Теччĕ çумĕнчи Ивански ялĕ 90 тултарнине паллă турĕ
Теччĕ районĕнче пĕчĕк чăваш ялĕсем нумай, вĕсенчен пĕри Ивановка. Чăвашсем ăна Ивански теççĕ. Çак ял йĕркеленнĕренпе кăçал 90 çул çитрĕ. Ялăн историне районти паллă таврапĕлÿçĕ Владимир Вериялов тĕпчесе кĕнеке кăларнă. Ялта вăрçăра пулнисене асăнса лартнă обелиск та унăн пуçарăвĕ. Вăрçа 34-ăн тухса кайнă, 21-шĕ таврăннă. Ивански нихăçан та пысăк пулман....
Теччĕ районĕнче пĕчĕк чăваш ялĕсем нумай, вĕсенчен пĕри Ивановка. Чăвашсем ăна Ивански теççĕ. Çак ял йĕркеленнĕренпе кăçал 90 çул çитрĕ. Ялăн историне районти паллă таврапĕлÿçĕ Владимир Вериялов тĕпчесе кĕнеке кăларнă. Ялта вăрçăра пулнисене асăнса лартнă обелиск та унăн пуçарăвĕ. Вăрçа 34-ăн тухса кайнă, 21-шĕ таврăннă. Ивански нихăçан та пысăк пулман. Теччĕ районĕнчи ЧНКЦ председателĕ Володар Тимофеев сăмахĕсем тăрăх, ялта хальхи вăхăтра 70 çын пурăнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев