Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

ВИТАМИН

Василий Орлов Калав

Çуркунне çитнӗ май çунат хушас вырăнне Сахрунăн сывлăхӗ хавшаса пычӗ. Куçӗ тӗтреленчӗ, юлашки шăлӗсем ӳкме, çӳçӗ тăкăнма пуçларӗ. Аптранă енне больницăна кайрӗ. 

– Улма та салма çӗклеймӗç вăй-хална, – пуçне пăркаласа илчӗ тухтăр. – Организм хавшанă, витаминсем çитмеççӗ, – терӗ. Апат рационне мӗнле-мӗнле пахча çимӗç кӗртмеллине çырса пачӗ. 

Çав кунран пуçласа Сахрун кишӗр, купăста, чӗкӗнтӗр тата ыттине те теркăпа хырса çиме тытăнчӗ. Çăва тухнă çӗре юлнă шăлӗсем те сиккелеми пулчӗç, çӳçӗ те тăкăнма чарăнчӗ. Витамин питех те усăллă иккенни Сахрунăн уттинченех паллă. Пӗрре пăхатăн – унталла тусан тустарса каять, тепре пăхатăн – кунталла вашлаттарса килет. 

Хăй каланă тăрăх, куç витӗрлӗхне вăл кӳршинче пурăнакан Укахви çине пăхса тӗрӗслет. 

– Çуркунне, – каласа парать вăл, – çав çамрăк хӗрарăм ӗçе кайнă чух кантăкран пăхса тăраттăм та 20-30 утăмранах куçран çухалатчӗ. Халь вара Хăваç тăкăрлăкне пăрăнса кӗричченех унăн çӳхе кӗпи айӗнчи йăкăлт-йăкăлт сиксе пыракан купарчисене уççăнах куратăп.

Ӗнер уçă кантăк умӗнче Укахвие эпӗ çапла тимлӗн ăсатнине асăрханă та Синевер турчка аврипе янахран хытах катлаттарчӗ. 

– Ку мӗне пӗлтерчӗ-ха? – тетӗп.

– Ку-и? Лăплантараканни, – тавăрчӗ кăмакаран кăвар туртнă май карчăк.  Тӗлӗнмелле. Турчка аври те витамин шутне кӗрет-им? – пуçне пăркаларӗ Сахрун, сăмахне вӗçлесе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев