News by tag - конкурс
-
Ятарлă çар операцине хутшăнакансем хăйсен пултарулăхӗпе паллаштарӗç
Тутарстан Республикин Культура министерстви пуçарса янă республикăри патриотла юррăсен пӗрремӗш конкурсӗн гала-концерчӗ Раççей кунӗнче, июнӗн 12-мӗшӗнче, 15.00 сехетре «Казан» Çемье центрӗ умӗнче иртнине «Татар-информ» агенствăра пресс-конференцире журналистсене ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова пӗлтерчӗ.
-
«Новая волна» юрă конкурсӗ Хусанта иртет
Çуллахи ырă çанталăкпа киленес каçсенче 2002 çултанпах Латвири Юрмала курорт хулинче иртекен юрă конкурсне пăхма телевизор патне васкаттăмăр. Ку паллă конкурсăн пуçаруçисем – талантлă икӗ композитор Раймонд Паулспа Игорь Крутой, вӗсемех жюри председателӗччӗ.
-
«Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ» ята кăçал Мария Архипова çӗнсе илчӗ
Нумаях пулмасть Пӑва районӗнче йăлана кӗнӗ шкул ачисен хушшинчи «Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ» конкурс 20-мӗш хут иртрӗ. Ку конкурса хăй вăхăтӗнче Элшел вӑтам шкулӗн директорӗ Владимир Ильич Афанасьев пуçарса янӑ. Хальхи вӑхӑтра Владимир Ильич тивӗçлӗ канура, çапах та кашни конкурсах жюри пулса хутшăнать.
-
Ӳкерчӗксемпе юрăсем кӗтетпӗр!
Ача садне çӳрекен шăпăрлансемпе шкулта вӗренекен ачасене «Аслă Çӗнтерӳ. Никама та манман, нимӗн те манăçман» конкурс пуçланни çинчен аса илтеретпӗр.
-
Çӗршыв хӳтӗлевçисене халалланă ӳкерчӗксем кӗтетпӗр
Аслă Çӗнтерӳ кунӗ умӗн хаçатра çак темăпа ачасен хушшинче ӳкерчӗксен конкурсне ирттересси «Сувар» хаçатра ырă йăлана кӗчӗ. Кăçал, Аслă Çӗнтерӳ 80 тултарнă çул, паллах, ирттермесӗр пултараймастпăр Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене халалланă конкурса.
-
Вӑрҫӑ юррисен онлайн конкурсӗ пыни çинчен аса илтеретпӗр
Хаклă вулакансем! Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалласа «Сувар» хаçат редакцийӗ «Çӗнтерӳ юррисем – Песни Победы» вӑрҫӑ юррисен конкурсне хутшăнма васкăр!
-
«Çӗнтерӳ юррисем – Песни Победы» вӑрҫӑ юррисен онлайн конкурсне хутшăнма васкăр!
Хаклă вулакансем! Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалласа «Сувар» хаçат редакцийӗ «Çӗнтерӳ юррисем – Песни Победы» вӑрҫӑ юррисен конкурсӗ пуçланни çинчен аса илтеретпӗр.
-
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитесси 80 кун юлчӗ: «Çӗнтерӳ юррисем» конкурс пуçлатпăр!
Хаклă вулакансем! Февралӗн 19-мӗшӗнче – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитесси 80 кун юлсан – «Сувар» хаçат редакцийӗ «Çӗнтерӳ юррисем – Песни Победы» вăрçă юррисен онлайн-конкурсне пуçарчӗ.
-
Çамрăк экологсен конкурсне пӗтӗмлетрӗç
ТР Патшалăх Канашӗнче «Об экологии друг другу» республика шайӗнчи III конкурса пӗтӗмлетрӗç. Экологи тата çутçанталăк ресурсӗсен министерстви 2015 çулта çамрăксем валли пуçарнă «Будет чисто» юхăм «ЭКОволна» çамрăк экологсен организацийӗн VIII форумӗн (2024 çулхи май уйăхӗнче иртнӗ) витӗмӗпе йӗркеленӗ ку конкурса.
-
Литература конкурсне заявкăсем йышăнаççӗ
Тутарстанра «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентстви тата Тутар кӗнеке издательстви пулăшнипе «ТАТМЕДИА» акционерлă общество «Геройлар янәшәдә» – «Герои рядом» патриотла литература конкурсӗ ирттерет. Унăн тӗп тӗллевӗ – йăлана кӗнӗ ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхӗсене тата патриотизма аталантарасси.
-
«Чăваш романӗ» III литература конкурсӗ иртет
Чăваш кӗнеке издательстви «Чăваш романӗ» литература конкурсне виççӗмӗш хут ирттерет. Конкурса тăратнă ӗçсем чăвашла çеç пулмалла, урăх чӗлхерен чăвашла куçарнă хайлавсене пăхса тухмаççӗ. Конкурса халиччен кӗнеке пек пичетленмен хайлавпа хутшăнмалла.
-
Республикăра пурăнакансем «Пирӗн кил-картишӗнче-2025» сăнӳкерчӗксен конкурсне хутшăнма пултараççӗ
Тутарстанри общество палатипе «Татар-информ» агентство «А у нас во дворе-2025» конкурс пуçарса янă. Конкурса уйрăм е нумай хваттерлӗ çуртра пурăнакансем хутшăнма пултараççӗ.
-
Малтисем йышӗнче – пирӗннисем
Декабрӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти Пичет çуртӗнче «Чăваш кӗнеки. Çамрăк талантсем» регионсен хушшинчи XIII конкурсăн çӗнтерӳçисемпе призерӗсене чысларӗç. Чăваш кӗнеке издательстви йӗркеленӗ конкурс августăн 30-мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 31-мӗшӗччен иртрӗ.
-
Çӗнӗ сăнсем, темăсем, номинацисем
Халăхсен хушшинчи «Глаголица» литература премийӗ кăçал Хусанта 11-мӗш хут иртрӗ
-
Пӗтӗм Раççейри «Моя страна – моя Россия» конкурса Тутарстанран тăваттăн хутшăнаççӗ
Раççей регионӗсенчен тата 9 ют çӗршывран конкурса хутшăнма 55 321 заявка килнӗ. Конкурсăн ХХI сезонӗн финалне 300 çын иртнӗ, вӗсенчен тăваттăшӗ Тутарстанран. 2024 çулта вăл 13 номинаципе иртнӗ.