Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Спорт

«Ылтăн пиçиххи» кăçал камăн?

Хӗвел тухăç кӗрешӗвӗнче çитӗнӳ туса республика имиджне çӗклекенсене майăн 26-мӗшӗнче «Ылтăн пиçиххи» наци премийӗпе чыслаççӗ.

Республикăра хӗвел тухăç кӗрешӳ спорчӗн чи вăйлă спортсменӗ кам пулнине пӗлес тесен, май уйăхӗн 26-мӗшӗнче Хусанти «УНИКС» концерт залне килмелле. 13 сехетре кунта çак спортра пысăк çитӗнӳ тунисене Тутарстан Республикин «Ылтăн пиçиххи» наци премийӗпе чыслаççӗ. Йӗркелӳçӗсем (Раççейри хӗвел тухăç кӗрешӳ искусствисен канашӗн Тутарстанри филиалӗ, ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министерстви, ТР Обществăлла деятельсен канашӗ) шантарнă тăрăх, куракансене чыслав церемонийӗсӗр пуçне асра юлакан шоу: концерт, хӗвел тухăç кӗрешӗвӗсен кăтартăвӗ те кӗтет.

Чи малтан палăртса хăварар, хӗвел тухăç кӗрешӗвӗ Раççейре чи анлă сарăлнă спорт тӗсӗ, çӗршывра 4,5 миллион çын аппаланать унпа, Тутарстанра – 15 пин ытла. Хальхи вăхăтра республикăра çак спортăн 30 федерацийӗ йӗркеленнӗ. Çитӗнӳсем те курăмлă. Хӗвел тухăç кӗрешӗвӗнче çитӗнӳ туса республика имиджне çӗклекенсене палăртас шутпа «Ылтăн пиçиххи» наци премийӗпе чыслама тӗллев лартнă та, чăн та, Раççейре ку преми 2005 çултанпах пур,Тутарстанра вара виççӗмӗш çул кăна-ха. Раççейри хӗвел тухăç кӗрешӳ спорчӗн федерацийӗн Тутарстанри филиалӗн çӗнӗ составӗ 2013 çулта çеç йӗркеленнипе çыхăннă-мӗн ку.

Республикăри Хӗвел тухăç крешӳ спорчӗн представителӗсем (Раççейри хӗвел тухăç кӗрешӳ искусствисен канашӗн Тутарстанри филиалӗн вице-президенчӗ Эдуард Шарафиев, Раççей хӗвел тухăç кӗрешӳ искусствисен канашӗн Тутарстанри ӗçтăвкомӗн ертӳçи Александр Даренков тата ыттисем) паян «Татар-информ» ИАра журналистсемпе тӗл пулсан, кăçал республикăри 18 федерацирен пурӗ 60 ытла заявка килнине пӗлтерчӗç. Ытти çулсенчи пекех, кăçал та пилӗк номинаципе чыслаççӗ: «Çулталăкри чи лайăх спортсмен», «Çулталăкри чи лайăх тренер», «Çулталăкри чи лайăх промоутер», «Çулталăкри чи лайăх ертӳçӗ», «Йăласене парăнса тăни». 

Номинантсене ятарлă комисси икӗ тапхăрпа суйласа илет-мӗн. Тӗпрен илсен, 2017 çулхи Раççей, тӗнче шайӗнчи ăмăртусенче тунă çитӗнӳсене, ăмăртăвăн пӗлтерӗшне пăхать. Паллах, кунта юниорсем çинчен сăмах пымасть. «Ылтăн пиçиххи» наци премийӗн номинанчӗсем 17-18 çултан пуçласа аслăрах спортсменсем. Хӗрсем те çук мар, кăçалхи номинантсен хушшинче те пур вӗсем. Номинантсене Диплом, лауреатсене хаклă металсенчен тунă «Ылтăн пиçиххи» статуэтка, хисеплӗ паллă (удостоверенийӗпе пӗрле) тата укçан преми параççӗ.


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев