Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

209 яла шыв илме пултарать

Куйбышев водохранилищинчи шыв шайӗ хальхи вăхăтра нормăран 3,5-4 метр çӳллӗрех пулнине пӗлтернӗ ТР Министрсен Кабинетӗнче ӗнер иртнӗ брифингра Гидрометцентр пуçлăхӗ Феликс Гоголь. Ун сăмахӗсем тăрăх, çуркунне хăй еккипе иртсен Атăлпа Кама умӗнчи тата Камăн хӗвеланăç енчи юханшывсенче çурхи шыв ытлах сарăлмалла мар. ТР МЧС сотрудникӗсене те Куйбышев водохранилищинчи шыв шайӗ...

Куйбышев водохранилищинчи шыв шайӗ хальхи вăхăтра нормăран 3,5-4 метр çӳллӗрех пулнине пӗлтернӗ ТР Министрсен Кабинетӗнче ӗнер иртнӗ брифингра Гидрометцентр пуçлăхӗ Феликс Гоголь. Ун сăмахӗсем тăрăх, çуркунне хăй еккипе иртсен Атăлпа Кама умӗнчи тата Камăн хӗвеланăç енчи юханшывсенче çурхи шыв ытлах сарăлмалла мар.

ТР МЧС сотрудникӗсене те Куйбышев водохранилищинчи шыв шайӗ çак вăхăтра нормăран ытлашши пулни сисчӗвлентерет иккен.

«Çак вăхăт тӗлне Куйбышев водохранилищинче кун чухлӗ шыв пулни унччен палăрман. Пиртен çӳлерех тата аяларах вырнаçнă водохранилищӗсем ӗçлесе кайманни лару-тăрăва йывăрлатать. Эпир кăшт сисчӗвленетпӗр, апла пулин те йăлтах тимлӗхре. Куйбышев водохранилищи çывăхӗнчи айлăм вырăнсене шыв илме пултарасси куçкӗрет»,- тесе пӗлтернӗ ТР МЧС министрӗн çумӗ Николай Суржко çурхи ейӳ пирки.

Енчен те юр тăрук ирӗлес пулсан республикăри 209 пурăнмалли вырăна шыв илес хăрушлăх пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев