Чăваш кӗнеке издательстви «Кӗмӗл калем» конкурса хутшăнма йыхравлать
«Чăваш Ен» Издательствăпа полиграфи комплексӗн Чăваш кӗнеке издательстви яш-кӗрӗме «Кӗмӗл калем» литература конкурсне хутшăнма йыхравлать.
Конкурса 18–35 çулсенчи авторсем çак номинацисемпе чăвашла е вырăсла çырнă хайлавсемпе хутшăнма пултараççӗ:
- илемлӗ проза;
- документлă проза;
- поэзи;
Ятарлă номинаци те пур: ӳкерчӗксемпе е сăнӳкерчӗксемпе хатӗрленӗ истори (урăхла каласан – комикс).
Конкурса хальччен пичетленмен ӗçсене çеç йышăнаççӗ: проза калăпăшӗ – 1 автор листи (40 000 паллă), поэзи – 700 йӗрке, иллюстраци – 3000 тăваткал сантиметр чухлӗ материал. Кашни номинаципе пӗр ӗç çеç тăратма юрать.
Пӗрремӗш страницăра автор ятне, хушаматне, ашшӗ ятне (пур пулсан – псевдонимне), хăçан çуралнине, телефон номерне, электронлă почтăна, хăш номинаципе хутшăннине, хайлав ятне палăртмалла. Ӗçсене çу уйăхӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа çурла уйăхӗн 1-мӗшӗччен йышăнаççӗ, çӗнтерӳçӗсене Чăваш кӗнеке издательствин çуралнă кунӗнче, чӳк уйăхӗн 12-мӗшӗнче, чыслӗç.
Мала тухнисем дипломпа парнесене тивӗçӗç, Чăваш кӗнеке издательствинче стажировка тухма пултарӗç. Унсăр пуçне тăватă номинацири çӗнтерӳçӗрен пӗри конкурсăн Гран-прине тивӗçӗ, ăна 50 000 тенкӗ парса хавхалантарӗç.
Парнесене тивӗçнӗ авторсен ӗçӗсем тата жюри пайташӗсем палăртнă хайлавсем «Кӗмӗл калем. Серебряное перо» сборника кӗрӗç.
Ӗçсене glavred@ipk21.ru электронлă адреспа йышăнаççӗ. Конкурс йӗркипе тӗплӗнрех Чăваш кӗнеке издательствин www.chuvbook.ru, «Чăваш Ен» Издательствăпа полиграфи комплексӗн сайчӗсенче, «ВКонтакте» социаллă тетелте паллашма пулать.
Çамрăк автросен хайлавӗсене чăтăмсăррăн кӗтетеççӗ!
Чăваш кӗнеке издательстви сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев