Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Телейлӗ çемье – çирӗп çӗршыв!

Ӗмӗрлӗхех пӗрле!

Василий Михайловичпа Раиса Алексеевна Храмовсем 50 çул пӗрле килӗштерсе пурăнаççӗ. Теччӗ районӗнчи Йӳккел ялӗнче çуралса ӳснӗскерсем пӗр-пӗрне ачаранах лайăх пӗлнӗ, пӗрле пулатпăр тесе шутламан та çамрăксем. Анчах Турă çырнинчен иртеймӗн.

Василий Михайлович 1952 çулхи апрель уйăхӗн 13-мӗшӗнче Михаил Тимофеевичпа Ольга Васильевна çемйинче çуралнă. Ялти сакăр класлă шкула пӗтернӗ хыççăн каçхи шкула çӳренӗ, Монастырское салин училищинче тракториста вӗреннӗ. Салтакра хӗсметре пулнă хыççăн Василий Михайлович тăван ялах таврăннă. Ӗмӗр тăршшӗпех тăван колхозра тăрăшнă, шкулта ăшă пулнишӗн те вăлах яваплă пулнă, кочегарта ӗçленӗ.

Раиса Алексеевна 1955 çулхи мартăн 14-мӗшӗнче Алексей Васильевичпа Васса Ивановна Борисовсен çемйинче çуралнă. Ялти шкула пӗтерсен хăй пурнăçне  выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗçпе çыхăнтарнă. 

Пӗр ялта çуралса ӳснӗ хӗрпе каччă клубра иртекен ташă каçӗнче тӗл пулсан, пӗр-пӗрин çине урăхла пăхма пуçланă. Çак каç çуралнă та хальхи кунччен тăсăлакан юрату. Туйпа та кӗттерсе тăман вӗсем, 1974 çулхи  октябрӗн 10-мӗшӗнче çамрăк мăшăр пӗрлешнӗ.  Василий Михайловичпа Раиса Алексеевна икӗ хӗрпе ывăл çуратса ӳстернӗ – Надеждăпа Вера тата Николай. Хальхи вăхăтра 5 мăнукпа 1 кӗçӗн мăнукне ӳстерме пулăшаççӗ.  Василий Михайловичăн сывлăхӗ çирӗпех мар пулсан та, çемье тӗрев пани ăна пулăшса тăрать. 

Раиса Алексеевна тивӗçлӗ канура тесе алă усса лармасть, чуна йăпатмашкăн унăн ерçӳ те пур, пӗрре кăна та  мар. Çӗлет, çыхать, тӗрлет. Хăй аллипе пуçа тăхăнмалли хушпу, тухья тата масмак ăсталать. Ялта тата районта пурăнакансем  ун патне пуçа тăхăнмалли туса пама е чăваш кӗпи çӗлесе пама ыйтса килеççӗ. Асанне-кукамайсенчен юлнă хушпăва та çӗнетсе пама пултарать Рая аппа. Килте те яланах тирпейлӗ те хăтлă вӗсен, хăнана хапăл туса кӗтсе илеççӗ.

50 çул пӗрле килӗштерсе пурăннă ятпа саламласа Василий Михайловичпа Раиса Алексеевнăна  хастар кăмăл, вăрăм кун-çул, çирӗп сывлăх тата юрату сунатпăр. Сирӗн килӗрте ăшă çемье вучахӗ çунма ан пăрахтăр, ачасемпе мăнукăрсем хăйсен çитӗнӗвӗсемпе савăнтарса тăччăр, çемье малалла та йышланса кăна тăтăр. Телей те пархатар сире сунатпăр нумай çула. 

Лилия АРИСОВА, библиотекарь.

Теччӗ районӗ, Йӳккел ялӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год семьи в России