Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

18-мӗшӗнче атьăр суйлава!

Тутарстан çӗршыври Президент суйлавне хатӗр, мартăн 18-мӗшӗнче мӗнпур суйлав участокӗнче çыхăну талăкӗпех пӗр чăрмавсăр ӗçлӗ, çак тӗлӗшпе регионти ӗç ушкăнне те йӗркеленӗ. Мартăн 6-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, суйлав участокӗсенчен пӗринче кӗтмен пăтăрмахсен сăлтавӗсене (электричество пӗтсе ларни, çыхăну линийӗ пăсăлни тата ытти те) самантрах пӗтерес енӗпе тренировка та иртнӗ. ТР информатизаципе çыхăну министрӗ...

Тутарстан çӗршыври Президент суйлавне хатӗр, мартăн 18-мӗшӗнче мӗнпур суйлав участокӗнче çыхăну талăкӗпех пӗр чăрмавсăр ӗçлӗ, çак тӗлӗшпе регионти ӗç ушкăнне те йӗркеленӗ. Мартăн 6-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, суйлав участокӗсенчен пӗринче кӗтмен пăтăрмахсен сăлтавӗсене (электричество пӗтсе ларни, çыхăну линийӗ пăсăлни тата ытти те) самантрах пӗтерес енӗпе тренировка та иртнӗ.

ТР информатизаципе çыхăну министрӗ Роман Шайхутдинов ТР Министрсен Кабинетӗнчи брифингра пӗлтернӗ тăрăх, республикăра пӗтӗмпе 2882 суйлав участокӗ ӗçлӗ. Вӗсенчен 42-шӗнче суйлав бюллетенӗсене тирпейлӗç, 149-шӗнче электронлă сасăлав комплексне вырнаçтарнă. 1005 суйлав участокне вара видеосăнав системисем лартнă. Видеокамерăсене ăçта лартассине ЦИК пайташӗсем суйлавçăсен шучӗ ăçта нумайрах пулнине кура палăртнă.

Суйлав видеомониторингӗ nashvybor2018.ru сайтра мартăн 18-мӗшӗнче ирхине 7 сехетрен пуçланать. Видеокамерăсенчи сăнсем вара суйлав пӗтӗмлетӗвӗсене пӗлтернӗ хыççăн та виçӗ уйăх таранчченех упранаççӗ. Çапла вара йӗркелӳ ӗçӗсем вӗçленнӗ, кашни суйлавçа суйлава пымашкăн йыхрав хучӗсене те валеçнӗ. Ытти йăлтах кашни çынран хăйӗнчен килет. Вулакан, суйлавран ан юл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев