«ЧĂВАШКИНО» Яковлев çинчен кино ӳкерме тытăннă
Ӳкерӳ ушкăнӗ Кăнна Кушкине июлӗн 24-мӗшӗнче килсе фильмăн пӗр пайӗ валли материалсем пухнă та ӗнтӗ.
Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнӗ май «Чăвашкино» Чăваш патшалăх киностудийӗпе электронлă документацисен архивӗн ӗçченӗсем документлă кино ӳкерме пуçланине пӗлтерет ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен сайчӗ. Ăна «И.Я. Яковлев чăваш халăхӗн чӗринче» мероприятисен ярăмӗпе килӗшӳллӗн ирттереççӗ-мӗн. Ӳкерӳ ушкăнӗ Кăнна Кушкине июлӗн 24-мӗшӗнче килсе фильмăн пӗр пайӗ валли материалсем пухнă та ӗнтӗ. Паллах, теччӗсем хăйсем те ку ӗçрен пăрăнса юлман, район администрацийӗпе телестудийӗ, Кăнна Кушкинчи И. Яковлев музейӗ, вырăнти ЧНКЦ ӳкерӳ ӗçне йӗркелесе ирттерме нумай пулăшнă. Урăхла май та çук, патриарх çинчен астăвăм кунта пуринчен нумай упранать-çке.
Иван Яковлев çинчен документлă фильмăн тӗллевӗ вара – çитӗнекен ăрăва наци мăнаçлăхӗпе паттăрӗн, тӗнчипе паллă педагог-просветителӗн пурнăçӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе тата произведенийӗсемпе, халалӗпе паллаштарасси. (Сăнӳкерчӗк www culture. cap.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев