Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Телейлӗ çемье – çирӗп çӗршыв!

Анат Камăра пурăнакан Леонтьевсем Сочире Роман Костомаровпа тата Алексей Ягудинпа тӗл пулнă

Ачасен канăвне тӗрлӗ енлӗ, интереслӗ тума тăрăшаççӗ. Пушă вăхăтра хӗвелпе хӗртӗнсе те, тинӗс хӗрне çитсе курма та ӗлкӗрнӗ, парксенчи аттракционсенче те каннă. Чи асра юлаканни вара – Раççейри паллă спортсменсемпе Роман Костомаровпа, Оксана Домнинăпа тата Алексей Ягудинпа тӗл пулни. Фестивале хутшăнакансем Ягудинпа пӗрле зарядка тунă пулсан, Костомаровпа тата Домнинăпа вара тӗлпулу ирттернӗ.

Этем тума пултарайман ӗç, хăнăху çӗр çинче çук пуль вăл. Пурнăçа хытă юратсан, умра çирӗп тӗллев пулсан темле йывăрлăха та çӗнтерме пулать иккен. Çакăн пек шухăш çуралчӗ Анат Кама хулинче пурăнакан Леонтьевсен çемйипе паллашсан. Ку çемьери виçӗ ачаран вăталăххи – Станислав – инвалид. Амăшӗ Татьяна Николаевна пӗчченех ӳстерет ачисене. Виçӗ ачана пурте сывлăхлă пулсан та пӗччен ӳстерме çăмăлах мар-ха та, сывлăх енчен çирӗп мар ачана пушшех те пысăк тимлӗх кирлӗ-çке. Анчах та чăваш хӗрарăмӗ пуç усмасть: çитӗннӗ ывăлӗ Иван та, кӗçӗнни Вера та амăшне пур енлӗн пулăшаççӗ. 

Çак кунсенче 16 çул тултарнă Станислав хăй те питӗ çирӗп кăмăллă, палăртнине тем тесен те тума тăрăшаканскер. Ун пек пулмасан следж-хоккейла выляса çитӗнӳсем тăвайнă пулӗччӗ-и? Паллах, çук. 

Йӗркипе каласа парар-ха. Çулталăк ытларах каялла кăна Стас кун пек спорт тӗсӗ пирки илтмен те пулнă-ха. Пӗррехинче амăшӗ «ВКонтакте» социаллă сетьре ывăлӗпе пӗрле «Надежда» сывлăх тӗлӗшпе çирӗпех мар ачасен  шкул-интернатӗнче вӗренекен хӗрачан амăшӗ лартнă следж-хоккейпа çыхăннă сăнӳкерчӗксене курах кайнă. Ывăлне те кăтартнă вӗсене. Стаса интереслентерсех янă çак спорт. Шутланă-шутланă та  тренировкăна кайса пăхма шут тытнă ывăлӗпе амăшӗ. Малтанлăха пӗрре те çăмăл пулман сывлăх енчен çирӗпех мар каччăна. Клюшка тытма мар, перчетке тăхăнма та кăткăс пулнă-ха ăна малтан. 

«Пирвайхи тренировкăра манăн темле тăрăшсан та нимӗн те пулмарӗ, пӗрмай ӳкрӗм. Кунта çӳрекенсем пурте аванах ярăнатчӗç ӗнтӗ, эпӗ вара çуна çинче хăрах алăпа тытăнса çаврăнса кăна çӳрейрӗм. Анчах та ку спорт мана çав тери кăмăла кайрӗ. Иккӗмӗш тренировкăна килсен мӗн тумаллине, еплерех ярăнса çӳремеллине аванах ăнланса илтӗм. Вара ку спортра юлмах шутларăм, – каласа парать Станислав Леонтьев. – Маншăн следж-хоккей вăл – шанчăк. Ăнăçу тума, сывлăхлă, пурнăçра хастар пулма май паракан шанчăк. Хоккей мана çирӗпрех, чăтăмлăрах пулма, аталанма пулăшать. Пирӗн тӗлӗнмелле аван команда, эпир кунта пӗр çемьери пекех. Атте-аннесемпе тренер яланах хавхалантараççӗ пире».

Малтан Станислава Камские Поляны поселокне эрнере икӗ хутчен тренировкăна илсе çӳренӗ амăшӗ. Пӗлтӗр декабрь уйăхӗнче Анат Камăра «Танеко Арена» Пăр керменӗ уçăлнăранпа унта тренировка иртеççӗ. 

Паллах, пиччӗшне пур енлӗн тӗрев пама тăрăшакан йăмăкӗ Вера та айккинче юлман – вăл та амăшӗпе тата Стаспа тренировкăсене çӳренӗ, пиччӗшне пăр çинче ярăнмашкăн хăнăхма нумай пулăшнă вăл. Хастарскере айккинчен пăхса тăрасси йăлăхтарнă куран, хăйӗн те хоккейла вылясси килнӗ. Анчах та малтан амăшӗ ирӗк паман-ха. Тренировкăран таврăнсан Вера килте пиччӗшӗн хоккеист формине тăхăна-тăхăна пăхса ассăн сывланă. Телее, кӗçех Верăна тренерсем следж-хоккей выляма чӗннӗ. Вăл мӗнле савăннине тавçăратăр-и?! Амăшӗ каланă тăрăх, пăр çинче Вера ярăнса мар, вӗçсе çӳрет. Ăна кура пиччӗшӗ те пӗтӗм вăйран çитӗнӳсем тума тăрăшать. 

Пӗлтӗрхи декабрь уйăхӗнче пуçласа «Кубок силы» турнира хутшăннă  Анат Камăри следж-хоккей вылякан ачасен «ТАНЕКО» команди. Хутшăннă та чемпион ятне илнӗ. 

Çӗнтерӳ ачасене те, вӗсене пур енлӗн тӗрев паракан ашшӗ-амăшӗпе тренерсене те тата пысăк çитӗнӳсем тума хавхалантарнă. Çавăнпах вӗсем Сочире çуллен иртекен Пӗтӗм Раççейри адаптивлă хоккей фестивальне хутшăнма çирӗп тӗллев лартнă – заявка панă. Мӗн тетӗр – йӗркелӳçӗсем анаткамăсен заявкине ырланă. 

Çапла майпа Станиславпа Вера Леонтьевсем амăшӗпе Татьяна Николаевнăпа пӗрле хăйсем çӳрекен команда йышӗнче кăçалхи апрелӗн 26 – 30-мӗшӗсенче Сочири «Сириус» вӗренӳ центрӗн территорийӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раççейри VI адаптивлă хоккей фестивальне хутшăннă. Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнчен 96 команда пуçтарăннă унта. Кăçал ку фестивалӗн спорт тӗсӗсен программине следж-хоккей тӗлӗшпе çӗнӗ дисциплина кӗртнӗ – 3*3. Классикăлла вăйăпа танлаштарсан кун пек чух командăсенче пилӗк çын мар, виçшерӗн выляççӗ, вратарь те çук. Анат Кама ачисем 6 вăйă выляса пиллӗкӗшӗнче çӗнтернӗ, пӗринче шут ничья пулнă. Пӗрре те выляса яман. «ТАНЕКО» команда очко пухассипе тата шайба перессипе лидер пулса тăнă. Çакă мар-и çитӗнӳ!

Кун пек масштаблă мероприятисенче, паллах, ăмăртусем ирттернипе кăна çырлахмаççӗ ӗнтӗ йӗркелӳçӗсем. Ачасен канăвне тӗрлӗ енлӗ, интереслӗ тума тăрăшаççӗ. Пушă вăхăтра хӗвелпе хӗртӗнсе те, тинӗс хӗрне çитсе курма та ӗлкӗрнӗ, парксенчи аттракционсенче те каннă. Чи асра юлаканни вара – Раççейри паллă спортсменсемпе Роман Костомаровпа, Оксана Домнинăпа тата Алексей Ягудинпа тӗл пулни. Фестивале хутшăнакансем Ягудинпа пӗрле зарядка тунă пулсан, Костомаровпа тата Домнинăпа вара тӗлпулу ирттернӗ. Романăн чуна тивекен историне пурте пӗлеççӗ ӗнтӗ – вăл пӗлтӗр хытă чирлесе аран вилӗмрен юлнă. Ачасем çирӗп кăмăллă спортсмена нумай ыйту панă, вăл каласа панине çăвар карсах итленӗ. Паллах, майпа усă курса паллă çынсенчен автограф илме, сăн ӳкерӗнме те манман ӗнтӗ. 

Сочирен Анат Камăри «ТАНЕКО» командăна çӳрекен ачасемпе ашшӗ-амăшӗсем пысăк хавхаланупа таврăннă. «Халӗ те Сочие кайса килни пирки хавхаланса калаçаççӗ-ха Верăпа Стас. Питӗ килӗшнӗ вӗсене унта. Малашне те çав фестивале хутшăнма ӗмӗтленеççӗ», – тет ачисемшӗн яланах тем тума та хатӗр Татьяна Николаевна. 

Леонтьевсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год семьи в России