Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

24-мӗшӗнче чăваш чӗлхи учителӗсен семинарӗ

ТР Вӗрентӳпе наука министерстви октябрӗн 24-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Сӗнчел шкулӗнче республикăри чăваш этнокомпонентлă шкул директорӗсемпе чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен семинар-ларăвне йӗркелет.

Чăваш этнокомпоненчӗллӗ шкулсемшӗн халӗ çăмăл вăхăт мар: чӗлхе сумӗ чакса пырать, шкулта ача мӗнле чӗлхе вӗренессине ашшӗ-амăшне суйлама ирӗк панă хыççăн ку процесс тата хăвăртланчӗ. Çавăнпа та  директорсен, тăван чӗлхепе литература учителӗсен пӗрле сӳтсе явмалли ыйтусем сахал мар. Шăпах çакна шута илсе ТР Вӗрентӳпе наука министерстви октябрӗн 24-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Сӗнчел шкулӗнче республикăри чăваш этнокомпонентлă шкул директорӗсемпе чăваш чӗлхипе литератур вӗрентекенӗсен семинар-лару йӗркелет.  Семинар ирхине 9.30 сехетре пуçланать. (К. Малышев сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана