Николайпа Альбина Казаковсем 35 çул пӗрле
Нумай пулмасть Ульяновск хулин Засвияжски районӗн ЗАГС уйрăмӗнче чаплă мероприяти иртрӗ — кунта Николай тата Альбина Казаковсем пӗрлешнӗренпе 35 çул çитнине — коралл туй — паллă турӗç. Николай Александрович профессипе вăрман ӗçченӗ, Альбина Анисимовна вара ача садӗнче воспитатель пулса ӗçлет.
Юбилярсене Ульяновск облаçӗн Закон кăларакан Пухăвӗн Засвияжски районӗнчен суйланнă депутачӗ Денис Седов саламларӗ, Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн тата хăйӗн ятӗнчен асăнмалăх парне пачӗ. Унтан Казаковсене тăванӗсемпе юлташӗсем те саламларӗç.
Мероприятие ертсе пыракан Вера Захарычева Казаковсен телейлӗ юрату историйӗ пирки каласа пачӗ. Николайпа Альбина Тереньга поселокӗнче паллашнă иккен. Паллашнă та туслашнă, унтан туслăх юратăва куçнă — çамрăксем çемье çавăрнă. Пушă вăхăтра мӗн тăватăр тесе ыйтсан иккӗшӗ те: «Пушă вăхăт çук пирӗн. Кил хуçалăхӗ, сад-пахча, кӗнеке-хаçат...» — терӗç.
Николай Александрович — таврапӗлӳçӗ, обществăлла ӗçчен, авалхи япаласене пухса музейсене парать. Альбина Анисимовна хитре чечексем ӳстерме кăмăллать. Телейлӗ çемье пурнăçӗн вăрттăнлăхӗ мӗнре-ши Казаковсемшӗн? «Чăтăмлăх, ӗçченлӗх тата юрату — акă чи кирли», — теççӗ вӗсем.
Пӗр-пӗринпе мӗнле паллашни пирки темиçе кӗнеке те çырса кăларнă Николай Александрович тӗрленчӗк те çырнă. Унпа вулакансене малашнехи номерсенче паллаштарăпăр.
Казаковсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев