Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Теччӗ (Тетюшиский)

Хупкӗпер ачисем Карлсонпа паллашрӗç

Хыттăн сасăпа вулани, ун хыççăн хайлава тишкерсе тухнине - янравлă вулав теççĕ. Кĕнекесемпе çыхăну шыраса тупмашкăн, ăнланса илмешкĕн ачасемшĕн ку меслет лайăхисенчен пĕри тесе шутланать. Унăн тĕллевĕ ачасене тимлĕн итлеме, ăса хывма, сăмах пӗлтерӗшӗпе паллашма, кĕнекесемпе кăсăкланма вĕрентни. Теччĕ районӗнчи Хупкĕпер ялĕнче те çак меслетпе ĕçлесе пăхрӗç. Шкула кайман ача-пăчасене...

Хыттăн сасăпа вулани, ун хыççăн хайлава тишкерсе тухнине - янравлă вулав теççĕ. Кĕнекесемпе çыхăну шыраса тупмашкăн, ăнланса илмешкĕн ачасемшĕн ку меслет лайăхисенчен пĕри тесе шутланать.

Унăн тĕллевĕ ачасене тимлĕн итлеме, ăса хывма, сăмах пӗлтерӗшӗпе паллашма, кĕнекесемпе кăсăкланма вĕрентни.

Теччĕ районӗнчи Хупкĕпер ялĕнче те çак меслетпе ĕçлесе пăхрӗç. Шкула кайман ача-пăчасене библиотека ĕçченĕ Мария Канашева швед çыравçин Астрид Линдгренăн «Карлсон, который живет на крыше» кӗнекипе паллаштарчĕ. Ачасем асамлă повеçе кăсăкланса итлерĕç, ыйтусем çине те хăюллăн хуравларĕç. Шкулта вӗренекен «Карлсон» тата «Пеппи вăрăм чăлха» сăнарĕсем те ачасене савăнăç кӳрме килчĕç вулав çуртне.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев