Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Телейлӗ çемье – çирӗп çӗршыв!

Салтакшăн килте кĕтекен пулни пĕлтерĕшлĕ

Нумаях пулмасть Çырчаллинчи ЗАГСра питӗ илемлӗ мăшăр хăйсем пӗрлешнине çирӗплетсе алă пусрӗ.

Качча каякан хӗрпе авланакан каччă пурте çапла илемлӗ-ха ӗнтӗ, анчах та кусен пичӗсенчи савăнăç уйрăмах хăйне евӗрлӗ пек туйăнчӗ. Каччă ытларах та хумханни сисӗнет. ЗАГС уйрăмӗн ӗçченӗсем документсене çырса тултарнă вăхăтра çамрăк мăшăрпа çывăхрах паллашма пултартăмăр.

«Пире туссем паллаштарчӗç. Эпӗ заводра ӗçлетӗп. Пӗррехинче ӗçтеш çутçанталăкра пӗрле канма чӗнчӗ. Çавăнта пуçласа куртăм та ӗнтӗ пулас мăшăрăма. Вăл ăслă, илемлӗ çын, хăйне питӗ интеллигентлă тытрӗ. Пушкăртстанра çуралса ӳснӗ чăваш, Çырчаллинче пурăнать. Ку кăна та мар — эпир пӗр комплексрах пурăнатпăр иккен тата! Пытармастăп – вăл мана тӳрех килӗшрӗ, анчах та çакна палăртмарăм. Савнă тусăм шанчăклă çын, сăмаха çилпе вӗçтермест вăл, мал ӗмӗтлӗ, нумай çул çурт-йӗр тăвас ӗçре тăрăшнă», – каласа парать куçӗсенче телей çиçекен пике Дарья.

Çав тӗлпулу хыççăн хӗрпе каччă телефон номерӗсемпе ылмашăннă, туслă çыхăну тытма пуçланă. Каçсерен пӗрле уçăлса çӳренӗ. 2022 çулхи декабрь уйăхӗнче вара каччă РФ Оборона министерствипе контракт туса ятарлă çар операцине кайнă. 

«Тăван енрен аякра эпӗ Дарьяна хам мӗнлерех хытă юратнине тата аванрах ăнланса илтӗм. Çар çыннишӗн ăна килте юратакансем, кӗтекенсем пуррине пӗлни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Дарьяпа калаçсан чун-чӗрере ăшă-ăшă, хама питӗ телейлӗ туятăп. Кашни виçӗ уйăхра отпуска килсе каятăп – вăхăта чун савнă çынпа ирттеретӗп. Хальхинче эпир мăшăрланма шутларăмăр ак. Кӗçех пирӗн çемье хушăнать – хӗр кӗтетпӗр. Законлă майпах мăшăрланма шутларăмăр – Дарья манăн хӳтлӗхе кашни утăмра туйса тăтăр», – терӗ çирӗппӗн Студент позывнойлă салтак. 

Арçыннăн питӗнчен ăшă кулă каймарӗ, тин кăна упăшка ятне илтнӗскер тата çывăх вăхăтра атте пулма хатӗрленекенскер еплерех телейлӗ пулни сăмахсăрах курăнать. 

Хăйӗн ентешне паллă пулăмпа саламлама килнӗ «Все для наших» ушкăнăн волонтерӗ Алмаз Нургалиев палăртнă тăрăх, унăн юлташӗ хаваслă кăмăл-туйăмлă çын. Анчах та вăл Тăван çӗршыва хӳтӗлекен çӗрте хавасланмалли сахал вӗт. Кăна Алмаз, СВО зонине пӗрре мар гуманитари пулăшăвӗ леçме кайса килнӗскер, хăй те аван пӗлет. 

«Студент – хăватлă хӳтӗлевçӗ, чăн-чăн арçын. Хамăр енчен Тăван çӗршыва хӳтӗлекен арçынсене, вӗсен çемйисене мӗн пултарнă таран пур енчен те пулăшма тăрăшăпăр», – терӗ волонтер. 

Студент юлташне чӗререн тав турӗ, хăй ятарлă çар операцине тухса кайсан унăн çемйишӗн тăрăшакансем пуррине туйса тăнине пӗлтерчӗ. 

Акă чи хумхануллă самант çитрӗ. ЗАГС ӗçченӗ Энже Хафизова çамрăк мăшăра çырăнтарчӗ, вăрăм ӗмӗр, телей, ăнăçу сунчӗ. Тин кăна арăмпа упăшка ятне илтнӗ хӗрпе каччă пӗр-пӗрне çӗрӗ тăхăнтартрӗç, чуптуса илчӗç.

Çамрăк мăшăра саламлама «Защитники Отечества» фондăн Тукай районӗнчи уйрăмӗн социаллă координаторӗ Айгуль Шабакеева та пысăк чечек çыххипе пынă. 

«Сире çемье çавăрнă ятпа ăшшăн саламлатăп. Çемье пуçне тăван ене Çӗнтерӳпе тӗрӗс-тӗкел таврăнма сунатпăр. Дарья вара сире килте кӗтӗ. Пирӗн, хӗрарăмсен, шăпи çавнашкал», – терӗ вăл. 

Студент вара хăйсене саламлакансене чӗререн тав туса: «Йăлтах йӗркеллӗ пулать! Шантарсах калатăп»,– терӗ кӗскен.

Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО 2024 – Год семьи в России