Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Конкурс «Реклама тӗнчи»

Жюрин номинацисен ятне, йышне улăштарма ирĕк пур. Ку ирĕкпе усă курса йĕр-келÿ комитечĕ тивĕçлĕ йышăну тăвать. Жюри конкурса тăратнă ĕçсене пăхса тухса хак парать, I, II, III вырăнсене палăртать.

Чăваш чӗлхине малалла аталантарас, халăх хушшинче сарас, пултаруллă шкул ачисене тупса палăртас, ачасен пултарулăхне йӗркелеме тата вӗсене аталантарма учительсемпе ачасен ашшӗ-амăшне анлăрах явăçтарас тӗллевпе Чăваш Республикин Вӗрентӳ институчӗ тата Чăваш наци конгресӗ 2019 çулхи авăн (сентябрь) уйăхӗн 9-мӗшӗнчен пуçласа юпа (октябрь) уйăхӗн 24-мӗшӗччен Пӗтӗм тӗнчери тӗп халăх чӗлхисен çулне халалласа регионсен шайӗнчи «Реклама тӗнчи»  конкурс ирттерет.

Конкурс 7 номинаципе иртет: «Чи лайăх буклет», «Чи лайăх афиша», «Чи лайăх буктрейлер», «Чи лайăх социаллă реклама», «Шупашкар 550 çул тултарнине халалланă чи лайăх социаллă реклама», «Чи лайăх коммерци реклами», «Чи лайăх видеоролик».

Конкурса Чăваш Республикин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗрентӳ организацийӗсен 7-11-мӗш класӗсенче, профессилле вӗрентӳ организацийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче) вӗренекенсем хутшăнма пултараççӗ.

Тӗплӗнрех конкурсăн йӗркелӳ комитетӗнчен ыйтса пӗлмелле: 428001, Шупашкар хули, М.Горький проспекчӗ, 5-мӗш çурт, 204-мӗш пӳлӗм (этнокультура вӗрентӗвӗн кафедри). Электронлă почта: chuv.reklama2019@mail.ru. Çыхăну телефонӗ: 8(8352) 58-47-19.

 

Регионсен шайĕнчи «Реклама тӗнчи» конкурсӑн

Положенийĕ

 

I. Пĕтĕмĕшле калани

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин хушма про-фесси вĕренĕвĕн «Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ» Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕ, «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕ Пĕтĕм тĕнчери тĕп халăх чĕлхисен çулне халалласа регионсен шайĕнчи «Реклама тӗнчи» конкурс (малалла – Конкурс) ирттереççĕ.

Конкурса йĕркелесе пыраканĕ – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ.

 

II. Конкурс тĕллевĕсемпе задачисем:

– чӑваш чӗлхине малалла аталантарасси, халӑх хушшинче сарасси;

– пултаруллӑ шкул ачисемпе çамрăксене тупса палӑртасси;

– ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантарма пулăшасси, реклама ăсталăхĕпе кăсăкланма хавхалантарасси;

– ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕпе ăсталăхне йĕркелеме тата вĕсене аталантарма учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарасси.

 

III. Конкурс ирттерме палăртнă вăхăт

«Реклама тӗнчи» конкурс 2019 çулхи авӑн (сентябрь) уйăхĕн 09-мĕшĕнчен пуçласа юпа (октябрь) уйăхĕн 24-мĕшĕччен пырать.

 

IV. Конкурса хутшăнакансем

Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренÿ организацийӗсен 7–11-мӗш класӗсенче, професси вӗренӗвӗн организацийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче) вӗренекенсем.

 

V. Конкурс номинацийĕсем:

– «Чи лайӑх буклет»;

– «Чи лайӑх афиша»;

– «Чи лайӑх буктрейлер»;

– «Чи лайӑх социаллӑ реклама»;

– «Шупашкар 550 çул тултарнине халалланă чи лайăх социаллă реклама»;

– «Чи лайӑх коммерци реклами»;

– «Чи лайӑх видеоролик»

 

VI. Конкурс ирттермелли йĕрке

Конкурс чăвашла иртет. Комисси çичĕ номинаципе хатĕрленĕ ĕçсене йышăнать.

Конкурса хутшăнакансен Чăваш Республикинчи пӗр-пӗр организаци (предприяти) е тавар (япала, апат-çимĕç, юр-вар) çинчен коммерци реклами тума юрать. Организацие (предприятие, тавара) .шухӑшласа кӑларма та пулать, вара ӑна чӑвашла ят памалла. Уйрăм организацие (предприятие) е таварăн (пĕр-пĕр япалан, апат-çимĕçĕн) пахалăхĕпе уй-рăмлăхне хакламалла, ăна ăнлантарса çырса памалла, сĕннĕ номинацисенчен пĕринпе рек-лама тумалла.

Социаллӑ (çынсен обществăри пурнăçĕпе çыхăннă) реклама та (сывӑ пурнӑҫа тытса пыма, эрех-сăрапа тата наркотиксемпе айкашнине хирĕç кӗрешме, ҫут ҫанталӑк пуянлăхне, тăван тавралăх илемне упрама тата ыт.те чӗнекен) тума юрать.

Пултарулӑх ӗҫӗсене кирек епле темӑпа та, кирек миҫен те хатӗрлеме юрать, анчах та пӗр ҫын (е ушкӑн) кашни номинаципе пӗр ӗҫ кӑна сӗнме пултарать. Ачасем ӗҫсене хӑй-сен тантӑшӗсемпе кӑна мар, ашшӗ-амӑшӗпе те тума пултараҫҫӗ. Социаллă тата коммерци рекламине, афишӑна А-3 е А-4 форматпа тумалла. Ĕҫе ытларах графика программипесем-пе туни вырăнлă (Photoshop, Coreldraw, Adobe Premiere Pro т.ыт. те.). Буклета А-4 фор-матпа тумалла.

Буктрейлерӑн, видеороликӑн вӑрӑмӑшӗ 3 минутран ытла пулмалла мар.

Пултарулӑх ӗҫӗсем ҫинче ӗҫе кам туни, вӑл хӑш шкултан пулни паллӑ пулмалла.

Конкурс тӳлевлӗ иртет, хакӗ – 100 тенкӗ. Раҫҫей Сбербанкӗн кирек хӑш уйрӑмӗнче тӳлеме юрать.

 

VII. Хаклав критерийĕсем

* рекламӑн хăйне евĕрлĕхĕ (ытти ĕçрен уйрăлса тăни);

* реклама паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерни;

* рекламăн пахалăхĕ;

* рекламăн курăмлăхĕ та илĕртÿлĕхĕ;

* автор правине хӳтӗлекен тата реклама ҫинчен ҫырнӑ саккунсене пӑхӑнни.

 

VIII. Ĕçсене конкурса тăратасси

Хатĕр заявкăсене, тӳленине ӗнентерекен квитанцие тата конкурс ĕçĕсене (рек-ламăсене) chuv.reklama2019@mail.ru адреспа 2019 çулхи юпа (октябрь) 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Республика тулашĕнчи вĕренӱ организацийĕсенче вĕренекенсем кĕретсĕр (за-очно) хутшăнаççĕ. Вĕсен 2019 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн 20-мĕшĕччен заявкăпа тата тӱленине ĕнентерекен квитанципе пĕрле конкурс ĕçĕсене (рекламăсене) ярса памалла.

Пултарулӑх ӗҫӗсене 2019 çулхи юпа (октябрь) 24-мĕшĕче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче (428001, Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) халӑх умӗнче 2-3 минут хушшинче хӳтӗлемелле (презентацилемелле).

Çамрăк авторсен ĕçсенче конкурсăн номинаци ятне, хăйсен хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, хăш шкулта, миçемĕш класра вĕреннине, район (хула) ятне чăвашла, вырăсла çырмалла. Пултарулăх ăмăртăвне хатĕрлекен вĕрентекенĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне кăтартмалла.

Конкурса тӑратнӑ ӗҫсене каялла тавӑрса памаҫҫӗ, вĕсем йӗркелӳ комитетӗнче тӑрса юлаҫҫӗ.

 

VIII. Конкурса пĕтĕмлетни тата чыслани

Конкурс пĕтĕмлетĕвне жюри положенире палăртнă хаклав критерийĕсене шута ил-се тăвать. Пĕтĕмлетĕве протокола çыраççĕ. Ăна жюри председателĕ çирĕплетет.

Жюрин номинацисен ятне, йышне улăштарма ирĕк пур. Ку ирĕкпе усă курса йĕр-келÿ комитечĕ тивĕçлĕ йышăну тăвать.

Жюри конкурса тăратнă ĕçсене пăхса тухса хак парать, I, II, III вырăнсене палăртать.

Пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене тата призерĕсене дипломсем парса чыслаççĕ, хутшăнакансене тата вĕсене хатĕрлекен вĕрентекенсене пурне те сертификат параҫҫӗ.

 

Регионсен шайĕнчи

«Реклама тĔНЧИ» 

Конкурса хутшĂнмалли

Заявка

 

  1. Конкурс номинацийĕн ячĕ_________________________________________
  2. Конкурса хутшăнакан автор:

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ (тулли)______________________________________

Миçе çулта_______________________________________________________

Кĕсье телефонĕн номерĕ, e-mail______________________________________

_________________________________________________________________

Шкулăн тулли ячĕ – чăвашла тата вырăсла_____________________________

_________________________________________________________________

Класс/курс________________________________________________________

Шкул адресĕ______________________________________________________

Район/хула________________________________________________________

Республика/область________________________________________________

 

  1. Вĕрентекен:

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ (тулли)_______________________________________

Кĕсье телефонĕн номерĕ_____________________________________________

 

Дата

 

Конкурса хутшăнмалли йĕркепе паллашнă ___________________ (алă пусни)

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев