывлăш çавăрса ячӗ, çамрăк мар çав текех – сакăр ача амăшӗ вӗт! Малалла пăхса тăраканскер хыçала машина пырса чарăннине сисмен те вăл.
– Инçете кайма тухрăр-и?
Шартах сикрӗ Хвекле инке, Туликăнни пек янăравлă сасă чунне çӳçентерсех илчӗ. Çаврăнчӗ те – кăшт çеç кутăн кайса лармарӗ: машина патӗнче çар тумӗ тăхăннă, йăрăс пӳллӗ, тăрăхларах питлӗ йӗкӗт йăл кулса тăрать. Хӗвел çинче пиçнӗрен сăн-пичӗ хăйӗн чиканăнни евӗр хуп-хура. Панамка айӗнчен курăнакан çырă çӳçӗ вара ку каччă нимӗнле чикан та мар, хамăр енчи çын пулнинех палăртать.
– Мӗн ыйтрăр манран? – йăлт çухалса кайрӗ хӗрарăм. Ывăлӗ мар-ши тесе питӗ пăхрӗ вăл салтак çине, анчах телей пулмарӗ: Тулик мар ку. Машинăран тухнă каччă шӗвӗр сăмсаллă, çӳхе туталлă, çинçе мăйăхлă.
– Ăçта каятăр тетӗп?
– Тури Юнтапана.
– Çула май апла. Кинеми, ларăр, – хыçалти алăка уçрӗ салтак. – Куç хупса иличчен Юнтапана çитӗпӗр.
– Тавах, ачам! – хӗпӗртесе калаçрӗ Хвекле инке машинăна кӗрсе ларсан. – Чăрманма кирлех те марччӗ – çуранах çитеттӗм, – салтака тепӗр хут сăнаса пăхрӗ – çук, паллаймарӗ вăл ăна. Лешӗ сылтăм ури çинче сиккелесе илчӗ те малти ларкăч çине шоферпа юнашар кӗрсе ларчӗ. Вӗсем иккӗшӗ паçăр пуçланă калаçăвне малалла тăсрӗç.
– Тем каласан та, маттур çын эс, Микуç! Ăçтан тупăнма пӗлтӗн паян ман ума?! Çуран пулсан ирччен сӗтӗрӗнеттӗмччӗ-ха килелле! – юлташне тӗксех илчӗ салтак тумли.
– Турри хăй хуса кăларчӗ Шупашкартан. Вӗçтер часрах, сана çул юппинче Михайловсен Кули кӗтсе тăрать терӗ! – шăл йӗрчӗ каччă.
– Çапла ӗнтӗ. Турри пулăшса пырать те-ха мана… – салтакăн сăнӗ кичемленчӗ, симӗсрех кăвак куçӗ тӗксӗмленчӗ.
– Службăра ăçта пултăн вара? Германире мар пулӗ те? – ыйтрӗ Хвекле.
– Афганистанра пулнă вăл, – тусӗ вырăнне хуравларӗ тепри. Унăн вăрăм сарă çӳçӗ уçă кантăкран кӗрекен çил çинче вӗçсе кăна пырать.
– Апла иккен. Ывăлӗ таврăннине амăшӗ пӗлмест те пулӗ-ха?
– Пӗлмест.
– Савăнать ӗнтӗ! Хăвăр ăçтисем тата?
– Вăрнар енчен. Кунта пӗр çӗре кӗрсе тухасшăн.
Салтак темшӗн пăлханса кайрӗ, хаш-хаш сывларӗ.
– Мӗн-шӗ-ӗ-ӗн çапла? Микуç, кала-ха, мӗн-шӗ-ӗ-ӗн? – сăмахӗсене тăсса ыйтрӗ вăл.
– Лăплан, Куля. Халь тин ним тăваймăн. Хăв сывă таврăнни лайăх!
– Лайăх çав… – ӳлесе пыракан машина сассинче хăйне валли канăç шырарӗ-ши каччă – пӗр хушă чӗнмесӗр ларчӗ те пат татса хучӗ. – Малтан Кăтри патне кӗрсе тухăпăр. Масар çине! Унтан Юнтапана кайăпăр. Тен, таврăннă вăл? Тӗрӗс-тӗкелех пуль-ха. Кинеми, кăштах çула вăрăмлататпăр, эсир хирӗç мар-и?
– Çук, ачамсем, хăвăрăнне хăвăр пӗлӗр.
– Афганра Кăтрипе тӗл пултăр-и вара? – çул çинчен куçне вӗçертмесӗр ыйтрӗ шофер.
– Тӗл пултăмăр… Çав кун нихăçан та асран тухас çук! Пӗтӗм ӗç-пуç хам куç умӗнче пулса иртрӗ. Шутла-ха, пӗр самант, кӗске кăна самант çитеймерӗ ăна!.. – куçне сăтăрса илчӗ салтак. – Ун чух пирӗн колоннăсем Саланг тăвӗсем çывăхӗнче тӗл пулчӗç. Эпир Дошинчен тухнăччӗ. Вӗсем вара – Кабултан Хайратона анатчӗç. Калаçса тăма вăхăт пулмарӗ. Кайран вара...
– Вилнине те куртăн-и? – ыйтмасăр чăтаймарӗ Микуç.
– Чаугани тăрăхӗнче капкăна çаклантăмăр. Душмансем пире кӗтсе илме лайăх хатӗрленнӗ, нарăсăн шартлами те чарайман вӗсене. Икӗ енчен те епле ăшалама пуçларӗç. Валера Григорьев автоцистернăпа колонна умӗнче пыратчӗ. Хăвах чухлатăн, кун пек машинăна лектерсен – çул хупăнать, вара колонна йăлтах пӗтесси те инçе мар. Тен, çавăнпах – цистернăна вут тивсен – Валера нумай шутласа тăмарӗ, суранланнă аллине çыхма чул хыçне пытаннăскер, сиксе тăрса машина ăшне кӗрсе ларчӗ те ăна çул айккине пăрса ту хушăкне чăмрӗ… — хурланса аса илчӗ салтак. — Пӗр самант çеç… Пӗр самант çитеймерӗ ăна машининчен сиксе юлма! Хăтăлаймарӗ...
– Вăл ун пек паттăр пулнине шутламан та эп! Автошкулта шăпăрт çеç çӳретчӗ. Кам пӗлнӗ?
– Халь пӗлетпӗр!
– Çунакан машина ăшне каялла кӗрсе ларнă! Аманнăскер тата… Эпӗ ун вырăнӗнче пултарăттăмччӗ-ши?… – хăйӗнчен хăй ыйтрӗ шофер.
Каччăсем шăпланчӗç, чунӗсенче хуçаланакан туйăмӗсене çăварлăхлама пăхрӗç-ши вӗсем е пурнăç хакне мӗнле виçмелли пирки шутларӗç – калама хӗн.
Çак калаçăва итлесе пынă Хвеклен чунӗ çӳçенсе кайрӗ. Урамра çирӗммӗш ӗмӗр. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пӗтни хӗрӗх çул. Шутламан та, тӗлӗкре те тӗлленмен çамрăк ăру вăрçă çулăмне лекессе! Миçе çемьене инкек кӳчӗ вăл! Тата миçе çын пурнăçне татӗ-ши? Вӗçӗ те курăнмасть!
Мăкăр ялӗн каччи Афганистанра пуçне хунине пурте пӗлеççӗ. Виçӗм çул пытарчӗç ăна. Хвекле те кайнăччӗ унта. Районӗпех халăх пуçтарăнчӗ. Апла пулин те каччăсен калаçăвӗ хӗрарăмăн чӗрине йӗппе тирнӗн ыраттарчӗ, хӗртнӗ çатма çинчи пек ăшаларӗ. Чăтма çук ун пек инкеке! Турă ан хуштăр!
– Кинеми! – шартах сиктерчӗ хӗрарăма салтак сасси. – Сире ун пек чӗннӗшӗн каçарăр. Ятăра пӗлместӗп.
– Тем мар, ачам. Хвекле инке теме пултаратăн – мана ялӗпе çапла чӗнеççӗ. Тем ыйтасшăнччӗ-и?
– Эсир Тури Юнтапаран вӗт-ха?
– Çавăнтан.
– Калаймастăр-и, Алексей Трофимччăн ывăлӗ салтакран килнӗ-ши?
– Трофимччă-ă-ăн? – темшӗн шикленсех ӳкрӗ Хвекле. – Халӗ те килмен çав. Эсир Тулика паллатăр-им?
– Питӗ лайăх пӗлетпӗр. Автошкулта пӗрле вӗрентӗмӗр, салтака пӗрлех кайрăмăр.
– Çыру та çырмасть. Пилӗк уйăх ӗнтӗ çапла...
Каччă шарламарӗ. Пӗр хушă шăлӗсене çыртса машина айне вӗçсе кӗрекен асфальтлă çула кăмăл вăйӗпе тытса чарма хăтланнăн пăхса пычӗ. Кăшт тăрсан шывланнă куçне сăтăрчӗ те:
– Вăл та вилчӗ-ши вара? – тесе ассăн сывласа илчӗ.
– Ви… вилчӗ-ӗ-ӗ? Ăçта вилчӗ? – ним ăнланаймарӗ Хвекле инке.
– Афганистанра. Эпир унпа пӗр полкра пултăмăр. Вӗсем Пули-Хумринче тăратчӗç, эпир – Дошинче. Нумай рейса пӗрлех çӳренӗ.
– Афганистанра? Пӗр полкра? Тулик Германинче служить тăвать!
– Çук çав, Хвекле инке. Ашшӗ, Алексей Трофимччă, вилнӗ хыççăн вăл юри çапла çырса пурăнчӗ – амăшне çăмăл пултăр тесе ӗнтӗ. Юлашки кунччен…
– Мӗнле юлашки кунччен? – кăшт çеç тăнне çухатмарӗ хӗрарăм.
– 1984 çулхи çуркунне пирӗн полка Панджшер операцийӗ хыççăн Андараб тăрăхне куçарчӗç. Бану кишлакӗ çумӗнчи гарнизонта тăтăмăр. Эрнере пӗрре колоннăпа Пули-Хумрине – полка ӗнтӗ – тухаттăмăр. Апат-çимӗç, хӗç-пăшал, топливо турттараттăмăр.
Душмансем хатӗрленӗ капкăна темиçе те çакланнă, минăланă çул çине те пӗрре мар лекнӗ пирӗн колонна. Анчах та – ăраскал пурах çав – çухатусем çукпа пӗрехчӗ. Паллах, çăмăл аманнисем, мина хумӗпе контузиленнисем пулнă-ха…
Пӗтӗмӗшле каласан, ăнăçу пире пăрахса кайман, Хвекле инке.
Коля пӗр хушă шăпланчӗ. Хӗрарăм та чӗнмерӗ. Кăшт тăрсан салтак каллех калаçма тытăнчӗ.
* * *
...Раштав уйăхӗ нихăçанхинчен сивӗ килчӗ. Çанталăкӗ шурависенчен кулать тейӗн. Çӗрӗ-çӗрӗпе çерçи пуçӗ пысăкăш йӗпе юр çăвать, ир енне вăл йӗпхӳленет те тумтире витерсе ӳт тăрăх юхса атă тӗпнех çитет, лӗкӗштеттерсе утмассерен чуна шăнтать, çан-çурăма çӳçентерет! Ларасчӗ те çӗрпӳртре кăмака çумӗнче канлӗн ăшăнса – çук çав! Турра шанса тăраймăн: мӗн тумаллине салтакăн хăйӗнех пурнăçламалла! Унсăрăн вăхăт чарăнса ларӗ тата, тен, хӗвелӗ те ирсерен тухма пăрахӗ!
Нимӗнле çанталăкра та пуç усман шурависем паян та машинăсем патӗнче: пӗри баксене топливо тултарать, тепри шăтнă урапа ылмаштарать, виççӗмӗшӗ «Урал» капотне уçнă та шалах кӗрсе кайнă – урисем çеç курăнаççӗ хăйӗн, вăрçăна-вăрçăна тем пăрать, тем хӗстерет вăл унта – мӗн тунине сăмахӗсенчен ним ăнланма çук, пырса пăхмасăр та чухлаймастăн. Пушăраххисем çав «Урал» машина тавра тăнă та таврари тусене çӳçентерсе ахăлтатаççӗ.
Вăтам пӳллӗ, сарлака хул-çурăмлă каччă çăварти сигаретне пăрахса аттипе таптарӗ те ушкăнран пăрăнса бушлатне турткаласа тирпейленӗ хыççăн кабина патне пычӗ.
– Чернов! Юра! – чӗнчӗ вăл. Лешӗ илтмерӗ те пулмалла, капот айне пуçӗпех чăмнă та – ӗхлетсе тем чакаланать. – Юра, эсӗ машина моторне сӳтсе пуçтарасшăн мар пулӗ те?
Аранах пуçне кăларчӗ ӳркенмен водитель.
– Кирлех тет… – вылятса илчӗ вăл мăйăхне.
– Ăнлантăм: дембеле каймалли дипломатна пытаратăн унта!
– Кай, Тулюк, сулланса ан çӳре кунта! Ан чăрмантар çынсене!
– Çамрăксем ӗç хушрӗç-им? Мӗн вăтанса тăратăн, каламаллаччӗ тӳрех, – хăпмарӗ юлташӗнчен Анатолий Трофимов. – Пулăшмалла мар-и?
– Кирлӗ мар! Хамах тăватăп, – машина бамперӗ çине тухса тăчӗ каччă. – Вăт эсрел! — теме тарăхрӗ вăл. Капота чанк! çеç хупрӗ те çӗр çине сиксе анчӗ, «Урал» хыçне васкамасăр утса кайрӗ.
– Тем тесен те темӗскер пытарчӗ машини ăшне! – пӗлтерчӗ ыттисене Анатолий Трофимов.
– Нимӗн те пытарман! – хирӗçлерӗ ăна Чернов.
– Апла пулсан мӗн иртенпе чакаланатăн унта? – ыйтрӗ çаврака питлӗ Миша Кряжин.
– Сире мӗн ӗç? Хамăн машина, чакаланас тетӗп – чакаланатăп!
– Смирно! – янăраса кайрӗ яштака пӳллӗ Коля Михайловăн уçă сасси.
– Вольно! – ал сулчӗ салтаксем патне çитсе тăнă капитан. – Ӗçсӗр аптратпăр-и?
– Киле кайма хатӗрленесчӗ те, капитан юлташ! – сăмах хушрӗ Анатолий Трофимов, çилпе типшӗрнӗ тути йăл çиçрӗ хăйӗн. – Ăнланăр-ха пире. Часах Çӗнӗ çул – пирӗн вара парадкăсене утюглама та вăхăт çук.
– Сирӗн дембель инçе мар. Юнашарти ту хыçне çитнӗ тет ӗнтӗ. Анчах… – кăвак куçне тартрӗ капитан.
– Мӗскер пулнă тата? – ыйтрӗ Коля Михайлов. – Каллех полка каймалла-им?
– Полка мар. Джомахон командор пиртен пулăшу ыйтать.
– Джомахон? Çав душман-и? – кăмăлсăрланчӗ Юра Чернов. – Çапса пăрахсан та каймастăп ун патне!
– Джомахон – хӗрлӗ душман! Хăвăрах пӗлетӗр – вăл пирӗн майлă! – ăнлантарчӗ офицер.
– Мӗн тумалла тет вара пирӗн? – калаçăва Миша Кряжин хутшăнчӗ.
– Тем мар, кӗпер хывмалла пулать. Ту хушăкӗ урлă.
– Мӗнле кӗпер тата? – каллех чӗрре кӗчӗ Юра Чернов. – Эпир мӗн кунта – стройбат-им?
– Ытла ан пăшăрханăр. Сирӗн ӗç – машина рамипе ытти ăпăр-тапăра илсе каясси кăна. Кӗперне вара ремонт-юсав роти хывать. Каялла таврăнсанах киле ярасси çинчен приказ пулать! Мӗнле? Килӗшмелле-и?
Каччăсем хăйсен хушшинче тем калаçса илчӗç.
– Юрать, – пурин шухăшне те палăртса хуравларӗ Анатолий Трофимов. – Халиччен çула тухса курман çынсем мар! Тата гарнизонра ахаль сулланса çӳренин те усси çук – вăхăт çеç тăсăлать! Çапла-и, ачасем?
– Капитан юлташ, Çӗнӗ çулччен пирӗн киле çитесчӗ! Сăмах паратăр-и? – хура куçне çиçтерсе ыйтрӗ Юра Чернов.
– Ан хумханăр! Урăх чăрмантармăп сире. Çӗнӗ çула тăван килӗрсенче кӗтсе илӗр! – вӗçлерӗ сăмахне капитан.
Кăнтăрла çитеспе ултă машинăран тăракан колонна Бануран тухса Дехи-Сала енне çаврăнчӗ. Инçех каймалла мар, вун пилӗк çухрăм пек çеç. Анчах çулӗ питӗ тумхахлă та хӗсӗк. Машина урапи водительсенчен кулнăн хутран-ситрен ту хушăкӗн тӗпнех пăхать, руле итлемест. Водительсем сăмах чӗнме те шикленсе пычӗç.
Колонна умӗнче пыракан БТР чарăнчӗ. Саперсем çул пăрăнчăкне тӗрӗслеме анчӗç, салтаксем тавралăха сăнаççӗ. Шурависен енне куçнă душмансен çӗрӗ çинче пыраççӗ пулин те – сыхлăх чăрмантарас çук. Совет салтакӗсен юнне юхтарма ăнтăлакан анчăксем тупăнсах тăраççӗ. Тимлӗхе çухат çеç, хăш вăхăтра пуçна касса каяççӗ!
– Коля, пăх-ха, мӗн хăтланать вăл? – хыçал енне кăтартакан тӗкӗре пăхса сăмах хушрӗ Юра Касьянов, яштака та кӗрнеклӗ ремрота каччи. – Чернов ку, Юра! Машини çӗмрӗлсе ларман-и унăн? Капот уçсах тем чакаланать.
– Кам пӗлет ăна. Паян иртенпе çавăн пек хăтланать вăл, шав тем кăштăртатать. Ыйтсан та нимӗн те каламасть, – кабинăран пуçне кăларсах хыçалалла пăхрӗ Коля Михайлов.
– Кайса пăхам-ха ун патне, тен, чăнласах пулăшу кирлӗ! – Юра Чернов патне утрӗ Касьянов. Нумай тăмарӗ вăл унта, таврăнчӗ. Хăй ахăлтатса кулать.
– Мӗн пулнă ăна? – чăтăмсăррăн ыйтрӗ юлташӗ.
– Шел ачана! – сывлăш çавăрса янă хыççăн хушса хучӗ Елчӗк каччи, хулăн тути чарăнма пӗлмесӗр çиçет хăйӗн. – Мӗнле пурăнӗ малашне?
– Йӗркеллӗ ăнлантарса пар-ха, — кăмăлсăрланчӗ Михайлов, куç сиктермесӗр тӗкӗрте Чернова сăнаканскер. Лешӗ вара, тарăхса кайнăскер, аллинчи япалине машина радиаторӗ çумне шатлаттарса илчӗ те аяккалла вăркăнтарчӗ.
– Хăйне ан кала тульккăш.
– Каламастăп.
– Вăл грелкăпа капот айне шароп пытарса хунă пулнă.
– Шароп? – кулса ячӗ Коля Михайлов. – Ав мӗн чакаланать иккен вăл иртенпе! Пӗчченех ӗçесшӗн пулнă пуль ӗнтӗ?
– Кам пӗлет ăна.
– Турă пăру мар!
– Мӗскер кулатăр? – малта тăракан машина патӗнчен Анатолий Трофимов çитрӗ. – Туртса ярар-ха! Манпа лейтенант ларса пырать. Кабинăра туртма юрамасть тет. Халиччен вăл вӗрентмесӗрех пурăннă та, – хăмăр куçне вылятса илчӗ салтак.
– Илтнӗ-и, Тулик? – кулма чарăнаймарӗ Коля Михайлов.
– Мӗн тата?
– Чернов çукка тухнă тет! Куратăн-и, епле тулхăрать?
– Мӗн пулнă ăна?
– Панкрута тухнă. Грелкăпа шароп пытарса хунă та, резина вара мотор пăрăхӗ çине лексе шăтнă, эрехӗ юхса тухнă. Юрать-ха хыпса илмен! – лӗхлетрӗ тӳрӗ сăмсине сăтăра-сăтăра Юра Касьянов.
– Авă ӗçӗ мӗнре иккен! Эпӗ пур, Чернов юлташ иртенпе мӗн ухмаха ернӗ-ши тесе аптраса çӳретӗп? Халӗ ăнланмалла. Кулак таврашӗ ӗнтӗ. Хыткукар! Юлташӗсем пирки асра та çук.
– Кам кулак таврашӗ унта? – янăраса кайрӗ Юра Чернов сасси. – Эсир хăвăр кулаксем. Эпӗ шаропа пурин валли тесе туяннăччӗ.
– Апла мӗншӗн пире хăналамарăн? Пӗчченех кӳпсе лартнă курăнать! Çавăнпа куçу çиçӗм пек çиçет! – витлешмесӗр чăтаймарӗ Юнтапа каччи Тулик.
– Кайса вырт урапа айне – халӗ те тумлать. Тăраниччен ӗç! – машини енне сӗлтрӗ Юра Чернов. – Парăр-ха мана та пирус, чăтма çук туртас килет!
Юлташӗ тин çеç тивертсе янă сигарета хăш самантра тăпăлтарса илчӗ те вăл: «Юрамасть сана туртма! Тухтăрсем хушмаççӗ», – тесе тара пачӗ каялла.
– Вăт эсрел! Ача мар ӗнтӗ!
– Мӗскер хăтланатăр эсир? – Коля Михайлов кабинăран пуçне кăларчӗ.
– Эсрел, сигарета тăпăлтарса илчӗ! – кăмăлсăрланчӗ Анатолий Трофимов. – Пар-ха хăвăнне – пӗр-иккӗ сывласа илем хуть! Ах, каскăн та çак Юркка! Джомахон патне çитер-ха – хам аллăмпа хам урисене тăпăлтарса кăларап! – юнаса илчӗ вăл Чернова.
Колонна васкамасăр малалла шурӗ. Машинăсем сăрт айккинчен пăрăнса юхан шыв урлă каçрӗç те сад пахчине кӗчӗç. Урамра раштав уйăхӗ пулин те – хăш-пӗр йывăçсем хăйсен тумне тăкман-ха, шурă юр айӗнче симӗсех лараççӗ.
Умра тем кӗрӗслетрӗ! БТР урапи çӳлелле вирхӗнсе хăпарчӗ те – таçта аякка кайса ӳкрӗ. Тӗтӗм йăсăрланса хăпарчӗ. Тавралăх çатма çинчи пăрçа евӗр шатăртатма пуçларӗ – автомат, пулемет сасси янăрать, гранатăсем çурăлаççӗ, чуна илесле ӳхӗрет каçхи сывлăш.
– Духсем! – Коля Михайлов газ педалӗ çине пусрӗ, Юра Касьянов вара автоматне илчӗ те уçă чӳречерен пере пуçларӗ.
Колонна малалла тапранчӗ. Инçе каяймарӗç машинăсем, умри чăнкă ту çинче тем мурӗ çиçӗм пек йăлтлатса çуталса илчӗ те – каçхи сӗмлӗхе çурса вут сирпӗнчӗ. Çулăм черечӗ малти машинăна хупларӗ.
– Трофим! – çухăрса ячӗ Вăрнар каччи пыр тӗпӗпе. – Трофимова лектерчӗç!
Унччен те пулмарӗ – тепӗр черет унăн машинине тăрăнчӗ – сулахай ури пӗçертсе çунтарса илчӗ.
– Çапăçма хатӗрленӗр! – хушрӗ Юра Касьянов, чарăнма та ӗлкӗреймен «Уралтан» йăпăр-япăр сиксе анчӗ те малти машина патне чупрӗ, водителе тухма пулăшрӗ. – Амантрӗç-им?
– Амантрӗç пек туйăнать!
Салтаксем часрах хӳтлӗхе, чулсем хыçне, чăмрӗç.
– Ним хăрушши те çук, авланиччен тӳрленет, – тусӗн суранне туртса çыхнă май лешӗн кăмăлне çемçетес тесе кулкаларӗ Юра Касьянов. – Çиелтен çеç шăйăрса иртнӗ.
– Аван-ха апла… – шăлне çыртса хушса хучӗ Коля Михайлов. – Трофимова хытах лектерчӗç пулас! Трассерсен черечӗ машини витӗрех тухрӗ! Кайса пăхмалла Тольăна, атту машинине хыпса илӗ те.
– Час кайса пăхатпăр. Эс вара вырт. Автомат аллунта. Енчен те духсем сиксе тухрӗç-тӗк – шеплеттер килнине пӗр! Юрать-и?
– Юрать.
Кӗçех Юра Черновпа Миша Кряжин та персе çитрӗç. Вӗсем аманнă салтака çавăтса хыçалти БТР патне илсе кайрӗç…
* * *
– Ыттине тӗлӗкри пек кăна астăватăп: БТР, вертолет, медсестрасем… – сăмахне вӗçлерӗ салтак.
– Туля ывăлăм машинăра çуннине хăв куртăн-им, ачам? – Хвекле инкен кăкăр тӗпӗнчен тухакан сасси каччăсене шартах сиктерчӗ.
– Ывăл? Мӗнле ывăл? – машина чарăнса ларчӗ. – Эсир вара?..
– Суймастăн-и, ачам? Сăмаху тӗрӗсех-и? Çунса вилчӗ-им ман ывăл?
– Эсир… – тавçăрса илчӗ салтак. – Епле ухмах вӗт-ха эпӗ! Епле ухмах! – машина ăшӗнчен тухса хыçалти алăка уçрӗ. — Курман эпӗ Толя вилнине, Хвекле инке. Курман!
– Тулюк! Вилтӗнех-ши вара? – Хвекле инке пуçӗ лăштăрах кайрӗ.
– Тăннех çухатрӗ пулмалла. Çемçелсех кайрӗ, мӗн тăватпăр? — пăшăрханчӗ водитель.
– Лăпланăр, тархасшăн, Хвекле инке! Сывă сирӗн ывăлăр. Илтетӗр-и, сывă! – йăпатрӗ хӗрарăма салтак.
– Куля, илтмест пуль вăл сана. Çиччас ăна тăна кӗртетпӗр! – Микуç багажника уçса аптечка илчӗ те хӗрарăм тăнлавне нашатырь спирчӗпе сӗрчӗ, сăмси патне илсе пычӗ.
Çӳçенсе илнӗ хыççăн Хвекле инке куçне уçрӗ.
– Туля, таврăнтăн та-им? — салтака ывăлӗпе арпаштарчӗ вăл. – Сывă эппин! Сывă!..
– Тӗрӗсех, Хвекле инке! Туля сывă! Сывă вăл! Таврăнатех!
– Ара çав ӗнтӗ. Кӗтни харама каймарӗ.
Чакаç çулӗ çинче кăвак мотоцикл курăнса кайрӗ. Вăл васкамасăр чугун çул урлă каçрӗ те машина патне çывхарчӗ.
– Чар-ха çавна! – хушрӗ юлташне Коля Михайлов.
Микуç аллине йăтса çул çине чупса тухрӗ.
– Ан васка-ха, тăванăм! Пире пулăшу кирлӗ!
– Мӗскер пулчӗ? – шлемне хывса ыйтрӗ мотоцикл хуçи, çамрăк йӗкӗт иккен вăл, хура мăйăхлăскер.
– Эсир çак тăрăхри çын вӗт? – пăлханса ыйтрӗ Микуç.
– Кунтисем.
– Эпир Канашран тухсан машина çине пӗр хӗрарăма лартрăмăр. Юлташăм Куля çар пурнăçӗ çинчен каласа панă май унăн ывăлне те аса илчӗ. Хвекле инке чăтаймарӗ, тăнне çухатрӗ. Паллатăр-и ăна?
— Хвекле инке? Мӗнле Хвекле инке? — каччă мотоциклне сӳнтерчӗ те машина патне пычӗ.
– Килне леçсе ярасшăн ăна – тӗлне пӗлместпӗр!
– Анне! Анне, мӗн пулчӗ санпа? – ыйтрӗ мотоциклист.
– Микулай! Ачам… Тулик… – ӗсӗклеме пуçларӗ хӗрарăм.
– Мӗн пулнă Тулике?
– Афганистанра эпӗ сирӗн шăллăрпа пултăм. Юлашки çапăçура та пӗрлеччӗ эпир, – ăнлантарма пикенчӗ Коля.
– Çапăçура?
– Тольăн машинине душмансем персе чӗртсе ячӗç.
– Хăй вара? Чӗрӗ-и?
– Çакна пӗлейместӗп. Каçарăр… – хăйне айăплăн туйрӗ салтак.
– Çул çинче Трофимовăн амăшне тӗл пулатпăр тесе кам шутланă! – хаш сывларӗ Микуç. – Больницăна илсе каймалла мар-и Хвекле инкене?
– Килех каятпăр. Анне, эсӗ хăвна мӗнле туятăн?
– Аванах, ачам, — машина ăшӗнчен тухасшăн пулчӗ хӗрарăм.
– Хвекле инке, килнех леçсе хăваратпăр сире. Микулай, пире çул кăтартса пыр.
– Юрать, – каччăсемпе килӗшрӗ Хвекле инке ывăлӗ.
Чакаçран иртсе Тури Юнтапана кӗчӗç вӗсем. Ял варрине çитсен йывăçсен айӗнчи çурт умне пырса чарăнчӗç. Хвекле инке каччăсене тав турӗ те кăштах кӗтсе тăма хушса пӳртелле васкарӗ. Кăшт та пулин хăналасшăн ӗнтӗ çамрăксене. Лешсем вара каялла васкаççӗ иккен.
– Чей ӗçсе кайăр хăть, – йăлăнчӗ Микулай.
– Чăрмантарас килмест. Хамăрăн та часрах киле çитмелле. Толя таврăнсан систерӗр – хăнана килӗпӗр! – Коля машина ăшне кӗрсе ларчӗ. – Чипер юлăр! Аннӗре упрăр.
– Тавтапуç. Эсир те чипер çӳрӗр.
Машина кайрӗ, Микулай вара пӳрте кӗме васкамарӗ-ха. Ешӗл çерем, çурхи ăшă кун куçа ачашлаççӗ. Хур амипе аçи сарă чӗпписене пӗр çӗре пуçтарнă та пӗр-пӗринпе ăмăртсах тем какăлтатаççӗ! «Тӗнче аслă! Таçта ан сапаланăр, каялла таврăнма çул тупма йывăр пулӗ!» – теççӗ-ши? Е пурнăçпа киленме вӗрентеççӗ?
Микулай патне янă çырăвӗнче Туля таврăннă чух çула май Ульяновска кӗрсе тухăп тенӗччӗ. Кӗтни кăлăхах пулчӗ. Халӗ Микулай яла отпуска килчӗ. Ӳссе çитӗнтӗмӗр те – кайăк хур пек атте-анне килӗнчен вӗçсе тухса пӗтрӗмӗр. Нимӗн те тăваймăн, пурнăç çакнашкал.
– Микулай, хăнасем кайрӗç те-и? – шартах сиктерчӗ амăшӗ. Вăл урама тухнă иккен.
– Кайрӗç, анне. Васкатпăр терӗç.
– Мӗнле-ха капла? Сăмавар кашласа ларать. Сӗтел те хатӗр.
– Тем мар, анне! Кăнтăр çитрӗ. Хамăрăн та апата лармалла. Атя, кӗрер пӳрте, – çавăтрӗ амăшне ывăлӗ.
– Ыйтмалли пурччӗ те вӗсенчен…
Ан пăшăрхан ахалех.
– Хвекле инке! – янăраса кайрӗ сасартăк хулăн сасă. Кӳршӗ Арçук иккен, лашапа армантан таврăнать. – Микулай! Кӗтсе илӗр! – лавне чармасăрах кăшкăрчӗ вăл. – Пӗччен мар! Майрапах! Афганка тет-и?
– Кама кӗтсе илмелле, Арçук тете? – ăнланаймарӗ Микулай.
– Пӗлместӗр-им, Тулик салтакран таврăнать! Ав аслă урампа анаççӗ иккӗшӗ, – пушшипе сулса кăтартрӗ лавçă. – Лашапах лартса килесшӗнччӗ те – килӗшмерӗç!
– Тули-и-к?
– Авă килеççӗ! – аслă çул енне каллех пушшипе сӗлтрӗ Арçук.
– Чăн та… – калас сăмахне çăтса ячӗ Микулай.
Урампа салтак анать, пӗччен мар хăй – тăп–тăп кӗлеткеллӗ пикене çавăтнă.
– Анне, пăх-ха, пăх! Тулик-çке ку! – тăна кӗчӗ те Микулай килекен мăшăр патне ыткăнчӗ.
– Кампа вара вăл? – тӗлӗнсех кайрӗ Хвекле инке.
– Каларăм-çке – афганка терӗм! Тулик салтакран мăшăрпах таврăнать. Мӗн чухлӗ савăнăç! Чăрмантарас мар сире, малалла вӗçтерес, – терӗ те Арçук тилхепене карт туртрӗ.
– Афганкă-ă-ă?.. – чутах каллех тăнне çухатмарӗ Хвекле.
Ывăлӗпе çавтăнса утакан пикен кӗпи çитмӗл те çичӗ тӗспе вылять, куçа йăмăхтарать. Мӗнле тумтир ку? Ăçтан тупăннă ку хӗр? Кам тумлантарнă ăна çапла? «Нивушлӗ афганка? – темшӗн шикленсе ӳкрӗ Хвекле инке. – Тур çырлах! Мăсăльман тӗнне тытакан кин кăна çитместчӗ мана!» – ывăлӗ çартан таврăннишӗн савăннипе пӗрле пăшăрханса та илчӗ хӗрарăм.
Çурхи уçă çил урамра çунат сарса вӗçет, пуçне шурă пурçăн шаль çыхнă пикене ачашлать, черчен хулпуççи çине ӳкнӗ хура çӳçне вӗлкӗштерет, кӗпе аркипе вылять. Йăмăх тӗссемпе ялкăшса кăна пырать хӗр кӗлетки!
Ывăлӗ ыталани те Хвекле инкене этем картне лартаймарӗ – тӗлӗнмелле хӗр çинчен ниепле те куçне илеймест вăл. Тумтирӗпе ытла та чăваш хӗрӗ пек мар, чикан майри тейӗн.
– Анне, сывă-и? Эпир çитрӗмӗр!
– Тулик… – тинех тăна кӗчӗ хӗрарăм.
– Тата кам пултăр – эпӗ ку! – аллинчи дипломатне ури çумне лартрӗ салтак.
– Тӗрӗс-тӗкел, ниçтан та аманман пек! – ывăлне шывланнă куçӗпе юратса пăхрӗ амăшӗ. – Аманман-и? Суймастăн-и?
– Çук, анне. Суймастăп! Салтакран нумай кӗттернӗшӗн каçар мана. Манра айăп çук.
– Кӗттертӗн çав… Çыру та çырмарăн.
– Каçар ӗнтӗ. Çавăн пек пулса тухрӗ.
– Юрӗ, анне, кайран калаçăпăр. Урамра тăрар мар-ха, пӳрте иртер! Чей те сивӗнсе кайрӗ пулӗ ӗнтӗ, – сăмах хушрӗ Микулай. – Çул çинчен вӗт, ывăннă. Тен, канса та илесшӗн пуль.
– Кӗретпӗр! Чей ӗçетпӗр! Паллашатпăр! – хавхаланчӗ салтак.
Аслă урампа çăмăл машина ыткăнса анчӗ те пӳрт умне пырса чарăнчӗ. Алăк уçăлса кайрӗ те Коля Михайлов сиксе тухрӗ, суранланнă урине пăхмасăр юлташӗ патне ыткăнчӗ.
– Калатăп эсӗ тесе! Масар çине кӗрсе ӗлкӗреймерӗмӗр! Пăхатăп – çулпа анатăн! – ыталаса илчӗ вăл тусне. – Эпӗ сана пытарма та ӗлкӗртӗм! Эсӗ вара – сывă!
– Михайлов юлташ, миçе хут каламалла: Трофимов вутра та çунмасть, шывра та путмасть… – йăл кулчӗ Тулик. – Халь те ăнланса çитеймерӗн-и çакна?
– Засадăна лексен епле чӗрӗ юлтăн эс? Пулемет черечӗ машинуна ала туса хунине хам куçпа хам куртăм-çке — душман ДШКран сан çине çур лента кăларса ячӗ!
– Каласан ӗненместӗн.
– Кала, ӗненетӗп!
– Чăн сăмахăн суйи çук: Турри пулăшрӗ мана! Духсем пеме тапратсан тахăш вăхăтра ура хăех газ педальне пусрӗ. Хăвах пӗлетӗн манăн «Урала», чун кӗчӗ пулмалла ăна, юлашкинчен те пулин пулăшса хăварас терӗ-ши — мӗнле сиксе ӳкрӗ малалла! Пульăсем вара пурте тенӗ пек кабинăпа цистерна хушшине лекрӗç. Юлашки пульли çеç юнашар ларса пыракан лейтенантăн сылтăм хулне кăштах амантрӗ те цистернăна лекрӗ. Эпир иксӗмӗр те кабинăран сиксе тухма ӗлкӗртӗмӗр. Кăштах ӗнтсе-çунтарса илчӗ ӗнтӗ, çапах аптрамалли çук. Машина вара мансăрăн Афганистанра юлас темерӗ-ши – çунса кайрӗ юратнă «Урал»! Икӗ çул çурă пӗрле хӗсметре тăтăмăр унпа. Тăван чун вилнӗ пекех туйăнчӗ.
– Хăв сывă юлнă! Эпӗ сана çав вут тамăкӗнче çунса вилнӗ тесе шутланă… Мӗн чухлă топливо та-ха унта. Ы-ых! – тепӗр хут çупăрларӗ тусне Коля Михайлов.
Хвекле инке вара калаçăва хутшăнмасăр тăракан пике умне пычӗ. Унăн тӗкӗр пек таса хăмăр куçӗнчен пăхрӗ те ассăн сывласа хушса хучӗ:
– Эй, кинӗм! Мӗнле чӗлхепе калаçăпăр-ха ӗнтӗ? Малтанхи вăхăтра мӗнле ăнланăпăр пӗр-пӗрне? Тулик сирӗн чӗлхене пӗлет-ши тата? – кушăрканă аллипе хӗрӗн питçăмартине çупăрласа çамкинчен чуптурӗ амăшӗ. – Турăпа пӗрле пурăнăр! Пил те сăвап пултăр! – пиллерӗ вăл.
Тата тем каласшăнччӗ, сăмахне тупаймарӗ пулас. Вара ывăлӗн дипломатне тытрӗ те пикене киле кӗме мӗнле ăнлантармаллине ыйтас тесе Тулик енне çаврăнчӗ.
– Анне, ан чăрман, дипломата хамах йăтатăп, – илтӗнсе кайрӗ уçă та илемлӗ сасă.
– Э… Эсӗ... – çухалса-аптрасах кайрӗ Хвекле инке. – Эсӗ вара чăваш-и?
– Чăваш, анне! Чăваш! Нимӗнле Фатима та мар! – дипломат пике аллине куçрӗ. – Эпӗ – чакаçсемех. Федор Ивановичăн хӗрӗ. Тумтир çине ан пăхăр! Афганистанран килмен эпӗ, ку кӗпе – Тулик парни!
Хвекле инке пуçне кăна сулласа илчӗ.
– Яту пур-и вара санăн?
– Лена ятлă эпӗ, анне!
Çӗнӗ çултах тăван киле çитме ӗмӗтленнӗ салтаксем аранах ашшӗ-амăш çуртне таврăнса савăнса калаçса ларнă хушăра çӗнӗ кинпе Хвекле инке шăкăл-шăкăл калаçса сӗтел хатӗрлерӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев