Вăйлисене те парăнтараççӗ
Пӗрремӗш минутсенчех хăвăн хапхуна гол кӗрттерсен, эсӗ матч тăршшӗпе площадкăра хашкамаллине ăнланса илетӗн. Пӗрремӗш таймăн 8-мӗш минутӗнчех «Дубрава» командăн пуçне уснă голкиперӗн сетка ăшӗнчен мечӗк кăларма тиврӗ.
«Сувар» команда майăн 26-мӗшӗнче Хусанти «Дубравăпа» тӗл пулчӗ. Çимӗк пулнине пăхмасăрах пирӗн командăра вылякансем те, вӗсене улăштаракансем те çителӗклӗччӗ. «Дубравăн» вара футболисчӗсем шăп та лăп кăна. Улăштаракансăр выляма пулать, анчах та пӗрремӗш минутсенчех хăвăн хапхуна гол кӗрттерсен, эсӗ матч тăршшӗпе площадкăра хашкамаллине ăнланса илетӗн. «Дубравăн» хăш-пӗр выляканӗпе çапла пулса иртрӗ-тӗр те. Пӗрремӗш таймăн 8-мӗш минутӗнчех вӗсен пуçне уснă голкиперӗн сетка ăшӗнчен мечӗк кăларма тиврӗ.
«Дубрава» пӗтӗм вăйӗпе атакăна вирхӗнме пуçларӗ. Вăхăчӗ-вăхăчӗпе «Сувар» вăййине курма килнисем, шут ан танлаштăр тесе пăшăрханма та тытăнчӗç. Анчах та пирӗн вратарь кашни самантра тӗрӗс вылярӗ. Хӳтӗлевçӗсем те шанчăклă пулчӗç, хирӗç вылякансене «Сувар» штрафнойне ыткăнса кӗме памарӗç. Çав вăхăтра ыткăнса кӗме пултаракансем пурччӗ «Дубравăн», уйрăмах 7-мӗш номерпе вылякан типшӗм ача. Анчах та вăл тапăнакан патне мечӗк сайра çиткелерӗ, мӗншӗн тесен площадка варринче çак кун «Сувар» хуçаланчӗ тесен те йăнăшмăпăр.
Эрнере икӗ хут тренировкăсем ирттерекен командăмăр тинех йӗркене кӗрсе пырать. Иртнӗ эрнере турнир таблицинче виççӗмӗш вырăнта пулнă «Заряна» парăнтарни чăваш командинче вылякансене самаях хавхалантарчӗ. «Дубравăпа» вылянă чухне «Олимп» стадионра тренер та пурри футболистсене хăват кӗртмесӗр мар, паллах.
«Сувар» ку вăйăра тапăну стратегине суйласа илни пӗрремӗш таймрах курăнчӗ. Иккӗмӗш таймра пирӗннисем атака хăватне ӳстерчӗç кăна. «Дубравăна» тата виçӗ хутчен кӳрентерчӗç «Суварсем». Хирӗç вылякансен атакисене площадка варринчех татса хăвăрт контратакăна тухни нумай чухне гол патне илсе çитерчӗ. 4 кăна мар, 6 гол кӗртме пултаратчӗ «Сувар». Пурте вăййа чухласа, партнерсене курса вылярӗç. Уйрăмах А.Понедельчук, А.Ахмадеев, В.Осипов ăсталăхне палăртас килет. В.Гудков капитан та хăйӗн ӗçне лайăх туса пырать.
Мӗнех, команда йӗркеленсе çитрӗ. Тепӗр вăйă июнӗн 2-мӗшӗнче Дербышкинчи «Ракета» стадионра 18.30 сехетре пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев