Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Спорт

Элкел каратисчӗсем 13 медальпе таврăнчӗç

«Çӗнтерӳ Кубокӗ – 2018» республика турнирӗнче Элкел каратисчӗсем республика командин пухмачне çичӗ 1-мӗш, тăватă 2-мӗш, икӗ 3-мӗш вырăн йышăнса самай пуянлатрӗç.

Элкел районӗнче киокусинкай-каратэ енӗпе тăваттăмӗш хут «Çӗнтерӳ Кубокӗ – 2018» республика турнирӗ иртнӗ. Хальхинче унта Атăлçи тăрăхӗнчи виçӗ регионтан 8-13 çулти 260 спортсмен хутшăннă. Командăсен хушшинче пирӗн республикăн каратисчӗсем мала тухнă, иккӗмӗш вырăнта Ульяновск облаçӗ, виççӗмӗш – Марий Эл. Элкел районӗн Андрей Зиньков ертсе пыракан çамрăк каратисчӗсем хамăр республика командин пухмачне çичӗ 1-мӗш, тăватă 2-мӗш, икӗ 3-мӗш вырăн йышăнса самай пуянлатрӗç. Вăйăра чи лайăх техника кăтартнă Ринат Сабирова ятарлă приз – каратист статуэтки парса чысланă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Каратисты республики